Районти тĕп вулавăш çумĕнчи “Тимлĕх” клубăн черетлĕ занятийĕ пулнă. Занятие хутшăннисем Нестер Янкас Премийĕн лауреачĕн Гурий Дубровăн (Кăмакал Курккин) вун çиччĕмĕш кĕнекине — нумаях пулмасть Çĕрпỹ типографийĕнче пичетленсе тухнă “Çирĕм пĕрремĕш — вилĕмсĕр çул” ĕçне хак панă. Малтанах тĕп вулавăшăн краеведени пайĕн ертỹçи Г. Дубров биографийĕпе, унăн кĕнекисемпе паллаштарнă, Гурий Егорович çĕнĕ кĕнеке еплерех çурални пирки каласа кăтартнă, унти тĕп геройсемпе паллаштарнă. Хаклавра Н. Ершов-Янгер, И. Прокопьев-Чураль, Георгий Борзин çыравçăсем, В. Волков, М. Ильина пенсионерсем тухса калаçнă.
Çыпăçтарнисем: |