Чăваш наци конгресĕн сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх çак кунсенче Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, унта кулленхи ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Чи пысăк ыйту — республикăн кашни районĕнче, хулинче Конгресăн вырăнти уйрăмне йĕркелесси пулнă. Ку вăл халăхпа тӳрремĕн çыхăнса ĕçлеме кирлĕ тесе пĕлтерет Конгресс. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне 2014 çул валли яма палăртнă Çырăвне кĕртме сĕнӳсем пухма пуçлани çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Президиум ларăвĕнче та çак ыйтăва çĕклерĕç. «Наци конгресĕн те каламалли пур, чылай сĕнӳ нумай пулмасть иртнĕ Аслă Пухура янăранăччĕ», — терĕç Президиум пайташĕсем. Хыпар çăлкуçĕ: http://chnk.ru/a/news/22.html
Çыпăçтарнисем: |