Ытларикун, 19.11.2024, 18:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 25 » “Хыпар” хаçат историйĕпе хальхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен - çĕнĕ кĕнеке
“Хыпар” хаçат историйĕпе хальхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен - çĕнĕ кĕнеке
19:58
Сăн ÿкерчĕк
Шупашкарта нумаях пулмасть 2 пин экземпляр тиражпа "Хыпар”: минувшее и настоящее: факты, события, личности, судьбы” кĕнеке пичетленсе тухнă. 
Самаях хулăн — 600 ытла страницăллă кĕнеке авторĕ — "Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ А. П. Леонтьев. Алексей Петрович унта хăйĕн çак темăна халалланă ĕçĕсене малалла аталантарать. Ум сăмахра палăртнă тăрăх, ку кĕнеке ученăй-энциклопедист, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен паллă тĕпчевçи Н. В. Никольский никĕсленĕ пĕрремĕш чăваш хаçачĕн историне туллин тĕпчени. Ку чăннипех те çапла. 
Вулакансем Н. В. Никольский пилĕпе кун çути курнă "Хыпар” хаçата паян та алла тытма пултарни, ун тăрăх ырра вĕренме май килни — чăвашшăн калама çук пысăк телей. Вăл, сăмах май, Раççейре чи аслă та ватă кăларăмсенчен пĕри те. Пирĕн ентеш — Кайри Карăй ялĕнче çуралса ÿснĕ Г. Ф. Трофимов (Юмарт) çыравçă-тĕпчевçĕ çырнă тăрăх, "Николай Никольский çамрăклах чăваш ăс-хакăлĕн Хусанти центрĕн "ашшĕ” пулса тăнă. 
Кĕнекене ытахальтен мар-тăр Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи Никольский чĕртсе тăратнă "Хыпар” пирки 2003 çулта çырнă çулăмлă йĕркесенчен уçнă. Ум сăмахрах автор "Хыпарăн” пĕлтерĕшне тивĕçлипех пысăк вырăна хурса хаклать. 
Cумлă кĕнеке ăна вырăсла пичетленĕ тĕп 21 пайпа вĕсенчи вун-вун параграфран тăрать. Кашнинчех чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕ, унăн сăн-сăпачĕ, хатĕрлекенсемпе çырса тăраканĕсемпе тĕпчевçĕсем пирки уçăмлă та вуланмалла сăмах пырать. Пирĕн вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, "Хыпар” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1906 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче, вырсарни кун (кивĕ стильпе) Хусанта тухнă. Ăна, "Хаçат усси” çинчен каланипе уçăлнăскере, Н. Никольский редактор алă пуснă. Каярахпа темиçе редактор та улшăннă: С. К. Кириллов, С. И. Игнатьев, П. А. Алексеев, В. И. Иванов, А. А. Николаева (Кармачева), А. П. Прокопьев (Милли) тата ыттисем те. Хăйсен шухăшлавĕсемшĕн вĕсенчен чылайăшне тĕрлĕ айăплав тăратса хур кÿнĕ. Анчах та хаçат хăйĕн тĕп çул-йĕрĕнчен — чăвашлăх аталанăвне çутатассинчен пăрăнман, тивĕçне манăçа кăларман. 1917—1918 çулсенче те вăл "Хыпар”, каярахпа — "Канаш”, унтан каллех "Хыпар” тата "Канаш”, 1937—1940 çулсенче "Чăваш коммунĕ”, "Чăваш коммуни” ятсемпе тухса тăнă. 1952 çулхи мартăн 21-мĕшĕнчен ăна "Коммунизм ялавĕ” ятпа кăларма пуçланă. 1991 çулхи августăн 30-мĕшĕнче унăн "Хыпар” ятне тавăрнă, тĕп редакторĕ — çÿлерех асăннă кĕнекене кун çути кăтартнă А. П. Леонтьев. Хаçата 1968 çулта — "Хисеп палли” орденпа, 1978 çулта — РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, 2006 çулта Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. 
Кĕнеке "Хыпар” хаçат кун-çулĕпе ăна кăларакансен пурнăçĕ-шăпипе çыхăннă тĕрлĕ документсенчен, сăн ÿкерчĕксенчен, аса илÿсенчен, "хыпарçăсен” хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан статьясенчен пуян. 
Çак кĕнеке историпе литературăри специалистсемшĕн, аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи истори, журналистика тата филологи факультечĕсенчи студентсемшĕн, аспирантсемшĕн, пичетре ĕçлекенсемшĕн усă курма меллĕ. 

Çакна палăртни те вырăнлă. Пирĕн район çыннисем те "Хыпар” хаçат тухса тăма пуçăннăранпа унпа интересленнĕ, интересленеççĕ те: хаçата хатĕрлесе кăларма та хутшăнаççĕ, хăйсен шухăш-сĕнĕвĕсене республикăри сумлă пичет изданине çырса тăраççĕ. Çÿлерех асăннă кĕнекепе паллашнă май ав унта Раççей Патшалăх Пĕрремĕш Думин депутачĕ пулнă Я. А. Абрамов, Т. К. Кириллов çыравçă (Çеçмер), Г. Ф. Трофимов-Юмарт тĕпчевçĕ (Кайри Карăк), парти обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ Л. М. Лукин (Çавалçырма), М. И. Юрьев çыравçă (Çирĕклĕ) пирки асăннисене тупса вуларăм. Санькассинчи О. А. Алексеев (Ăсан Уçăпĕ), Кăмакалти Л. А. Алексеев, Еншик Чуллăри В. Н. Николаев (Лерий Еншик) çыравçăсен, Супарти П. П. Павлов ăслăлăх çыннин тата ыттисен сăн ÿкерчĕкĕсене те курма пулать. Сăмах май, аслăрах ăру çыннисен пархатарлă ĕçне Трак енрен тухнă В. И. Смирновапа (Кайри Карăкран) Ю. П. Степанов-Листопад (Çирĕклĕрен), Р. А. Власова (Вăрманкас Шетмĕрен) журналистсем малалла тăснипе те мухтанма тивĕç эпир.

В.Данилов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 724 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 11
Хăнасем 11
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz