Ытларикун, 19.11.2024, 18:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Авăн » 3 » Халăх йăли модăран тухмасть ("Сăвар")
Халăх йăли модăран тухмасть ("Сăвар")
09:12
Сăн ÿкерчĕк
Юлашки вăхăтра нумай калаçатпăр йăласене упрасси çинчен. Анчах ĕç çинче вĕсене кăтартма тытăнсан: е юррине маннă, е кунне арпаштарнă, е ятне çырма пĕлместпĕр... Çапла хăш чух халăх чиркĕве кайичченех сĕтел çинче уяв кĕленчисем шанкăртатма пуçлаççĕ. Ним пĕлменнине кура вара мĕн лайăх астунине тăватпăр: çапла артистсенчен илтнĕ «Мĕскер парнелем-ши, юлташăм сана» юрра сцена çинчен фонограммăпа çăвар карса «шăрантарса» халăха хамăр атте-аннесенчен куçнă иксĕлми пултарулăх хĕм сапса тăнине шантарма хăтланатпăр…
Пĕрре кăна курман кун пеккине. Йăласене упрама вĕрентекен, вĕсене паянхи кун çынна ăнлантарма пулăшакан меслетсемпе усă курни тĕрĕсрех пек туйăнать. Çавăнпа та мĕн-тĕр ирттерес умĕн малтан тĕллевсене çирĕп палăртмалла пуль тесе шутлатăп. Унсăрăн черетлĕ кăтартмăш, вырăсла каласан, «показуха» çеç пулать. Çынна та улталатпăр, хамăра та. Мĕн тумалла-ха?
Халăх пултарулăхĕн III этнофестивалĕ Хусан çывăхĕнчи Крутушка поселокра августăн 26-28-мĕшĕсенче иртет. Тĕнчери, Раççейри халăх юррисене юрлакансем ялсенчи фольклор ушкăнĕсемпе пĕрле сцена çине тухса хăйсен таланчĕпе паллаштарĕç. Йăлари халăх материалне никĕсе хурса юрра-ташша куçаракансем, халăхсен чăн, фонограммăпа илемлетмен юррисене юрласа, мĕнле пур çавăн пек янăракан инструменчĕсене каласа пултарулăхне кăтартаççĕ вĕсем. Чăвашсенне кăçал пăвасем кăтартмалла. Ӳркенмесен килсе курăр.
«Крутушка» фестивалĕн программинче юрă-кĕвĕ кăна мар, кунта ал-ĕç ăстисем те нумайăн килеççĕ. Курма килекенсем çулсерен тĕрлĕрен мастер-классенче (вĕрентӳ занятийĕсенче) хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ халăхсен ташшисене вĕренеççĕ, инструментсемпе калас никĕсе алла илеççĕ, хăйсен аллисемпе тăмран чӳлмек тума хăнăхаççĕ, чĕнрен нухайкă тăваççĕ, çăм авăрлаççĕ, шăрçа тиреççĕ, вĕрен яваççĕ, кĕççе йăвалаççĕ…
Чиновниксене юрас тесе ирттерекен шавлă, пысăк меро- приятисенче халăхлăха кăтартас тесе кĕпе арки йăваласа тăракансенчен уйрăлса тăрать йăласене чăнласа, урăхлатмасăр çын умне тăратакансен ĕçĕ. Тĕллевĕ те вĕт аутентичнăй – чăнлăхри, кирлĕ-кирлĕ мар хушăнманни, никĕсри.
Фестивале ирттерме суйласа илнĕ вырăнĕ те чуна илĕртет. Пĕр енчен Казанкăн чăнкă çыранĕ, хĕвеллĕ уçланкă, тепĕр енчен вăрманпа хупăрланнă ялан тăрă та сивĕ тăракан «Сенкер кӳлĕн» шывĕсем. Çут çанталăкпа шайлашса пурăнма чĕнекен чăн мешехе пек туйăнать вăл пире.

К.Малышев
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 580 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 16
Хăнасем 16
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz