Эрнекун, 20.12.2024, 17:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Пуш » 31 » “Юррăм пултăр парне”
“Юррăм пултăр парне”
23:05
Сăн ÿкерчĕк

ятпа пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнчи каçхине районти культура çуртĕнче вĕрентỹ ĕçĕн ветеранĕн, учитель-биологăн, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн, республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн, сăвăçăн, 14 кĕнеке авторĕн, “Шетмĕпе Çавал кĕввисен” фестивальсен лауреачĕн, ỹнерçĕн, сăвăçăн, куçаруçăн, райхаçатăн чи активлă общество корреспонденчĕсенчен пĕрин Валентина Рудникован творчество каçĕ иртрĕ. Ку ахальтен мар. Нумаях пулмасть Валентина Васильевна хăйĕн кун-çулĕнчи паллă куна — 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çав каç районти культура çуртне В. Рудникована лайăх пĕлекенсем, тус-юлташĕсем, ентешĕсем, унăн пултарулăхне кăмăллакансем чылайăн пухăнчĕç. Фойере Валентина Васильевна ăсталанă ỹкерчĕкĕсенчен, ку таранччен тухнă кĕнекисенчен курав йĕркеленĕ. Творчество каçне килнисем вĕсемпе интересленсе паллашрĕç. Савăнăçлă каçа А. Никонорова ертсе пыракан "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Юбиляр пирки электронлă презентаци хатĕрленĕ. В. Рудникова сăмах илет. — Çакăн евĕр творчество каçĕсене тăваттăмĕш хут ирттеретĕп. Ку йышши мероприятисем хальччен хам туса ирттернĕ ĕç-хĕлĕме тишкерме, хак пама май туса параççĕ. Анчах вăхăчĕ пĕр шелсĕр малалла васкать-çке. Ку таранччен хамăн ĕçсене пухса 14 кĕнеке кăларма пултартăм. Сăввăмсен хисепĕ те çук. Юррăмсене вара шута илсе пыратăп. Паян пирĕн пек шурсухалсене сăвă-юрра уйрăм кĕнекепе кăларса халăх умне çитерме укçа-тенкĕ хĕсĕкки чăн-чăн чăрмав кăларса тăратать. Анчах алă усса лармастпăр. Ĕçлетпĕр, тĕрлĕ мел шыратпăр. Акă, нумаях пулмасть Н. Ершов-Янгер сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене пултарулăх коллективĕсем патне çитертĕмĕр. Тăкака Николай Гавриловичпа çурмалла пайларăмăр, — терĕ Валентина Васильевна. — Çак пурнăçра мĕн ыррине аннерен, аппасенчен илтĕм эпĕ. Атте иртнĕ вăрçăра пуçне хучĕ. Юратнă çыннăм ултă ачине тулли телей парнелерĕ, ура çине тăратрĕ. Тавах ăна. В. Рудникована район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Р. Осипова, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев чыслă ĕçшĕн тав турĕç, творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç, хисеп хучĕсем пачĕç, чĕрĕ чечексем тыттарчĕç. Юбиляра çавăн пекех ЧНКан районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакторĕнче çирĕм çул ытла ĕçленĕ, халĕ Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн председателĕ И. Прокопьев, районти историпе краеведени халăх музейĕн ĕçченĕ В. Тихонова, Н. Ершов_Янгер сăвăç (Николай Гаврилович хăйĕн юррисене халăх умне кăларакан В. Черновпа Г. Яковлев юрăçсене те парне пачĕ), хăй чылайранпа çỹрекен ветерансен хорĕн коллективĕ, ентешĕсем — Çĕнĕ Выççăлккăран килнĕ делегаци ăшшăн саламларĕç, парнесем кỹчĕç. Иван Афанасьевич пĕрлĕхĕн Хисеп грамотине, Зинаида Петровна ЧНКа президенчĕ Н. Угаслов алă пуснă Хисеп хутне тыттарчĕç. Уява ертсе пыракан Н. Филиппова Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх (А. Львов, Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Яковлев) В. Рудникова ячĕпе янă телеграммăна вуласа пачĕ. Çав каçăн концертĕнче икĕ сехете яхăн В. Рудникова кĕвĕленĕ юрăсем янăрарĕç. Вĕсене районти культура çурчĕ çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан ветерансен хорĕ, А. Никонорова ертсе пыракан “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ, Трак енри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ С. Данилова, Кĕçĕн Шетмĕри кану çурчĕн ĕçченĕ Г. Яковлев, В. Чернов юрăç, Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи “Телей” ушкăн (В. Николаева), искусство шкулĕнчи арçын ачасен ушкăнĕ шăрантарчĕç, искусство шкулĕн, “Взгляд” ташă ушкăнĕсем чăваш ташшипе тыткăнларĕç, В. Клементьева (Красноармейски) В. Рудникован аннесем çинчен çырнă сăввине кăмăла каймалла вуларĕ. Уяв В. Рудникова кĕвĕленĕ, Чăваш наци радиовĕ куллен янратакан “Парне” юрăпа вĕçленчĕ. Ăна “Хавал” ушкăнпа пĕрле ытти артистсем мăнаçлăн шăрантарчĕç.

Г. Борзин

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 474 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz