Эрнекун, 27.12.2024, 05:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2020 » Пуш » 4 » "Янкас вулавӗсенче" — ҫирӗме яхӑн доклад
"Янкас вулавӗсенче" — ҫирӗме яхӑн доклад
20:10
Сăн ÿкерчĕк

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хамӑрӑн паллӑ ентеш — сӑвӑҫ, прозаик тата куҫаруҫӑ Нестер Кириллович Ефимов (литературӑри псевдонимĕ - Янкас) ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче "Янкас вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа тавра пӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Хальхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут пулчӗ.

Конференцине Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн "Эпир - Трак ен ҫыравҫисем" (сӑвви - Николай Ершовӑн, кӗвви - Иван Прокопьевӑн) юррипе уҫрӗҫ. Ҫак мероприятине Н. Янкасӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ - Петр Митрофанович Митрофанов профессор, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторĕ хутшӑнни те хӑйне евӗр пысӑк савӑнӑҫпа телей пулчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пултаруллӑ ҫывӑх тӑванне — Н. Янкаса аса илчӗ, ентешсене унӑн ятне сумлӑн упраса пурӑннӑшӑн чӗререн тав турӗ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫи И. Прокопьев Петр Митрофанович кӑкӑрӗ ҫине Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх паллине ҫирӗплетрӗ.

Унтан Красноармейскинчи вӑтам шкул учителĕ В.М. Михайлов "Михайлов Александр Ефимович - карап ӑсти" темӑпа тухса калаçрӗ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫи И. Прокопьев Ви­талий Михайлович кӑкӑрӗ ҫине наукăна аталантарас ҫӗрти пысӑк тӳпешӗн - Н.В. Никольский ячӗллӗ орден, Чӑваш халӑх академикĕ В. Данилов Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер акдемийӗн президи­умĕ ячӗпе "Халӑх академикĕ" хисеплӗ ӑслӑлӑх ятне пани ҫинчен калакан паллӑна ҫакса ячӗҫ. Иван Афанасьевич ҫавӑн пекех чӑваш культурине аталантарма сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн пĕрлĕхĕн "Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн" медальсене Н.С. Семенова (Кӗҫӗн Шетмӗ), В.С. Серафимова (Красноармейски), вӗсене тата Ю.П. Романова (Красноармейски) Н. Ян­кас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн членӗн удостоверенийӗсене пачӗ.

Ентеш-юбилярсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки конференцире малалла докладсене ҫаксем туса пачӗҫ: И.М. Федорова ("Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич - паллӑ поэт"), А.Ю. Никандрова ("Григорьев Анатолий Николаевич — спортсмен"), И.В. Герасимова ("Григорьев Из­маил Михайлович — полковник, писатель"), С.А. Гурьева ("Григорьев Наум Григорьевич - композитор"), С.М. Мефодьевӑпа П.З. Влади­мирова ("Дмитриев Михаил Васильевич — ком­позитор"), Л.А. Тихонова ("Кириллов Тарас Ки­риллович — паллӑ поэт, ӑста публицист"), И.Н. Козлова ("Кондратьев (Пехил) Вениамин Васильевич — поэт"), В.З. Константинов ("Мар­кова Анна Васильевна - журналист"), З.П. Михай­лова ("Нестерова Зоя Алексеевна - пултаруллӑ ҫыравҫӑ"), С.В. Петрова ("Никифо­ров Иван Никифорович - ятлӑ-сумлӑ вӗрентекен"), В.М. Данилов ("Николаев Леонид Ни­колаевич - журналист"), Г.Л. Ефимов (Патмар Иван Анисимович — паллӑ фольклорист"), Ю.Е. Кузьмина ("Патмар Эдисон Иванович - ҫыравçӑ"), И.А. Прокопьев ("Семенов Лука Семенович — сӑвӑҫӑ"), В.С. Серафимов ("Се­рафимов Владимир Серафимович - тавра пӗлӳҫӗ"), Р.И. Яковлева ("Чернова Зоя Мироновна - пултаруллӑ артистка"), Н.С. Семенов ("Юрьев (Нямань) Михаил Иванович - паллӑ ҫыравҫӑ"), С.М. Назарова ("Яковлев (Яккусен) Петр Яковле­вич — пултаруллӑ сӑвӑҫӑ").

Докладчиксене активлӑхшӑн пурне те рай­он администрацийӗн Дипломӗсемпе чысларӗҫ.

Конференцине хутшӑннисене район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Р.М. Осипова саламларӗ. Рена Михайловна ҫавӑн пекех культу­ра ӗҫӗнче чылай ҫул вӑй хунӑшӑн тата 70 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе В.С. Серафимова (Красноармейски) ырӑлӑхпа пархатар сунчӗ, Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.

Конференцине хутшӑннисем культура ӗҫченӗсен концертне те пӑхса савӑнма пултарчӗҫ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче районти тӗп вулавӑш специалисчӗсем йӗркеленипе хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑсен кӗнекисен куравӗ те ӗҫлерӗ.

В. ДАНИЛОВ-ТАВКИЛ, тавра пӗлÿҫӗ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 298 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz