Эрнекун, 27.12.2024, 13:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 19 » Янăраччăр Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем
Янăраччăр Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем
10:53
Сăн ÿкерчĕк
Чун-чĕре ăшшипе, тулли кăмăл-туйăмпа çырма-калама сăлтавĕ те тупăнчĕ-çке манăн. Вăл хальхи хастар та хĕрÿллĕ чунра уйрăмах Трак ен çĕрĕ çинче, йăлана кĕнĕ тăрăх, çулленех "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль иртнĕ май татах вăй илчĕ тесшĕн эпĕ. 
Ăна, пирĕншĕн те, Чăваш Республикишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕскере, пĕрремĕш хут пуçласа, пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, вăй-хал хуштарса Трак тăрăхĕнчи культурăпа литература, поэзи, искусство, ÿнер ăстисем, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсем 1997 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче йĕркелесе ячĕç. Унăн тĕллевĕ, шухăш-ĕмĕчĕ халăх творчествине аталантарассипе, çĕнĕ юрă-кĕвĕ хуçисене — композиторсене, юрăçсемпе хорсене, сăвăçсене — тупса палăртассипе, вĕсене пĕр чăмăра пĕтĕçтерессипе тата çапла майпа хамăр хушăра пытаннă талантсене сценăпа çывăхлатассипе çыхăннă. 
Епле чăмăртанннă-ха, йĕркеленнĕ-ха "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль? 
1996 çултах Трак енре вырăнсенчи пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсене хамăр тăрăхри хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен юрри-кĕввисемпе анлăлатассипе пуянлатас тапхăр пуçланнă. Район администрацийĕн ун чухнехи культура пайĕн заведующийĕ В. Серафимов асăннă ыйтупа районти культура пайĕн йĕркелÿпе методика центрĕн ертÿçипе З. Смирновапа тата ЧР музыка обществин районти председателĕпе, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Ю. Шепилов композиторпа çума-çуммăн ларса канашланă, 1997 çулта Трак çĕрĕ çинче "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль ирттерме палăртнă. Ку пархатарлă та чыслă ята ытахальтен шыраса тупман-ха вĕсем. Мĕншĕн тесен Трак çĕрĕ Мăн Шетмĕпе Кĕçĕн Шетмĕ, Мăн Çавал юхан шывĕсен ытамĕнче пурăнать, ĕçлет, малашлăх туйăмĕсене алла илет. 
Тата асăннă юхан шывсем республикăри тăхăр район территорийĕсенче те вырăн тупнă, шутласа пăхнă тăрăх çĕнĕ юхăма вăрнарсемпе çĕрпÿсене, шупашкарсене, канашсене тата ыттисене те явăçтарма май пур вĕт. 
Трак тăрăхĕнче "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивале йĕркелессине, çапла майпа хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсене творчество лаççинче явăçтарса халăх умне кăларассине ун чухне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Н. Ершов-Янгер çыравçă та ырланă. 
Пĕрлĕхре вăй тенешкел, пуçару ушкăнĕн шухăшне тĕпе хурса, "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн положенийĕпе условийĕсене туса хатĕрленĕ. 
Трак ен, пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенĕ пек, пысăках мар район пулин те, пултаруллă та тĕрлĕ енлĕ талантлă çынсемпе пуян. Эпир Çавалçырмара çуралса ÿснĕ Филипп Лукин, Константин Архипов (Тури Типçырма), Наум Григорьев (Кăлава), Никита Чернышев-Шетмĕ (Çĕньял Шетмĕ), Илья Степанов, Михаил Ильин (Кушкă), Пăрăнтăкра çуралнă, Яманакра çитĕннĕ Гурий Алексеев, Николай Филимонов (Тватпÿрт), Зоя Петрова (Анат Кушар) композиторсемпе чăннипех те мухтанатпăр. 
Çапла, 15 çул каялла "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль пуçласа Трак ен ялĕсенче, чи малтанах Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче çынсене пухрĕ. Вырăнсенче чылай композиторсене, юрăçсене, юрлакансен ушкăнĕсене тупса палăртрĕ, сцена çине илемлĕ чăваш çи-пуçĕпе кăларчĕ. Çав йышра Ю. Шепилов, М. Дмитриев, О. Димитриев, А. Герасимова, В. Рудникова, Г. Дубров, Н. Никоноров, В. Никандров, В. Уганин, Г. Прокопьев, Г. Горшкова, Г. Никифорова, С. Гаврилов тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ ытти композиторсем юрă-кĕвĕн вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнчине пĕрлешрĕç. 
— 1998 çулта "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн Трак тăрăхĕнчи сцени çине Çĕрпÿпе Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенчи композиторсемпе сăвăçсем, юрăçсем тухни савăнтарчĕ мана. Çĕнĕ юхăм район тулашне, республика шайне хăпарчĕ. Шучĕпе пĕрремĕш фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕпе хаклавĕ районти культура çуртĕнче иртрĕ пулсан, 1999 çулхи фестиваль-юрă уявĕ Янкасра пулчĕ, ăна Чăваш телевиденийĕпе ÿкерсе телеэкран çине кăларма пултартăмăр, — аса илет халь хыçа юлнă тапхăра В. Серафимов. — 2001 çулхи "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль — юрăçсен праçникне канашсемпе вăрнарсем, çĕрпÿсемпе шупашкарсем хутшăнса тупăшрĕç. 
Хамăр ентешсем — Верăпа Гурий Алексеевсем (Çĕрпÿ районĕнчи Кăнарта пурăнаççĕ) тата "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальпе хавхалансах пуль 1999 çулта "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” юрă та çырнă. 
... Ÿснĕçемĕн çамрăк ăрусем 
Кĕвĕленĕç çĕнĕ юрăсем. 
Янăраччăр ĕмĕрех вĕсем, 
Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем. 
Юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче профессиллĕ юрăçсем те фестивальсен сценисем çинче палăрнă, лауреат ятне тивĕçнĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен юрри-кĕввисене профессиллĕ чун туртăмĕпе хак парса хăйсен репертуарне кĕртрĕç. Çав сумлă, пархатарлă йышра Чăваш Республикин халăх артисчĕсем — Зоя Лисицина, Тамара Гурьева, Иван Христофоров тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Лариса Васильевапа Маргарита Туринге те пур.
Анатолий Юдин, сăмахран, Кушкăра çуралса ÿснĕ, Вăрнарти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче вăй хурса Вăрнар тăрăхĕнче "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн концерчĕсене йĕркелеме пултарчĕ. Шупашкар районĕнчи Иккассинчи юрăçсен ушкăнĕ те (илемлĕх ертÿçи Анатолий Печников) тата кÿкеçсен "Юмансар” ушкăнĕ те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни ырă тĕслĕх. Çав йышра Ванюшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Любовь Афанасьева та хăйĕн ăсталăхне туптанă. 
Эпĕ ку статьяра Трак тăрăхĕнче вăй илнĕ çĕнĕ юхăмăн — "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн малтанхи çулĕсене кĕскен тишкертĕм, хăш-пĕр пултарулăх ĕçченĕсем, творчество çыннисем, фестивальсене хутшăннă хăнасем пирки чарăнса тăтăм. 
Хамăн шухăшсене пĕтĕмлетнĕ май "Шетмĕпе Çавал кĕввисем-2011” фестиваль музыкăна юратакансемшĕн, пултарулăх ушкăнĕсемшĕн, жюри членĕсемшĕн, куракансемшĕн тата журналистсемшĕн асра юлни çинчен асăнса хăварасшăн. Пĕлтĕрхи уявра мĕн пурĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ 12 композиторăн юрри-кĕввисем шăранчĕç. Кашниех репертуара пĕрер е ытларах та юрă "парнелерĕ”. Валентина Рудникова, сăмахран, фестиваль валли 6 юрă сĕннĕ, вĕсенчен "Тăвансем пуçтарăнсан” (сăвви Л. Антоновăн), "Сассăр кайăк пулар мар” (сăвви Г. Дубровăн) юрăсен ăсталăх шайĕ вĕсене парнеленĕ ушкăнсен те, уйрăм юрлакансен те чăннипех пысăк. 
Çĕньял Упире çуралнă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Юрий Романов композитор музыка обществин районти уйрăмĕпе тачă çыхăну тытать. Çапла вара сакăр çул каялла хăйĕн сăмахĕсемпех "Кĕрхи туйăм” ятлă пĕрремĕш юрри çуралнă унăн. Ăна тÿрех "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальте юрланă. Хăй тĕллĕн юрăсем ăсталакана вырăнти юрăçсем кăна мар, Шупашкар артисчĕсем те килĕштернĕ. 
Журналистсем мĕнле хак параççĕ-ха фестивальсене? 
— Пиçи-пиçми кашни сăвăпах юрă кĕвĕлеймĕн. Çав сăвăсене, ман шутпа, малтан районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн е "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ çумĕнчи поэзи секцийĕнче пăхса тухмалла. Вăл ыйтупа ку ĕçе йĕркелекенсен çирĕп, принциплă позицийĕ кирлĕ пулĕ, — тет фестивальсене тишкерсе И. Прокопьев журналист, хăй те юрă кĕвĕлекенскер (вăл та Çĕньял Упирех çуралса ÿснĕ, "Тăван кĕтес”, "Улăх юрри” тата ытти юрăсен авторĕ). — Поэзи картине ларман сăвăсемпе юрă кĕвĕленине эпĕ ăнланмастăп тата ырламастăп... Ку сăмахсем çумне урăх нимех те хушса калаймăн.

Г.Тусли
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 575 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz