Ытларикун, 19.11.2024, 18:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2015 » Раштав » 21 » Иван Патмара аса илсен...
Иван Патмара аса илсен...
13:55
Сăн ÿкерчĕк

И. А. Патмар çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле 1967 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче эпĕ хамăн кун кĕнекине çакăн пек йĕркесем çырса хунă: “Трак çĕрĕ çине пуçласа ура ярса пуснăранпа пĕр эрне хыçа тăрса юлнине сисмерĕм те темелле. “Ял пурнăçĕ” хаçатра ĕçлеме хăнăхса пынă май, кулленех çĕнĕ тус-юлташсемпе паллашатăп. Ĕнер сăвă çырас енĕпе самаях ăнăçлă утăмсем тума ĕлкĕрнĕ, хăй те хаçат редакторĕн йывăр лавне туртса пиçĕхнĕ Лука Семенов кĕрсе тухрĕ редакцине. Паян вара Яманак чăвашĕ Иван Патмар манăн ĕç пỹлĕмĕнче чылайччен ларчĕ. Калаçу вăхăтĕнче унпа таçта та çитсе тухрăмăр, анчах сăмах-юмах юлашкинчен халăхăн ăс-тăн пуянлăхне палăртса тăракан фольклор теми тĕлĕнче “чарăнчĕ”. “Ку темăна тепĕр тĕлпулура иксĕмĕр малалла тăсăпăр, — терĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм, салтакла яшт! тỹрленсе тăрса, манпа сывпуллашса, сылтăм аллине тăсса панă май. — Тĕл пулсах тăрăпăр, эпĕ район канашĕн ĕçтăвкомĕ çумĕнчи граждан оборонин пуçлăхĕнче ĕçлетĕп. Пушансанах, пĕр-пĕринпе тĕл пулма васкăпăр...” Иван Анисимович сăмаха çилпе вĕçтерсе яракан чăваш пулмарĕ. Хам “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче тăрăшнă 5 çул хушшинче эпĕ унпа кашни кун тенĕ пекех тĕл пулса тăнă. Вăл, Яманак тăрăхĕнчи ялкорсен посчĕн ертỹçи пулнă май, “Красное Сормово” колхоз ĕçченĕсем тăвакан ỹсĕм-çитĕнỹ çинчен вулакансене пуçаруллăн пĕлтерсе тăрассине тĕпе хуратчĕ. Редакци ирттерекен канашлусене хастар хутшăнатчĕ. Пичет ĕçне кỹлĕнекен яш-кĕрĕмшĕн унăн усăллă сĕнĕвĕ-канашĕсем питех те вырăнлăччĕ. Хама та “Патмар шкулĕнчен” ăс-тăн пухса тухнă хаçатçă тесе шутлатăп çак таранчченех. Вăл мана, тăван ывăлĕ вырăнне хурса, чун-чĕререн хисеплетчĕ, хаçат çыннин йывăр та пархатарлă ĕçне пысăк юрату туйăмĕпе пурнăçласа пыма кирли çинчен астутарсах тăратчĕ. Пытармасăр калас-тăк, эпĕ Иван Патмара хăйĕнпе паллашичченех лайăх пĕлнĕ-иç! Республикăра тухса тăракан хаçат-журналта хушăран вăл пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек тăрăшса пуçтарнă фольклор япалисем кун çути куратчĕç, Чăваш АССР Министрĕсен Канашĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институчĕ (халĕ - гуманитари институчĕ) кăларакан ятарлă кĕнекесенче самаях сумлă хайлавсемпе савăнтаратчĕ Иван Анисимов. Пĕтĕмлетсе каласан, Яманак чăвашĕ ку енĕпе шыравçă та, тупуçă та, тĕпчевçĕ те, сăнавçă та, пĕлỹçĕ те, таврапĕлỹçĕ те, такмакçă та, сăвăç та, музăкçă та... пулнă, хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе ентешĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Паллах, çав çулсенче эпĕ унăн вышкайсăр иксĕлми ăсталăхĕпе çăлкуç таппиллĕ ĕçченлĕхне паянхи куçпа пăхса хакламалăх “пиçсе çитеймен” пулнă çав. Паян вара хăюллăнах тата шанчăклăнах çапла çырма хăю çитеретĕп: Иван Патмар чăвашлăхшăн кăкăрпа тăнă Иван Юркинпа, Николай Никольскипе, Григорий Тимофеевпа, Гурий Комиссаровпа, Федор Павловпа тата вуншар-вуншар “çăлтăрпа” юнашар тăма, вĕсен чыс-сумне пĕрле пайлама тивĕçлĕ çын, чăн-чăн Улăп! Вăл хăйĕн çичĕ теçетке çула та тăсăлайман ĕмĕрĕнче тăван халăх валли ĕмĕрлĕх пуçтарса хăварма ĕлкĕрнĕ пĕтĕм пуянлăхне пĕр çĕре купаласа хурас пулсан, каçса пĕтейми сăрт-ту ỹссе ларĕччĕ. Мĕн кăна çук çав пурлăх-пуянлăхăн тĕпсĕр çỹпçинче: йышлă юмах-халап, сăвă-юрă, такмак, эрешлĕ сăмах çаврăнăшĕ, çунатлă каларăш... “Нивушлĕ пĕр çынах тунă-ши çак ĕçе” тесе те тĕлĕнес килет. Ара, ырă вулаканăмăрсем, пуç тавра “çиччĕ виçсе, пĕрре касса” лайăх шухăшласа пăхăр-ха: хăш вăхăтра пуçтарса, пĕр çĕре, ампар тетрачĕсене çырса хума ĕлкĕрнĕ вĕсене Иван Анисимович! Унăн пухмачĕнче, тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, 150 пине яхăн юрă çаври, 50 пин ытла авалхи ваттисен сăмахĕ, халăх йăли-йĕркисене çырса кăтартни, çутçанталăка сăнани... Шучĕ те çук вĕсен. “Эх, çаксене кĕнекелесе кăларса халăха каялла тавăрса парасчĕ те, — ыррăн ĕмĕтленетчĕ хăй пурăннă чухне Иван Анисимович. — Шел, хам ĕлкĕрейместĕп пуль çакна тума. Сисетĕп: сывлăхăм хавшаса пыма тытăнчĕ. Тата Шупашкарта, яваплă вырăнта ларакансем хушшинче ĕçĕме тивĕçлипе хак паракансем çукки те “ура хурать” мар-и?” Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнă хыççăн Иван Патмарăн ырă та çунатлă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕчĕç. Хăй аллипе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тирпейлĕн пуçтарнă, çав тупрана шăрçан-шăрçан çырса хунă алçырăвĕсене фольклорçăн маттур ывăлĕ — Эдисон Патмар “чун кĕртекенĕ” пулчĕ. Калама çук пархатарлă ĕç тунăшăн вăл чăваш халăхĕ умĕнче ахах-мерченĕн çиçĕнекен тава тивĕçлĕ. Енчен те çапла туман пулсан, ашшĕн ĕçĕ-хĕлĕ Яманакри ампарта упранакан пиншер страницăллă алçырăвĕсенче мĕн паянхи кунчченех тусан пуçтарса выртатчĕ ĕнтĕ. Эдисон Патмар редакцилесе кăларнă ашшĕ ĕçĕсем манăн килти вулавăшра та пур. Чылайăшне ывăлĕ халал сăмахĕсем çырсах парнеленĕ. Тăтăш тенĕ пекех алла тытатăп вĕсене, киленсе те хавхаланса, тĕлĕнсе те савăнса, хăпартланса та пăлханса вулатăп нимĕнле хакпа та виçме çук çав пуянлăха, ăна тăван халăх патне çитерессишĕн вăй-халне те, укçи-тенкине те шеллесе тăман Эдисон Ивановича шурă пуçăма çĕре çитичченех тайса сăпайлăн та сăваплăн тав тăватăп. Иван Патмар кĕнекисене алла илнĕ-илменех манăн асăмра сĕткенлĕ Трак тăрăхĕнче, Шетмĕпе Çавал хутлăхĕнче вырнаçнă Яманак ялĕнче çуралса ỹснĕ, пĕрлешỹллĕ хуçалăха йĕркелекенсен малтанхи йышĕнче тăнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса орден-медале тивĕçнĕ, мирлĕ пурнăçа таврăнсан, вăрçă юхăнтарнă халăх хуçалăхне тĕреклетессишĕн ырми-канми вăй хунă хушăрах чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк ĕç тунă Улăпла çын сăнарĕ чĕрĕлсе тăрать. Шăпа унпа тĕл пултарса паллаштарнăшăн, унпа туслă çыхăнусем йĕркелеме пулăшнăшăн Çỹлти Хуçана кĕл тăватăп. Эпĕ — телейлĕрен те телейлĕ çын: манăн çывăх тус-юлташăмсем хушшинче чи малти ретре тăраканни вăл — Иван Патмар. “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнчен Йĕпреçе куçса килсен те, Патмарпа çыхăну тытсах тăнă эпĕ. Вăл çуралнăранпа 65 çул тултарсан, унăн ĕç-хĕлĕ çинчен “Çĕнтерỹшĕн” хаçатра статья çырса кăларнăччĕ. Çакăн хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, Иван Анисимовичран çыру илнĕччĕ. “Тимĕрçĕ, сунтална чăнклаттарса шаккасах тăр. Таврана хĕм сирпĕнтĕр. Иван Патмар пурăнать-ха. Пĕр юбилей хыççăн теприне уявлас, кĕреке пуçтарас тĕллевлĕ. Тен, сывлăхăм çирĕпленсен, Йĕпреç тăрăхне те пырса кайăп. Ун чухне çĕр çывăрмасăрах шăкăл-шăкăл калаçса ларăпăр”, — тесе çырнăччĕ вăл. Иван Патмар килсе кураймарĕ Йĕпреç тăрăхне. Ашшĕн пил-халалне самантлăха та чун-чĕререн кăларман Эдисон ывăлĕ вара вăрманлă-юханшывлă тăрăха тăтăшах килсе çỹрет. Пуш алăпа мар. Унăн чăматанĕ яланах тулли: Чăваш çĕршывĕнчи тĕрлĕ издательствăра ашшĕн ăмăртмалла тенĕ пек пичетленсе тухакан кĕнекисене халăх хушшине сарма хастаррăн та пуçаруллăн хутшăнать вăл. Иван Патмар хăйĕн 100 çулхи юбилейне тăван халăхпа, юратнă вулакансемпе пĕрле “кĕтсе илет”. 

Г.Кузнецов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 409 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz