Эрĕнпур хулин центрĕнче “Наци ялĕ” музей-парк уçас шухăша Алексей Чернышев кĕпĕрнаттăр 2004 çулта пĕлтернĕ. Çавна май “Наци ялĕ” культура комплексĕ тăвасси” хушу çирĕплетнĕ. Халăх шутне тĕпе хурса ку ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакан вунă наци пĕрлешĕвне палăртнă. Каланă - тунă. Акă паянхи кун тĕлне 10 “урамлă” тĕлĕнмелле ял ÿссе ларнă. Юрий Гагарин ячĕллĕ паркра вырнаçнă вăл.
2007 çулта украин‚ казах‚ пушкăрт килĕсем уçăлнă ятпа чаплă мероприятисем ирттернĕ. Сăмах май каласан‚ пирĕн республикăран унта ПР Президенчĕ М. Г. Рахимов тата ытти официаллă çынсем‚ артистсем хутшăннă. Уяв хăнисене пушкăрт апат-çимĕçĕпе сăйланă‚ юрă-ташăпа савăнтарнă. Тепĕр çултан ялта мăкшăпа белорус‚ нимĕçпе вырăс чĕлхисем “янăрама” пуçланă. Çаплах тутарсемпе армянсен çурчĕсем хута кайнă. Кашни центрта наци апат çимĕçĕпе хăналакан ресторан‚ библиотека тата этнографи музейĕ ĕçлеççĕ. Авăн уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче Эрĕнпур облаçĕнче пурăнакан 17 пин чăваш та “кил-çуртлă” пулнă. Çак паллă пулăма кĕтсе илме Чăваш Республикинчен пысăк делегаци килнĕ. Ăна ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров ертсе пынă. Мероприяти А. Чернышев кĕпĕрнаттăрпа Н.Федоров Президент экономикăпа культура тĕлĕшĕнчен хутшăнса ĕçлесси пирки икĕ еншĕн те усăллă килĕшÿ çине алă пуснинчен пуçланнă. Ун хыççăн савăнăçлă лару-тăрура “Чăваш кил-çурчĕ” историпе этнографи комплексне уçнă. Чăвашсен “урамĕнче” хресчен пÿрчĕ‚ лаç (летняя кухня)‚ лаша вити‚ ресторан пур (кашниех уйрăм çуртра вырнаçнă). Хресчен пÿртĕнче халăх пурнăçĕпе паллаштаракан историпе-этнографи музейне йĕркеленĕ. Стенасене К. В. Иванов поэтăн‚ А. Г. Николаев космонавтăн‚ В. В. Николаев академикăн‚ граждан вăрçин геройĕн В. И. Чапаевăн портречĕсем илемлетеççĕ. Малашне кунта Эрĕнпурпа çыхăннă паллă чăвашсен сăнĕсем те вырăн тупĕç. Уява Пушкăртстанран Канаш Ĕçтăвкомĕн председателĕ В. А. Сидоров‚ Чăваш халăх академийĕн Урал çумĕнчи филиалĕн ертÿçи И. Г. Тарасов‚ Мелевĕс хулипе районĕн чăваш культура пĕрлĕхĕн ертÿçи С.А. Ямщиков хутшăннă. Чăваш çуртне вĕсем ПР чăвашĕсен Канаш Ĕçтăвкомĕн‚ П. М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн‚ В. В. Николаев академикăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан кĕнекесем‚ DVD-плеер‚ дисксем парнеленĕ. Уяв мероприятийĕсем вăхăтĕнче пирĕн делегаци Эрĕнпур чăвашĕсен наципе культура автономийĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсен хушшинче Пушкăртстан чăвашĕсем те пур. Пирĕн ентешсенчен пĕри - асăннă пĕрлĕх ертÿçи П. И. Семенов. Петр Ильич Зианчур районĕнче çуралса ÿснĕ‚ Эрĕнпурти металлоконструкци завочĕн директорĕ пулса ĕçлет. В. КИРИЛЛОВ. Ĕпхÿ - Эрĕнпур. Сăн ÿкерчĕкре: чăваш çурчĕ.