Отпуск хĕллехи уйăха лекнĕрен санаторие каяс терĕм. Хĕр туссем те каччăсемпе паллаштарса йăлăхтарчĕç. Канăвăн пĕрремĕш кунĕнчех ачаллă пĕр арçынпа апатланма тиврĕ. Калаçăва йĕркелеме пултаракан Игорь кăмăла кайрĕ. Шкула çÿремен ывăлĕ пĕлÿ шайĕпе тĕлĕнтерчĕ. Вĕсемпе хаваслăн сăмахланăран вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Отпуска усăллă ирттермешкĕн кăнтăрла тĕрлĕ экскурсие çырăнтăм, каçсерен бассейна, мунчана кайма палăртрăм. Çавăнпа Игорь массажа йыхравласан килĕшмерĕм. Канăва çак арçын пăсасса пĕлнĕ пулсан... Хама ирĕклĕ туйнăран пуринпе те хаваслăн калаçрăм, арçынсем çаврăнса пăхнине асăрхасан кăмăл тата çĕкленчĕ. Çемьере кĕçĕнни пулнăран мана кил картишĕнчи ĕçсене явăçтармастчĕç. Ирсерен тăраниччен çывăраттăм, тулли сĕтел хушшине лараттăм. Атте-анне мана ватлăхра çуратнă. Çавăнпа эпĕ ыйтнине йăлт пурнăçлатчĕç. Анне аппасенчен юлнă çĕтĕк кĕпе-йĕме сапласа аппаланмастчĕ, çĕннине туянса паратчĕ. Апла пулин те иртĕхсе ÿсмерĕм. Шкулта тăрăшса вĕрентĕм, ыттисенчен юлмарăм. Вун пĕрмĕш класс пĕтериччен ташă каçĕсене тухса курмарăм, каччăсемпе паллашмарăм. Института вĕренме кĕрсен çĕнĕ туссем тупрăм. Яшсемпе çăмăллăнах сăмахлаттăм, анчах вĕсене яхăнне те ямастăм. Аппасемпе пиччесем çемьеленсе ача-пăчаллă пулсан ман çине тăрăнчĕç. Кашниех çамрăк пĕлĕшĕсемпе паллаштарасшăнччĕ. Ватă хĕре юласран хăрарĕç-ши? Диплом илсен те яшсемпе туслашма васкамарăм-ха. Вулавăша ĕçе вырнаçрăм. Хĕр тантăшсем качча тухма тытăнчĕç. Эпĕ, кĕнеке тĕнчине путнăскер, вĕсен телейне курса савăнтăм. Анчах упăшкаллă пулнăскерсем евчĕ сăнарне калăплама пуçларĕç. Мана хусахсемпе паллаштарма тытăнчĕç. Вĕсен хушшинче сарри те, хури те, пыл хурчĕ пек ырми-канми ĕçлекенни те, кахалли те пурччĕ. Пĕрине те чунран саваймарăм. - Упăшкан икĕ сыпăкри шăллĕ шăп та лăп сан валли. Сăнĕпе чипер, кĕлетки тĕреклĕ, кĕнекесемшĕн каçăхса каять. Пысăк должноçра ĕçлекенскерĕн хваттерĕ те, автомашини те пур. Санăн унпа паллашмаллах. Паян вăл кафере пĕччен апатланать... - пĕр чарăнми пакăлтатрĕ Ксюша. Вăл мана çĕр çинчи мĕн пур хусахпа тĕл пултарасшăн пек туйăнать. - Юрать, каятăп, - шантартăм хĕре. Унтан хăтăлассишĕнех çапла каларăм. Пуçĕпех ĕçе путнăран тĕл пулу пирки мантăм. Çĕнĕ кĕнекесене электрон базăна кĕртрĕм, çÿлĕксене вырнаçтартăм. Кăсăкланăва сиреймесĕр пĕрине вуласа тухрăм. Асамлă тĕнчепе паллашнă вăхăтра вулавăшран инçех мар вырнаçнă кафере пилĕк сехете яхăн мана пулас савнийĕм кĕтсе ларнă... Ксюша тепĕр кунхинех шăнкăравларĕ. - Мăн кăмăллантăн иккен! Çынна та хисеплеместĕн! Эпĕ ăна аран ÿкĕте кĕртрĕм вĕт! Эсĕ библиотекăран та тухаймастăн! - терĕ те тусăм трубкăна хучĕ. Камăн кама кÿренмелле-ха? Эпĕ никама та упăшка тупса пама ыйтман вĕт. Вĕсем пур пĕр лăпланмаççĕ: качча парасшăн çунаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн пай ертÿçи хăйĕн пÿлĕмне чĕнсе илчĕ. - Ирина, эсĕ пĕччен çын, ача-пăчасăр, ирĕклĕ, - пуçларĕ калаçăва хĕрарăм. - Юрĕ, сăмаха тÿррĕн калăп. Эсĕ черетлĕ отпуска çулла каясшăн çырса панă. Ан çиллен, анчах санăн кăрлач уйăхĕнче канма тивĕ. Паллах, пуçлăх пÿлĕмĕнчен кăмăлсăр тухрăм. Ĕçтешĕм мĕн пулнине пĕлсен канăва сывлăхшăн усăллă ирттерме сĕнчĕ, санаторисем пирки каласа пачĕ. Эпĕ унăн канашĕпе усă куртăм, агентствăна шăнкăравласа путевка туянассине пĕлтертĕм. Çулталăкăн малтанхи кунĕсенче япаласене пуçтартăм та Атăл леш енне çитрĕм. Парк тăрăх уçăлса çÿренĕ май йывăçсене сăнарăм, кайăк-кĕшĕке çăкăр тĕпренчĕкĕсем ывăтса патăм. Ăнсăртран такам ятăма асăннăран çаврăнса пăхрăм - Игорьпе Ваня тăраççĕ. Арçын ача пулмасан чарăнмасăр малалла утăттăм. Ваня чупса пычĕ те шап-шурă кăвакарчăна тытрĕ. Кайăка аллипе ачашларĕ те мана пачĕ. Унтан тепĕр кăвакарчăна тытрĕ. - Атте, сирĕн вĕсене пĕр вăхăтра вĕçтермелле. Эпĕ çапла тунине кинофильмра курнăччĕ, - терĕ. Эпĕ аванмарлантăм, хирĕçлерĕм. Игорь мана куç хĕсрĕ. - Пĕрре, иккĕ, виççĕ, - шутларĕ арçын. Шурă кăвакарчăнсем çунаттисене сарса çÿлелле вĕçсе хăпарчĕç. Игорь манăн шухăшсене пĕлнĕ тейĕн. - Çынсем те çавăн пек ирĕклĕ пулсанччĕ. Столовăйĕнче пĕрле апатланнă хыççăн çĕнĕ пĕлĕшĕмсем библиотекăна йыхравларĕç. Килĕшрĕм. Вăхăт иртнĕ май Игорь эпĕ чылай хайлавăн содержанине пĕлнинчен тĕлĕнчĕ. Ваня юмахсен кĕнекине суйларĕ. - Мана каçсерен вуласа парăн-и? - ыйтрĕ вăл. Эпĕ каллех аванмарлантăм, çапах килĕшрĕм. Вĕсенчен хăтăлас тĕллевпе сăлтав тупса хамăн пÿлĕме васкарăм. Тепĕр кунхине пĕлĕшсен умне лекес мар тесе иртерех тăрса тухрăм, бассейна кайрăм. Каçхине столовăйĕнче каллех вĕсемпе юнашар ларма тиврĕ. Ваня чей патне кайнă вăхăтпа усă курса Игорь манăн алла тытрĕ. - Ирина, эсир пирĕнтен тарса çÿренĕн туйăнать. Ывăлăм амăшĕн ăшшине, юратăвне туймасăрах ÿсет. Эпĕ пĕччен пулнинче вăл хăйне айăплать. Тархасшăн, пире ан сивлĕр, - терĕ вăл. Арçын сăмахĕсем пуçа анратрĕç: ачана шеллесе юлмалла-и е тăрса утмалла-и? Ăнсăртран телефон шăнкăртатрĕ. Трубкăна илтĕм те сĕтел хушшинчен тăтăм. Апатланмăша таврăнмарăм. Пÿлĕме кĕрсе шăплăхра лартăм. Игорь хистевлĕн калаçни мана пачах килĕшмерĕ. Хĕрсемпе хăйсене çапла тыткаланине пачах ырламастăп. Вĕсен куç тĕлне пуласран эрне вĕçне пÿлĕмрен тухмасăр ирттертĕм. Виççĕмĕш кунхине алăкран хăюсăррăн шаккарĕç. Ăна уçрăм та шалт! тĕлĕнтĕм. Ваня пысăк чечек çыххипе тăрать. Арçын ачан йăлăнакан куçне курсан шала иртме чĕнтĕм. - Ку сирĕн валли, - терĕ хайхискер. Ним чĕнмесĕр тăтăм. - Аттерен ан тĕлĕнĕр. Анне тухса кайнă хыççăн вăл вăйне шеллемесĕр ĕçлерĕ. Сире кÿрентересшĕн пулман вăл... Игорь ним айăпсăр ачапа усă курни тарăхтарчĕ. Ваньăна итлесе пĕтермесĕр коридора тухрăм. Инçе каймалла пулмарĕ - арçын алăк умĕнчех тăрать. - Эсир мана тăмсай тетĕр-и? Йăлăхтартăр. Эпĕ кунта ăçтиçуксемпе паллашма мар, канма килтĕм! - сăмахсем витĕмлĕ пулччăр тесе пĕчĕк сĕтел çинчи вазăна илсе ывăтрăм. Шăв-шава илтсе кÿршĕсем тухрĕç. Арçын ăнланмасăр тăчĕ. Пÿлĕмрен тухнă Ваня унăн аллине тытрĕ. - Каçар мана. Эпĕ сана савăнтарасшăнччĕ, - терĕ те арçын ача Игоре çавăтса тухса кайрĕ. Ирхине япаласене пуçтартăм та тухса кайрăм. Автобусра пулса иртни пирки шухăшларăм. Тарса тĕрĕсех турăм-ши? Игорьпе Ваня чĕрере йĕр хăварчĕç. Вĕсемпе тĕл пулса сăмахласан чуна кантарассăн туйăнчĕ. Анчах вĕсен адресне те, телефон номерне те пĕлместĕм. Отпуск вĕçленессине кĕтмесĕрех ĕçе тухрăм, каçсерен хваттерте питĕрĕнсе лартăм. Вулавăша пĕррехинче чĕвĕл-чĕвĕл саслă Ксюша çитрĕ. - Мĕнле пурăнатăн, тусăм? Темшĕн эсĕ питĕ хурлăхлă курăнатăн. Тепĕр вунă минутран санăн апат вăхăчĕ çитет, кафене кайăпăр. Хирĕçленине йышăнмастăп, - пакăлтатрĕ тусăм. Чей ĕçнĕ вăхăтра ăна санаторире мĕн пулса иртнине каласа кăтартрăм. - Килĕшмен пулсан эсĕ Игорьпе малтанах сăмах хушса калаçмăттăн. Халĕ пăшăрханса ларатăн. Çитĕнсе çитнĕ пулин те хăвăра пĕчĕк ачасем пек тытатăр. Ултă çулти шăпăрлан сирĕнтен ытларах пĕлет, - пуçне сулкаларĕ Ксюша. Унтан сылтăмри сĕтел енне пÿрнипе тĕллерĕ. Эпĕ хаçатпа хупланнă çынна асăрхаман та. - Никама та палламастăн-и? - ыйтрĕ хĕр. Арçын хаçата хучĕ. Игорь! Çак вăхăтра пукан çинчен тăрса ун патне ыткăнас килчĕ, анчах ура вăйĕ пĕтрĕ. Ăна алă сулса саламлама çеç пултартăм. Вăл юнашар пырса тăчĕ те сĕтел çине хутран ăсталанă шурă кăвакарчăн хучĕ. - Каçар, пирĕн калаçмалли пур пек туйăнать, - терĕ. Ксюша иксĕмĕре хăварчĕ. Калас тенĕ сăмахсем çĕтрĕç. Вунă минут куçран тинкерсе ларнă хыççăн каферен çавтăнса тухрăмăр. Çĕнĕ çулччен Ксюша мана Игорьпе паллаштарасшăн пулнă. Эпĕ тĕл пулăва килменни иккĕшне те пăшăрхантарнă. Тусăм эпĕ отпуска ăçта ирттерме палăртнине ыйтса пĕлнĕ те тăванĕсене çав санаторие вырнаçтарнă. Игорь мана пиччĕшĕн ывăлĕпе Ваньăпа усă курса тĕрĕсленĕ. Çакăншăн ăна кÿренместĕп. Шăпа пÿрнипе ăнсăртран паллашрăм. Туйăм юрату романĕсенчи пек çуралмарĕ пулин те унăн çирĕплĕхĕнче иккĕленместĕп.
Ирина Александрова. Шупашкар хули.
Çыпăçтарнисем: |