Кĕнекен тулли ячĕ - "Телей çăлтăрĕ - гимнази директорĕ". Автор унта Трак чăваш-нимĕç гимнази директорĕн Г.И.Юлмасовăн ĕçĕ-хĕлне, 55 çулхи кун-çулне, çемйин аталанăвне тата унăн пурнăçри çитĕнĕвĕсене çутатса панă. Кĕнеке 50 экземплярпа "Çĕнĕ вăхăт" типографире пичетленсе тухнă. Калăпăшĕ - 24 страница. Кĕнеке ум сăмахне автор хăех çырнă. Унта çапла каланă:
«Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та, ниепле майпа та хама икӗ «пиллӗклӗ» хӗрарйм тесе калама пултараймастйп. Йӑлтӑртатакан
кăвак куҫ, ӗҫ шухӑшлă сăн-пит, пурнăҫ
йӗрӗсем вуҫех те ҫук. Таҫти никам пурӑнман утравра пурӑнатӑп тейӗн. Тёкӗр ҫине пӑхатӑп та, хама телейсӗр
теес килмест. Юратнӑ мйшӑр mama икӗ улăп
ывӑл пур. Вӗсене эпӗ юрататӑп. Вӗсем
те мана
алӑра йăтса ҫӳреҫҫӗ. Тӗкӗр ҫине пйхатӑп та миме витӗр шкул
ҫуртне куратӑп. Таса ma ҫутӑ классем, тӗлӗнмелле пултаруллӑ ӗҫтешсем, нумай-нумай ҫунатлӑ ачасем...» Красноармейски
район энциклопеди кӗнекинчен (автор ӑнлантарӑвӗпе): «Юлмасова Галина Илларионовна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче
ҫуралнӑ. 2010 ҫулта 55 ҫул тултарать. Янкас шкулне 1970 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1972 ҫулта вӑтам пӗлӳ пӗтерни ҫинчен Красноармейски
шкулӗнче аттестат илет. Нимӗҫ тата француз чӗлхисене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче
вӗренет, 1979 ҫулта ăна алла диплом илсе ҫирӗплетет.
1979-1980
ҫулта Кивӗ Мӗлӗшри, 1980-1984 ҫулсенче Кӳстӳмӗрти вӑтам пӗлӳ паракан шкулсенче ачасене
нимӗҫ чӗлхине вӗрентет. Ҫак шкулсем Вӑрнар районӗнче вырнаҫнӑ. 1984 ҫулта пурнӑҫ сакки Галина Илларионовнӑна газ енӗпе ӗҫлеме хӑвалать. Анчах та пупас
вӗренӳ ҫӑлтӑрӗ пуян хуҫалӑха тиркесе 1985 ҫулта каллех
вӗренӳ тытӑмне таврӑнать, 1994 ҫулччен Красноармейски
район вӗренӳ пайӗнче методика кабинечӗн ертӳҫи пулса ӗҫлет. 1994-2000 ҫулсенче Трак нимӗҫ-чӑваш
гимназийӗнче директор ҫумӗ, 2001 ҫултанпа гимнази директорĕ».
«Эпӗ пахча тулӑх чухне ҫуралнӑ.
Тухатӑп та анкартине - виҫ-тӑват
кас сухан, хӗрлӗ помидорлӑ йӑрансем, хӑярӗ, ыхра, паллах, иккӗмӗш ҫӑкӑр -
ҫӗр улми... Чечексене питӗ юрататӑп. Ҫак пуянлӑх
ҫине пӑхатӑп та шухӑ-ша каятӑп: ҫуркунне акман-лартман
пулсан, ҫӑвӗпе шӑвармарӑн тӑк, ҫум-курӑкран тасатмарӑн - куҫа мӗн илӗртӗччӗ-ши? Ӗҫлемен ҫынсене вуҫех те
ӑнланмастӑп. Ман шутпа - ӗҫсӗр ҫын вӑл пушӑ мӑйӑр. Мӗнле ӗҫлемесӗр пурӑнма пулать?
Ӑнланмастӑп.»
Çыпăçтарнисем: |