Вырсарникун, юпан 24-мĕшĕнче, Шупашкарти кӳлмек хĕрринче ларакан «Кивĕ тӳрем» («Старая площадь») кафере Чăваш Республики патшалăх суверенитечĕ пирки калакан декларацине йышăннăранпа 20 çул çитнине палăртса савăнăçлă каç ирттерчĕç. Пухăва Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен ассамблейин председателĕ Н. Лукианов, çамрăксен «Сăвар» пĕрлешĕвĕш элтепĕрĕ О. Цыпленков, ЧНК представителĕ В.Абрамов, ЧНК ваттисен канашĕн ертӳçи А. Кипеч, тĕнчере паллă ӳнерçĕ Праски Витти, çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕн представителĕсем тата ыттисем пулчĕç. Раççейĕн ытти регионĕсенчи тата чикĕ леш енчи хăнасем те пухăва пынăччĕ. Мероприятие пухăннисем иртнине аса илчĕç — республика суверинитечĕн малтанхи çулĕченчи лару-тăрăва, пĕрремĕш утăмсене. Хальхи вăхăтра пулса иртекен пулăмсем пирки те асăнмасăр хăвармарĕç. Калаçусем хыççăн «Шуçăм» ансамбль пухăва пуçтарăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ — ярăсем юрларĕç, ташларĕç те. Чăваш Республики патшалăх суверенитечĕ пирки калакан декларацине 20 çул каялла, 1990 çулхи юпан 24-мĕшĕнче, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕ йышăннă.
Çыпăçтарнисем: |