Шăматкун, 21.12.2024, 10:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 22 » ÇУР ĔМĔР - ЮРĂ-КĔВĔН АСАМЛĂ ТĔНЧИНЧЕ
ÇУР ĔМĔР - ЮРĂ-КĔВĔН АСАМЛĂ ТĔНЧИНЧЕ
22:37
Сăн ÿкерчĕк
21.09.2009 
"Хыпар" 

Елена АТАМАНОВА 

ПĔЧĔКРЕН юрра-кĕвве кăмăллаттăм. Анне питĕ уçă саслăччĕ, юрлама юрататчĕ. Асатте те ăста кĕслеçĕ пулнă. Пилĕк çултах Гена пиччен балалайкипе калама хăнăхрăм. Вăл хут купăс туянни халĕ те асра. Епле ăмсаннăччĕ ăна. Мана тыттарасшăн марччĕ купăсне, пытарса хăваратчĕ, пур пĕрех шыраса тупса вăл сисиччен алла илеттĕм. Çапла хам тĕллĕнех, никам вĕрентмесĕрех выляма хăнăхрăм, - каласа кăтартать Красноармейски тăрăхĕнчи Кушкăра пурăнакан Илья Романович Степанов композитор.

Колхоз сачĕ витĕр выртакан сукмак илсе çитерчĕ вĕсем патне. Пĕр ретлĕ пĕчĕк урам сăрт айккипе ларса тухнă. Йĕри-тавра ем-ешĕл, умĕнче пысăк-пысăк çырма. Илья Романович çыран айккине йывăç лартса кил умне пĕчĕк пахча çавăрнă. Ял варринчи аслă çултан аякра, улах вырăнта пурăнаççĕ вĕсем. Чÿречерен тинкерсен те Кушкă çыннисен çурчĕсем мар, сип-симĕс курăклă улăх, çырма, уй-хир кăна курăнать. Пĕр кил урлă - колхоз сачĕ. Чăн-чăн ырлăх, мĕнешкел илем! Хам ăшра шухăшласа утатăп: кунашкал çăтмахра юрă-кĕвĕ çырмасăр епле чунĕ чăттăр ĕнтĕ!

1000 ытла юрă авторĕ

- Пÿртĕн икĕ чÿречи те урамалла тинкеретчĕ. Мĕн пĕчĕкренех кантăкран пăхса тавралăха сăнама, ун илемĕпе киленме юрататтăм. Килте пĕчченех ларса юлнăскер анне юрланă юрăсене ĕнĕрлеттĕм, кăранташпа тетрадь илсе ÿкереттĕм, - ача чухнехине аса илет Илья Романович.

И.Степанов композитора Шетмĕ тăрăхĕнче ырăпа асăнаççĕ. Ăна аслисем те, çамрăксем те лайăх пĕлеççĕ. Кушкă, Карай, Пикшик, Ямайкасси, Шупуç, Мăн Шетмĕ шкулĕсенче шăпăрлансене юрă-кĕвĕн асамлă тĕнчипе паллаштарнă вăл. Ача-пăча шухăш-туйăмне, вĕсен кăмăлне, чун-чĕрине уçса паракан юрăсем кирлине аван ăнланнă. Илемлĕхе туйма, ырă кăмăллă пулма вĕренччĕр тесе тăрăшнă. Пĕр вăхăт Мăн Шетмĕ ялĕн садикĕнче те ĕçленĕ, “Хĕвелĕм” ансамбль йĕркеленĕ. Ачасем валли кăна 500 юрă хайланă Илья Романович. Вĕсене пухса хатĕрленĕ ĕнтĕ, халĕ кĕнеке кăларас шухăшпа пурăнать.

Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор творчествăн пархатарлă çулĕпе сулмаклăн утма тытăнни нумай пулмасть 50 çул çитнĕ. Пĕтĕмпе 1000 ытла юрă çырнă вăл. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри “Шетмĕ кĕввисем” /1991 ç./ кĕнекере пичетленнĕ, нумайăшĕ Чăваш радио фонотекинче упранать. Илья Романович кĕвĕленĕ паллăрах юрăсем, халăх уйрăмах юратаканнисем çаксем: “Шăнкăрав курăкĕ”, “Çул юхать, юхать”, “Юрату сăмахĕ”, “Тавтапуç сана, учитель”, “Кĕтетĕп”, “Сана курсан”, “Пирвайхи юрату”, “Хурланса юрлаç пуль хурăнсем”, “Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче”, “Çавра сĕтел хушшинче”, “Атте килĕ”. Вĕсене В.Раймов, Л.Васильева, О.Терентьева, Р.Грачева, С.Бубнова тата ытти паллă юрăç шăрантарать.

- Юрă çырмашкăн нихăçан та ятарласа сĕтел хушшине кĕрсе лармастăп. Вĕсем çул çинче, кĕтÿ кĕтнĕ чухне пуçа пырса кĕреççĕ. Сăввине вара яланах çумра чиксе çÿретĕп. Колхоз садĕнче çеç мĕн чухлĕ кĕвĕ çуралман-ши! - тет И.Степанов.

Çавалпа Шетмĕ çĕрĕнче,

Эпир пурнатпăр савăнса.

Тăван чăваш çĕршывĕнче

Тăвансемпе телей курса...

Красноармейски район Гимнĕн сăввинчен илнĕ çак йĕркесене. Ăна Тракра пурăнакан ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Антонов çырнă. Кĕвви вара И.Степановăн. Красноармейски райадминистраци пуçлăхĕ С.Николаев ăна çакăншăн Тав çырăвĕпе чысланă. Районта тĕрлĕ уява, мероприятие яланах вăл кĕвĕленĕ Гимнпа пуçлаççĕ.

Уйрăлăва пула çуралнă юрă

Тыткăна илекен “Шăнкăрав курăкĕ” юрă мĕн чухлĕ çамрăка йĕртмен-ши? Ăна илтмен çын çук та пулĕ. Сăмахĕсем те, кĕвви те ытла чуна пырса тивет çав: хурлăхлă та тунсăхлă. Ахальтен çуралман çак юрă. Каччă чухне Илле юлташĕсемпе пĕрле Яманак ялне çуралнă куна кайнă. Купăсне те хăйĕнчен хăварман: çамрăксене юрлаттарнă, ташлаттарнă. Çакăнта Маруç ятлă хĕрпе паллашнă. Пĕрре курсах килĕштернĕ ăна. Кашни каçах Яманакри чун çунтармăшĕ патне утнă. Турри икĕ çамрăка пĕрле пулма çырман темелле-ши? Каччăпа хĕр уйрăлса каяççĕ. Маруç урăххипе çемье çавăрать. Чĕрине çунтармаллипех çунтарнă пуль çав кÿршĕ ял пики. Кулянать, хăй вырăнне тупаймасть каччă. Юрă çырса чунне лăплантарма шухăшлать. Чун ыратăвне В.Пехиле каласа кăтартать, сăвă шăрçалама ыйтать. Çапла майпа “Шăнкăрав курăкĕ” çуралать. 

- Маруçпа пĕрлешнĕ пулсан юрă та хывăнмастчĕ, - кулать Илья Романович.

 Пĕрремĕш утăмсем

Нота çырулăхне çителĕклĕ пĕлменни Илле умне пысăк чăрмавсем кăларса тăратнă. Тăван мар пиччĕшĕ М.Ильин /учитель, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор/ пулăшнипе вăл музыка грамотине çăмăллăнах алла илнĕ. Нумай вăхăт кирлĕ пулман ăна, нотăсем тăрăх хăй тĕллĕн юрлама вĕреннĕ, ĕнĕрленĕ юрăсене нота станĕ çине çырма хăнăхса çитнĕ. Епле хĕпĕртенĕ çакăншăн! Ăшшăн аса илсе халĕ те тав тăвать пиччĕшне Илья Романович.

Шкулта вĕреннĕ çулсенчех икĕ юрă кĕвĕленĕ вăл: “Ирсерен кураттăм” /сăвви Н.Львовăн/, “Шупашкар каçĕ” /сăвви Х.Лисинăн/. Михаил Ильич сĕннипе çак кĕвĕсене çийĕнчех чăвашсен паллă композиторĕ Ф.Лукин патне çитернĕ. Филипп Миронович юрăсене ырланă, илемлетсе, юсаса панă. Нумаях та вăхăт иртмен, çак юрăсем “Çамрăк коммунист” /1961 ç./ хаçатра кун çути курнă. Хаклă вăл уншăн, сарăхса кайнă пулин те халĕ те упрать çав хаçата Илья Романович. Хăйĕн хушаматне пĕрремĕш хут пичетре курнă хыççăн еплерех савăннă тата.

Пултарулăх лаççинче

Ашшĕсĕр çитĕннĕ Илле. Амăшне ачисене ура çине тăратма пĕртте çăмăл пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ялти вунă çын йышĕнче Роман Степановича та Мари Республикинчи Суслонгера илсе каяççĕ. Вăл политрукра тăрăшать, салтаксене вĕрентет. Выçăллă-тутăллă шăнса пурăнса чире каять, киле таврăнсан çĕре кĕрет. Ас тумасть Илле ашшĕне. Нушаллă, йывăр пурнăçпа ÿссе çитĕннĕ хыççăн никама та шанмалли юлман. Шкул хыççăн комсомол путевкипе Магнитогорск хулине тухса каять. “Водоканалстрой” организацире электросварщикре ĕçлеме тытăнать. Каярахпа строительсен керменĕ çумĕнчи баянистсен пĕр çуллăх курсĕнчен /композици тата сольфеджио енĕпе/ вĕренсе тухать. Çав вăхăтрах çамрăксен хорне те йĕркелет. Концертсемпе ăçта кăна çитмеççĕ-ши! Репертуара хăйĕн, Ф.Лукинăн, К.Архиповăн, М.Ильинăн, Г.Лебедевăн, Г.Хирпюн юррисене кĕртнĕ.

Кĕçех Çĕрпĕве чĕнсе илеççĕ. Тăван енех чунĕ туртнă И.Степановăн, таврăнмашкăн тÿрех килĕшет. Çĕрпÿри тата Муркашри культура çурчĕсенче илемлĕх ертÿçинче ĕçлет. Ял-ял тăрăх тăтăшах концертсемпе çÿрет.

1971 çултанпа И.Р.Степанов - Кушкăри культура çурчĕн пултарулăх ертÿçи. Çав вăхăтрах учитель ĕçне те пăрахмасть. Фольклор, хор ушкăнĕсем, ансамбль йĕркеленĕ хăй пурăнакан тăрăхра. Районти юрă уявĕсене, фестивальсене, смотрсене хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.

 Килĕшÿпе юратура пурăнакан çемье

Степановсен çемйи юрра-ташша ăста. Ахăртнех, Илья Романович витĕмĕ ку. Çĕнĕ юрă çуралсан чи малтан килте, çемье йышĕнче сăвап илет. Мăшăрĕ Нина Ивановна хăйĕн шăпчăк сассипе шăрантарать çеç. Хĕрарăм çавăн пекех поэзипе те туслă. Сăвăсем шăрçалама та вăхăт тупать. Иккĕшĕ пĕрле сахал мар юрă çырнă.

Туслă пурăнать çемье. Нина Ивановнăпа Илья Романович тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Çурт çĕкленĕ, сад ĕрчетнĕ. Ачисем пурте ура çине тăнă ĕнтĕ, мăнуксем те парнелеме ĕлкĕрнĕ.

Çулсем пур пулин те пысăк хуçалăх тытаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Пахчари улмуççисем айĕнче вĕлле хурчĕсем сĕрлеççĕ.

- Пытармастăп: культура тытăмĕнче ĕçлекенĕн мăшăрĕ пулма çăмăлах мар. Илья Романович нихăçан та килте ларман, çавна май çемьери йывăр лав ытларах ман çине тиеннĕ. Çапах та эпĕ ăна ăнланнă, унăн ĕçне хисепленĕ, май пур таран пулăшса пынă, - йăл çиçет Нина Ивановнăн куçĕ.

Илья Романовичпа Нина Ивановна Степановсене тахçанах пĕлетĕп. Ÿстерсе, хăпартса каламастăп, килĕшÿпе юратура пурăннине килне кайса курнă хыççăн тепĕр хутчен ĕнентĕм. Пĕр-пĕрин çине питĕ ăшшăн-ăшшăн, именчĕклĕн пăхаççĕ вĕсем. Тин çеç паллашнă хĕрпе каччă тейĕн. Пурнăçра хăвăн вырăнна тупса çитĕнÿ тăвасси кил ăшшинчен, чăн та, нумай килет иккен. Çемьере туслăх, юрату, ăш пиллĕх хуçаланман пулсан Илья Степанов юрă-кĕвĕн асамлă тĕнчинче пурăнайман та пулĕччĕ.



Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 726 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz