Нарăсăн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕн
тĕп библиотекин вулав пÿлĕмĕнче Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ
хăйĕн ларăвне ирттерчĕ. Чи малтанах ларăвăн тĕллевĕпе тата ларура пăхса тухмалли
ыйтусемпе уйрăм ертÿçи З.Михайлова паллаштарчĕ. Унтан правлени членне, Нестер
Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçин çумне, Николай Ершова сăмах пачĕ. Николай
Гаврилович Чăваш наци конгресĕн историйĕпе паллаштарчĕ, 21 çул каялла конгресăн пĕрремĕш съездне хутшăннине аса
илчĕ. Сăмах май каласан, Николай Ершов е делегат, е хисеплĕ хăна пулса ЧНКан
пур съездне те хутшăннă иккен. ЧНКан пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан
материалсем те чылай унăн. ЧНК историйĕ çинчен тата кашни съезд йышăнăвĕ хыççăн
Трак енре мĕнле ырă ĕçсем туса ирттерни çинчен çитес вăхăтра «Ял пурнăçĕ»
хаçатра çутатса пама шантарчĕ. Ун хыççăн Зинаида Петровна правлени членĕсене
Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕн йышăнăвĕсемпе
паллаштарчĕ. Çак йышăну тăрăх 2014 çулта Трак енре туса ирттермелли
ĕçсене палăртмалли çинчен каларĕ. Красноармейскинчи «Ял пурнăçĕ» хаçатăн
патшалăх, обществăпа политика пайĕн редакторĕ Ю.Борисов, районти историпе краеведени
музейĕн организаторĕ В.Тихонова, район библиотекин тĕп библиотекарĕ С.Гурьева, ял
тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕн аслă методисчĕ Л. Игнатьева хăйсен
ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕç. Правлени членĕсем харпăр хăй ĕç
вырăнĕнче чăвашлăха упрас тата аталантарас тесе, Культура çулталăкне тухăçлă
палăртас тесе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерме май пуррине палăртрĕç, çитес вăхăтра
мĕн-мĕн туса ирттермеллине, кам-кам яваплă пулнине çирĕплетсе хăварчĕç. Лару
кăмăллă иртрĕ. Правлени членĕсем уйăхра пĕрре пухăнса, калаçса-канашласа,
палăртнă ĕçсене йĕркелесе пыма йышăнчĕç. ЧНК уйрăмĕ хăйĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн
ирттерсе пыракан ĕçсене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çутатса тăма калаçса
татăлчĕç.
Çыпăçтарнисем: |