Чăвашрадиора чỹк уйăхĕн 8-мĕшĕнчи ирхине эфира тухнă “Çыравçăсем — ачасем валли” передача Геннадий Юмарт пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Г. Ф. Трофимов (Юмарт) — пирĕн ентеш, 1938 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Кайри Карăк ялĕнче çĕр çине килнĕ. Вăтам шкул хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Самар облаçĕнчи шкулсенче, каярахпа Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕнче, Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн ăслăлăх сотрудникĕнче вăй хунă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă. Сăвăç, куçаруçă тата фольклорист. Геннадий Федоровичăн хайлавĕсем 1954 çултан тытăнса республикăри тĕрлĕ изданисенче пичетленнĕ. Хамăр районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа та тачă çыхăнура вăл. 6 томран тăракан “Чăваш халăх сăмахлăхĕ” кĕнекене пухса хатĕрлеме хутшăннăшăн ентеше Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премине панă. 1988 çултанпа — Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Литературăри тĕрлĕ премисен, çав шутра хамăр районти Н. Янкас ячĕллин те, лауреачĕ. Ăна “Çерем çĕрсене уçнăшăн” медальпе наградăланă. “Тивĕç”, “Тĕрек”, “Çул курăкĕ”, “Курак тăманĕ”, “Кĕмĕл алтăр” тата ытти кĕнекесен авторĕ. Ачасем валли те чылай çырать. Вунă минут ытлараха пынă ку передачăра Шупашкарти 37-мĕш шкулăн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Виктория Романова тата кăларăм авторĕсем — Галина Вастрюковапа Эльвира Малеева пирĕн ентеш ачасем валли çырнă хайлавĕсене вуларĕç.
В. Тавкил
Çыпăçтарнисем: |