Юнкун, 27.11.2024, 03:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 19 » Чăваш таврапĕлӳçисен Х съездчĕ пулать
Чăваш таврапĕлӳçисен Х съездчĕ пулать
10:48
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин наци вулавăшĕнчи «Чăваш кĕнеки» центрĕнче Чăваш таврапĕлӳçĕ пĕрлĕхĕн канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн унта темиçе ыйту сӳтсе яврĕç: чăваш таврапĕлӳçисен Х съездне 2012 çулхи пушăн 23-мĕшĕнче ирттересси; пухăва хатĕрленмелли ĕçсене палăртасси; тăван тавралăх çинчен чи лайăх кĕнекесене конкурса тăратасси.
Чăваш таврапĕлӳçисен союзĕн хисеплĕ ертӳçи, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вĕрентекенĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.П. Станьял районсенче иртекен таврапĕлӳçĕсен конференцийĕсенче ял, район тата хула шкулĕсенчен, Пултарулăх çурчĕсенчен, музейсенчен, клубсенчен, вулавăшсенчен съезда килме делегатсем суйлама сĕнчĕ. Ларура Чăваш Енĕн ăслăлăхпа ӳнер академийĕн Президиумĕн членĕ С.Г. Отрыванов тухса калаçрĕ. Вăл таврапĕлӳ ĕçĕнчи йăласене сыхласа хăварас енĕпе халăх академикĕсемпе таврапĕлӳçĕсен пĕрле ĕçлемелли çинчен каларĕ. Наци вулавăшĕн «Чăваш кĕнеки» центрĕн ертӳçи Г.П. Соловьева тăван тавралăх çинчен çырнă кĕнекесен конкурсне хутшăнма таратнă кăларăмсемпе паллаштарчĕ.
Чăваш таврапĕлӳçисен пухăвĕ пушăн 23-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче пулать. 11 сехетре пуçланать. Унта тăван енĕн иртни, паянхи тата пуласлăхĕ кама пурпĕрех мар, çавсене пурне те йыхравлаççĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 543 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz