Ытларикун, 03.12.2024, 13:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Юпа » 14 » Чăваш наци конгресĕн Аслă пухăвĕ умĕн
Чăваш наци конгресĕн Аслă пухăвĕ умĕн
17:34
Сăн ÿкерчĕк

Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа туйăмпа, ĕмĕте шанса пуçтарăнчĕ чăваш 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйĕн Аслă пухăвне. Икĕ кун ĕçлерĕ Чăваш наци конгресĕ. Тăван халăхшăн алăхшăн чăннипех чăннипех пысăк та çутă уяв пулчĕ вăл.Тĕнче тăрăх саланнă йăхташсене пĕр-пĕринпе çывăхлатасси, çыхăн- тарасси çавăнтан пуçланчĕ. Халă- хăн Аслă пухăвĕ наци аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне, культурăпа чĕлхе малашлăхне, республикăн чăн-чăн суверенитетне, наци пĕрлĕхне палăртас тата çирĕплетес тĕллеве хăй умне лартрĕ. Ун чухне пире, хавхаланупа тулнăскерсене, кирек мĕнле ыйту та шăл çемми пек туйăнатчĕ. Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш утăмĕнчен пуçласа паянхи кунчченхи çул-йĕрне курса, тишкерсе тăнă май унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки шухăшăма кăшт та пулин палăртам. Паллах, конгресăн кĕрлесе те вĕресе тăракан «хуранĕнче» пиçĕхмен тейĕпĕр, çапах унăн тĕллевĕсене май, ăс, пултарулăх çитнĕ таран пурнăçа кĕртме хутшăннă. «Хыпарта» пичетленнĕ статьясенче. Пĕрремĕш Аслă пуху вара яланах асра. Тÿри-шари, нацин чи маттур интеллигенцийĕ, ахаль халăх пĕр сывлăшпа - наци чăмăртанăвĕпе, пĕрлĕхпе, пĕр шухăшлăхпа - сывлатчĕ тейĕн. «Конгресс» сăмах хăех темĕнле мăнаçлăн илтĕннĕн туйăнатчĕ. Ăçтан кăна килменччĕ-ши йăх- ташăмăрсем: Эстонирен, Молдовă- ран, Казахстанран, Латвирен, Украинăран, Венгрирен, Америкăран, çавăн пекех çĕршывăн вун-вун ре- гионĕнчен. Пурте пĕр çын пек пулса малашлăх пирки шухăша путнăччĕ. Чăваш наци конгресĕ Чăваш Респу- бликинчи, Раççей Федерацийĕн- чи, НПППри /СНГ/ тата тĕнчери ха- лăхсене чĕнсе каланинче Аслă пу- хăвăн тĕллевĕсене çапларах па- лăртнăччĕ: «…Эпир пур халăхпа та туслă пурăнасшăн, пирĕн хушăмăрти çыхăнусене анлăлатасшăн. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Этем прависен хартийĕнче палăртнă принципсене тытса пырасса шантаратпăр… Чăваш наци кон- гресĕ, тăван халăхăн хальхи лару- тăрăвне шута илсе тата хăй йышăн- нă документсенче унăн малашлăх çул-йĕрне палăртса татăклăн пĕлтерет: чăваш халăхĕн хăйĕн шăпине никамран ыйтмасăрах хăйĕн татса пама тулли право пур, вăл хăйĕн политика тытăмне ирĕклĕн палăртма, экономикăпа социаллă пурнăç тата культура аталанăвне ирĕклĕн йĕркелесе пыма тивĕç…» Тăван халăха ĕмĕр-ĕмĕр хумхантаракан ыйтусене хускатакан çеç мар, татса пама пултаракан тытăм вырăнĕнчеччĕ ун чухне конгресс. Питĕ хăюллă ĕçлеме пуçланăччĕ ентешĕмĕрсем. Пĕр Аслă пуху иртет е тепри - йышăну хыççăн йышăну çуралатчĕ. «Хыпар» хаçатăн çав вăхăтра кун çути курнă номерĕсене çĕнĕрен алла тытрăм. Статья, информаци, заметка ячĕсене çеç илер: «Пирĕн символ - чăвашлăх», «Эпир мĕскĕн-и?», «Хамăрăн тĕнпе пурăнмалла», «Пиртен тĕлĕнччĕр, пире ăмсанччăр», «Вăранар!», «Эпир ытти халăхран катăк мар» тата ытти те. Çĕнĕ вăхăт ертÿçĕсен, пултарулăх çыннисен, ахаль халăхăн çунатне çĕклерĕ. «Мĕн канăç памасть?» - тесе ыйтнăччĕ эпĕ Аслă пуху уçăличчен 1-2 сехет умĕн темиçе делегатран. Акă мĕн хуравланăччĕ мана сумлăран та сумлă ентешĕм Геннадий Волков академик: «Чăваш халăхĕ - ылтăн халăх. Анчах эпир хамăрăн пĕлтерĕше хаклама пĕлместпĕр. Шутласа пăхар-ха, вырăссене мĕн чухлĕ усă кÿнĕ эпир: пĕтĕм вăрçа-хĕрçе вĕсемпе тан хутшăннă, революци тунă… Паянхи Аслă пуху нимĕн те памасан чăвашăн урăх шанăç çук, çакăн хыççăн та пăр тапранмасан эпир ниме те тăмастпăр. Шупашкарта пурăнакансенчен çурри ытла - чăвашсем. Анчах наци шкулĕсем пур-и-ха унта? Аслă шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелле… Çапах та манăн шанчăк пур. Конгресс «çанталăка» улăштарĕ. Чăвашăн мĕскĕнлĕхĕ паянхи лÿшкесе тăракан çумăрпа иртсе кайтăрччĕ. Хамăр тĕллĕн пурăн- ма пултарайми халăх мар эпир». Мĕн тума пултарнă çав тапхăрта чăваш ĕçĕшĕн? Хулара та тăван чĕлхене вĕрентме пуçланă, ятарлă гимназисем уçнă. Чĕлхе пирки ятарлă саккун йышăннă. Чăваш Республикин Патшалăх суверенлăхĕ пирки калакан деклараци те тухрĕ. Çав тапхăрти çĕнĕлĕхсенчен пĕри - Чăваш Енĕн Президентне суйлани. Конгресăн паянхи тĕллевĕ те чĕрĕк ĕмĕр каяллахи пекех - наци аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне, культурăпа чĕлхе малашлăхне, наци пĕрлĕхне палăртасси тата çирĕплетесси, «тĕп» чăвашсене /Чăваш Енре пурăнакансемпе/ тулашри йăхташсен çыхăнăвне çĕнĕлле йĕркелесси. Мĕнлерех шайра пурнăçланса пыраççĕ-ха вĕсем? Мĕн пурри куç умĕнчех. Анчах, тĕпрен илсен, фольклор, йăла- йĕрке шайĕнчен çÿллĕрех çĕкле- нейместпĕр çав-çавах. Çеçпĕлĕмĕр сăмахĕсенчи пек - «Тĕп чăваш пурнăçĕ пуçланса кайĕ, йĕри-тавра чăваш чĕлхи анчах илтĕнĕ. Чă- ваш хулисенче ирĕклĕ чăваш- сем, кăткăсем пек тăрăшса, хăйсе- не епле аван çавăн пек… канлĕн ĕçлĕç» - пурăнасса шаннăччĕ. Эпир кунта тĕп Чăвашра чăваш пурнăçĕпе пурăнатпăр-и? Чăваш- лăх тени пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кăна аталанса пырать хамăрăн та. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр ĕмĕтленнĕ чăваш пурнăçĕ хальлĕхе пирĕн шу- хăшăмăрта кăна. Чĕлхенех илер. «ЧР чĕлхесем çинчен» саккуна йышăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Анчах çак ыйтăва хулари вĕренÿ заведенийĕсенче çиелтен çеç пăхнипе шкулта чăваш чĕлхине 10 çул ытла вĕреннĕ хыççăн та ачасем ăна ют чĕлхесем чухлĕ пĕлмеççĕ. Хула урамĕсенчи рекламăна, вывескăна курсан чăваш чĕлхи пурри курăнмасть. Ку кăна мар, чылай чăваш ялĕнче çамрăксем ашшĕ-амăшĕн тăван чĕлхине манса пыраççĕ, йĕркеллĕ, таса калаçаймаççĕ. Раççей Федерацийĕнчи йышĕпе пиллĕкмĕш халăхăн çурри ытла Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнать. Пушкăртстанра, Тутарстанра, Чĕмпĕр облаçĕнче эрнесерен чăвашла хаçатсемтухса тăраççĕ, ытти тăрăхра чăвашла массăллă информаци хатĕрĕ хальлĕхе çук. «Хыпар» хаçат редакцийĕ пĕр вăхăт хăйĕн вăйĕпе чăвашла пĕлмен йăхташсемпе тĕрлĕ наци çыннисем валли «Хыпар на русском - Дайджест» хаçат кăларкаларĕ. Чăваш наци конгресĕн виççĕмĕш Аслă пухăвĕ тулай чăвашĕсем валли ятарлă хаçат уçасси тата «Интер-Хыпар» информаци агентстви туса хурасси çинчен йышăну тунăччĕ. Вăл та пурнăçа кĕреймерĕ. Телее, Наци телекуравĕ йăхташăмăрсем патне çитрĕ. Ку юрĕ-ха. Кусенчен вирлĕрех тĕллевсем те пулнă пирĕн. Виççĕмĕш Аслă пухурах хăйĕн тĕллевĕсене туллин те анлăн палăртма чăваш халăхĕн тĕнчери аталаннă нацисене пĕрлештерсе тăракан чи пысăк пĕлтерĕшлĕ те сумлă организацие - Пĕрлешнĕ Нацисен Организацине - кĕмеллине, ун чухнех Чăваш Республикин «Гражданлăх çинчен» саккунĕн принципĕсем, «Çĕнĕ паспорт тăвасси çинчен» йышăнусене палăртса хăварнă. Юлашки çулсенче ЧНК пирки «иккĕмĕш филармони» тенине илтме пулать. Юрăпа ташă тавра пулса иртеççĕ пирĕн хутшăнусем. Крымра, Байкал çывăхĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕсем иртрĕç. Чăваш эстрада юрăçисем йăхташсем пурăнакан регионсене тухса концертсем йĕркелеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те иртеççĕ. Вĕсем те кирлĕ, анчах Чăваш наци конгресне çавăншăн кăна йĕркелемен-çке.

Надежда Смирнова

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 409 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz