Юнкун, 05.02.2025, 11:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2024 » Чÿк » 13 » Çĕнĕ лауреатсем шыратпăр!
Çĕнĕ лауреатсем шыратпăр!
21:12
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2024 çулшăн литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнисене Красноармейски муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне парассипе çыхăннă сĕнÿсене йышăнма тытăнать. Кăçал çак ĕç 2024 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕччен пырать, мĕншĕн тесен Трак енре асăннă пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе шăп 35 çул çитет. Уяв ячĕпе çак кун Культура çуртĕнче лауреатсен пысăк концерчĕ пулать тата çĕнĕ лауреатсене чыслаççĕ.
Кашни ырă япала, пултарулăх хăйĕн хакне тивĕçлех. Конкурса иртсе каякан çулта литературăпа искусство тата культура шайĕнче Трак тăрăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, вулакансемшĕн, куракансемшĕн уçăмлă, чун-чĕрене çывăх пысăк пĕлтерĕшлĕ сцена ĕçĕсемпе, юрă-кĕвĕсемпе, куравсемпе, кĕнекесемпе, ытти литература ĕçĕсемпе савăнтарнă, хавхалантарнă ентешĕмĕрсем хутшăнасса шанатпăр эпир.
Пулас лауреатсен ĕç-хĕлне коллективсенче тишкерсе тухмалла, документсене тăратса Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн (канашĕн) ларăвĕнче пăхса тухса пĕтĕмлетмелле, ăна Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем паракан комиссин пăхса тухса çирĕплетмелле.. Кандидатсенчен автобиографи, икĕ сăн ÿкерчĕк, çирĕплетнĕ пултарулăх характеристики кĕтетпĕр. Правлени канашĕ салари Тĕп библиотекăн вулавăш пÿлĕмĕнче (2-мĕш хутра) вырнаçнă.
Наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ - Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023).

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 29 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz