Сементер, Ю. С. Хушка : сăвăлла калав = Зорька : стихотворный рассказ / Юрий Сементер ; [вырăсла А. И. Дмитриев куçарнă ; худож. В. Г. Бритвин]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 27, [4] с. : ил.
Юрий Семенович Сементер Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăл тăван литературăра аллă çул ĕçлесе вăтăра яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă. Паллăрах кĕнекисем: "Йĕс шăнкăрав", "Чĕнтĕрлĕ кĕпер", "Хурапа шурă", "Хуркайăк çулĕ", "Çиçĕм сапаки". "Хушка" ятлă сăвăлла калава Чăваш енри Çĕрпÿ районĕнчи пĕр хуçалăхри çĕнтерÿçĕ ĕне пурнăçĕнче вăрçăн малтанхи уйăхĕсенче пулса иртнĕ ĕç-пуçа тĕпе хурса çырнă. Сăвăлла калава вырăсла А. И. Дмитриев тăлмачă куçарнă. Кĕнекене кĕçĕн çулхи ачасене сĕнетпĕр.
Çыпăçтарнисем: |