Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Трак ен - Красноармейски муниципалитет округĕ Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ хăй 35 çул тултарнине паллă турĕ. Çак кун 2024 çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн çĕнĕ лауреачĕсене чысларĕç. Вĕсем çаксем:
1. Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн филиалĕ – «Ял пурнăçĕ» Красноармейски район хаçачĕн редакцийĕ Красноармейски муниципалитет округĕн экономикăпа социаллă политика аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн тата хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 90 çул çитнĕ май тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă.
2. Афанасьева Любовь Владимировна, юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн, чăваш юррине халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата 2024 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ территори пайĕн Кану центрĕ тăратнă.
3. Романова Мария Сильвестровна, «Карай ен» пултарулăх ушкăнĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн, чăваш тата вырăс юррисене халăх хушшинче анлă сарнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатра ентешсен ĕçне-хĕлне тĕплĕн çутатса тăнăшăн тата 2024 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Карай территори пайĕн Кану центрĕ тăратнă.
4. Михайлова Галина Яковлевна, «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленнĕ илемлĕ калавсен ярăмĕшĕн, 2024 çулта хаçатăн дизайнне илемлетессипе тăрăшса ĕçленĕшĕн тата пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă.
Çыпăçтарнисем: |