2023 çулшăн литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнисене Красноармейски муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне парассипе çыхăннă сĕнÿсене йышăнма тытăнаççĕ. Çак ĕç 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.
Кашни ырă япала, пултарулăх хăйĕн хакне тивĕçлех. Конкурса иртсе каякан çулта литературăпа искусство тата культура шайĕнче Трак тăрăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, вулакансемшĕн, куракансемшĕн уçăмлă, чун-чĕрене çывăх пысăк пĕлтерĕшлĕ сцена ĕçĕсемпе, юрă-кĕвĕсемпе, куравсемпе, кĕнекесемпе, ытти литература ĕçĕсемпе савăнтарнă, хавхалантарнă ентешĕмĕрсем хутшăнасса шанатпăр эпир.
Пулас лауреатсен ĕç-хĕлне коллективсенче тишкермелле, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн (канашĕн) ларăвĕнче пăхса тухса пĕтĕмлетмелле. Кандидатсенчен автобиографи, çирĕплетнĕ пултарулăх характеристики кĕтетпĕр. Правлени округăн Тĕп библиотекăн вулавăш пÿлĕмĕнче (2-мĕш хутра) вырнаçнă.
Наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ - Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999).
Çыпăçтарнисем: |