Юнкун, 27.11.2024, 00:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Раштав » 29 » 2014 – КĂВАК ЛАША ÇУЛĔ
2014 – КĂВАК ЛАША ÇУЛĔ
20:33
Сăн ÿкерчĕк
2014 – хĕвел тухăç гороскопĕпе Кăвак Йывăç Лаша çулĕ. Чăннипе вăл 2014 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче кăна пуçланать-ха, анчах та йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче кĕтсе илессине никам та пăрахăçламан. Çулталăк ăнăçлă ирттĕр тесен ăна мĕнлерех кĕтсе илмелле-ха?
Чи малтанах Çĕнĕ çула пысăк çуртра кĕтсе илме тăрăшмалла – Лаша ирĕклĕхе юратать вĕт. Сехет йĕпписем çур çĕр çитнине пĕлтернĕ самантра урамра пулсан тата та аванрах – унта шăпах вырăн та нумай, сывлăш та уçă. «Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, ăна çавăн пек ирттеретĕн», – тенине асра тытса уява савăнăçлă ирттерме тăрăшмалла.
Çĕнĕ çул каç кăçал ташламалла теççĕ, мĕн чухлĕ ытларах – çавăн чухлĕ аванрах. Лаша куçăма тата хăвăртлăха юратать. Ыттисем савăннине айккинчен кăна пăхса ларакансене Лаша «асăрхамасăр хăварма» пултарать.
«Çĕнĕ çула кĕтсе илме мĕн тăхăнас?» – текен ыйту хĕрарăмсене кăна канăçсăрлантарать темелле. Ку хутĕнче вара арçынсен те шутламалла кун çинчен. Ара, ăйăр кĕсре пекех яланах хăйĕн илемĕпе, çыпăçулăхĕпе куçа илĕртет вĕт. Лаша çулне кĕтсе илме кăвак, симĕс тата хĕрлĕрех кăвак (фиолетовый) тĕслĕ тум килĕшӳллĕ пулĕ. Çӳçе тирпейлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла – Лашан çилхи яланах тирпейлĕ пулнине асра тытмалла. Хĕрарăмсен çӳçе е илемлĕн кăтралатса усса ямалла, е «лаша хӳри» туса резинкăпа çыхса хумалла.
Уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалла-ха? Лаша аш çимест, çавăнпа та сĕтел çинче пахча çимĕç, улма-çырла, техĕмлĕ йышши курăксем нумай пулмалла. Çак ырă чĕр чунăн чи юратнă апачĕ – сĕлĕ – çинчен те манмалла мар: сĕлĕ печенийĕ е сĕлĕ пăтти сĕтел çинче пулни çулталăк хуçине çак килте пурте хавас пулнине кăтартакан паллă. Кунсăр пуçне Лаша сахăр тата ытти пылак çимĕçсене те кăмăллать, çавăнпа пылак çимĕçсем те тĕрлĕрен пулччăр.
Кил-çурта йывăç япаласемпе, туратсемпе, чечексемпе илемлетмелле. Лаша хăйне асăрханине килĕштерет, çавăнпа та çуртра ун кĕлетки (статуэтка, çемçе тетте) пулмаллах, ăна чи курăнакан çĕре лартса хумалла. Çывăх çынсене паракан парнесем вара лашапа çыхăннисем пулмалла.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 539 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz