Шăматкун, 21.12.2024, 11:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 12 » УТĂ УЙĂХĔН 12-МĔШĔ - ПИТРАВ
УТĂ УЙĂХĔН 12-МĔШĔ - ПИТРАВ
10:26
Сăн ÿкерчĕк
Утă уйăхĕнчи чи паллă кун чăвашшăн - Питрав. Вăл çулсеренех июлĕн 12-мĕшĕнче килет. Тĕпрен илсен, авалхи чăвашсен йăли-йĕркипе - пирĕн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсем вăхăчĕпе ĕçлеме, вăхăчĕпе савăнма пĕлнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте те хĕрсем утă çулма тухнă чухне уяври пекех хитре тумланма тăрăшнă. Питрава уявланине курма кỹршĕ ялсенчи хурăнташсен хĕрĕсемпе каччисем те нумайăн килнĕ. Вăйă калама çав хĕрсем те тăнă. Çавна пула Питрав кунĕ хĕрсен вăййи урам урлă виç-тăватă картана пайланса тăма лекнĕ. Вăйă карти, пĕр урамран тепĕр урама куçса пырса, пĕтĕм яла вăйă янратса илем кỹрсе пынă. Вăйă курма кашни килти хăна-вĕрле урама тухнă, савăнса пăхса тăнă. Вăйă картинче вăйă пуçĕ питĕ пысăк вырăн йышăннă. Унăн пур çамрăка та хăй хыççăн ертсе пымалла, вăйă йĕркине пĕлмелле, сăвă-юрă, такмак сăмахĕсене шыв юххи пек шăрантармалла пулнă. Каччăсем вăйă картисем хыçĕнчен утнă. Пĕтĕм çамрăк çапла савăннă. Хăш-пĕр каччăсем вара хăйсен савнă хĕрĕсене вăйă картинчен кăларса, мăшăрăн-мăшăрăн вăйă карти хыççăн утнă. Питрав кун вара хĕвел тухичченех çаран çинче, вăйă вырăнĕче юрланă, апатланнă. Питрав - уй-хире хỹтĕлекен кунĕ, "çак кун çавуна, çурлуна хатĕрлесе хур, часах хĕрỹ ĕççи пуçланать",- тенĕ. Утă уйăхĕн 20- мĕш кунĕсенче хресчен тырă вырма тухнă. Тыр-пул ỹстерекенсемшĕн çав тери хаклă, хĕрỹллĕ вăхăт пуçланнă. Çавăнпа ваттисем çапла каланă, "Кахал кăна тырă вырнă вăхăтра авланать",- тенĕ. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн çынсем кайăксем сахалтарах юрланине асăрханă. Куккук авăтнине сăнанă, куккук Питравччен пĕр эрне маларах авăтма чарăнсан, хĕл кая юлса килет, тенĕ. Юлашки хут вăййа Питрав кунĕн каçĕнче ял урамĕнче ирттернĕ.
НИКОЛАЙ ПРОТОИЕРЕЙ, Шăмăршăри «Христос çурални» чиркĕвĕн настоятелĕ:
ИЮЛĔН 12-мĕшĕнче тĕнчери мĕн пур православи тĕнĕллĕ çынсем Питрав кунне палăртаççĕ. Çак уявăн чиркÿри тулли ячĕ Петрпа Павел аслă апостолсен тата мухтавлă çвятуйсен кунĕ.
Çвятуй апостол Петр малтан Симон ятпа çÿренĕ, ахаль пулăç пулнă. Андрей Первозванный апостолăн аслă тетĕшĕ Симон авланса, мăшăрĕпе пĕрле ача-пăча çуратнă. Андрей ăна пĕррехинче Иисус патне илсе килнĕ. Христос çак чухăн пулăç таса чунлă пулнине тата хăйне чĕререн парăннă вĕренекенĕ пуласса пĕрре пăхсах туйса илнĕ. Турă ăна Кифа е грексен чĕлхи çине куçарсан Петр тесе чĕнме пуçланă. Ăна апостолсен шутне кĕртнĕ хыççăн, Христос Петрăн кил-çуртне кайса курнă, унăн мăшăрĕн чирпе асапланакан амăшне сыватнă. 
Петр Турă вĕрентĕвне халăхсем хушшинче питĕ анлăн сарса çÿренĕ. Унăн витĕмлĕ те хăватлă сăмахĕ виçшер, пилĕкшер пин çынна Христос еннелле çавăрса пынă. Преступлени тунă çынсем Петр умĕнче вилсе выртнă, унăн сăмахĕпе вилнисем чĕрĕлсе тăнă, чирлисем чĕрĕлнĕ.
Евангели вĕрентсе, чылайăшне Турă еннелле çавăрса Петр апостол пилĕк хутчен тĕрлĕ çĕршывсем тăрăх çÿренĕ. Юлашки çулçÿревĕ Римра вĕçленнĕ. Нерон патша ăна 67-мĕш çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе июлĕн 12-мĕшĕнче) хĕрес çине пуç хĕрлĕ хурса пăталаттарса вĕлерттернĕ.
Павел апостолăн малтанхи ячĕ Савл пулнă. Малтанласа вăл Христос вĕрентĕвне, Унăн чиркĕвне те йышăнман. Пĕррехинче Савл умĕнче тÿперен çутă ÿкнĕ. Вăл, çĕр çине ÿкнĕскер, çак сасса илтнĕ: «Савл, мĕншĕн Мана хăвалатăн эсĕ,» _ «Кам эсĕ, Турă-и?» - ыйтнă Савл. «Эпĕ Иисус» _ хуравланă сасă. «Мĕн тумалла манăн, Туррăм;» - кăсăкланнă Савл. «Тăр та хуланалла ут, кайран мĕн тумаллине калăп сана».
Кун хыççăн, Павел ят илнĕскер, вăл халăхсем хушшинче Евангелие ырми-канми вĕрентсе çÿренĕ. Выçлăх та, хăрушлăх та, Турă вĕрентĕвĕшĕн хĕсĕрлени те, хĕç те, вилĕм те Павел чĕринче Турра юратас туйăма вăйсăрлатма пултарайман. Апостол Турă вĕрентĕвне Аравинче, Палестинăра, Кесарире, Кĕçĕн Азире, Грецире, Италире сарса çÿренĕ. Павел Çĕнĕ Завет валли 14 послани çырса хатĕрленĕ. Турра курайман çынсем ун валли питĕ асаплă вилĕм хатĕрленĕ. Петр апостолпа пĕр вăхăтрах Римра Павелăн пуçне хĕçпе касса татнă.
Çапла вара, Петрпа Павел Христос вĕрентĕвне, Евангелие халăхсем хушшинче сарассишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшнă. Таса та чăн ĕненÿшĕн апостолсем хăйсен пурнăçĕсене те шеллемен. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем, сăваплă сăнарĕсем пире йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма, Турă халалĕсемпе пурăнма хавхалантараççĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 768 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz