Шăматкун, 21.12.2024, 11:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çĕртме » 2 » Пайсупинсем савăнчĕç: И.Е.Шашков çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлани
Пайсупинсем савăнчĕç: И.Е.Шашков çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлани
20:02
Сăн ÿкерчĕк

nullГеоргий Ефимов, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ

Фоторепортаж

Ырă йăла-йĕрке пур Упи тăрăхĕнче. Кунта паллă çынсене сума сăваççĕ, вĕсен çуралнă кунĕсене ял-йышпа пĕрле пухăнса паллă тăваççĕ. Çапла вара çак кун пуриншĕн те чăн уяв пулнипе асра юлать.

Акă, 89 киллĕ, 235 çын пурăнакан Пайсупин ялĕшĕн те çу уйăхĕн 30-мĕшĕ — шăмат кун — чăннипех те историне кĕрсе юлчĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха вăл?
1909 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче кунта çĕр-шывăн ракета хÿтĕлевне тата тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçсене пĕтĕм кун-çулне панă Иван Ефимович Шашков çуралнă. Вăл — ăсчах-инженер, РФ наукипе техникин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, профессор, доктор, полковник-конструктор.
Пирĕн паллă ентешĕмĕр Пайсупинра (Мамçа) йышлă çемьере кун çути курнă. Виçĕ ывăл та тăватă хĕр пулнă çемьере. Ку тăрăхра Шашковсем 1928 çулччен пурăннă.
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче, шăмат кун, ялти кану çурчĕ умĕнчи лапамра И. Е. Шашков çуралнăранпа 100 çул тултарнине чыслăн паллă турĕç пайсупинсем. Уяв вун пĕр сехетре пуçланчĕ. Ăна, кĕске сăмах каласа, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Яковлевич Григорьев уçрĕ. Вăл пухăннисене И. Е. Шашков пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, ун хыççăн “Хăй ĕмĕрне тивĕçнĕ Шашков…” темăпа Трак гимназийĕнче вĕрентекен, тавра пĕлÿçĕ Владимир Константинов тухса калаçрĕ.
Уявра çавăн пекех ял старости Петр Яковлев, Чăваш патшалăх академи капеллин администраторĕ Петр Сидоров (Лаштай), районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн пай редакторĕ Георгий Ефимов (Тусли) тата ыттисем сăмах илчĕç.
И. Е. Шашков 100 çул тултарнине халалласа праçникре лапамра ун ячĕпе стенд йĕркеленĕ. Ялти ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе те паллашрĕç пухăннисем.
И. Е. Шашков çуралнă, пурăннă çурт умĕнче те пулчĕ ял-йыш, хăнасем те çитсе курчĕç. Çакăнта Ленин урамĕнчи Геннадий Яковлев çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарчĕç. Мĕншĕн тесен çак кил-çурт вырăнĕнче ентеш-ученăй çуралнă кил вырăнĕ пулнă.
Асăну хăми çинчи пĕркенчĕке ял старости — Петр Яковлев илчĕ.
Çерем лаптăкĕнче ялти лавкка ĕçлерĕ. Ялти Валерий Григорьев çине тăнипе тутлă шÿрпе ас тиврĕç пухăннисем.
Хăть мĕнле уяв та юрă-ташăсăр епле-ха? Пайсупина И. Е. Шашков çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума Шупашкартан Чăваш патшалăх академи капелли çитнĕ. Çав йышра артистсемпе пĕрле П. Сидоров (Лаштай) администратор, А. Бурундуков композитор тата ыттисем те.
Вĕсем хыççăн урамри ятарлă сцена çине Упири кану центрĕ çумĕнчи “Масмак” юрă-ташă ăстисем тухрĕç.
Каçченех тăсăлчĕ уяв. Хут купăс çеммипе ташша тухрĕ, савăнчĕ ял-йыш.




Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 671 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz