Вырсарникун, 01.03.2026, 23:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                


Салам кĕтесĕ
500




"Трак Ен" сайт хыпарĕсем

Доска объявлений Красноармейского района Чувашской Республики

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски муниципалитет округĕн Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 2025 çулта литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнă Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсене чысланă. Вĕсем çаксем: "Трак ен" фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи Никонорова Антонина Николаевна; Чăваш халăх художникĕ Николай Егоров, Красноармейски халăх хорĕн, "Трак ен" фольклор ушкăнĕн солисчĕ Анатолий Марков тата "Трак ен" фольклор ушкăнĕн солисчĕсем Альбина Дмитриевăпа Любовь Захарова. Преми спонсорĕсем: Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕ (ертÿçи - Григорьева Н.Л.) тата "Трак ен" фольклор ушкăнĕн пултарулăх коллективĕ (ертÿçи - Никонорова А.Н., аккомпаниаторĕ - Никоноров Н.М.). Лауреатсем пултарулăх концерчĕ лартса панă.

Миçе çын пăхнă: 1 | Хăçан хушнă: Паян | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче "Çухалнă çăлкуç" ("Затерянный родник") регионсем хушшинче иртнĕ конкурсра 5-мĕш вырăн йышăннă Еншик Чуллă ялĕнчи "Эншей" ушкăна чысланă, Ушкăн çухалнă çăлкуçа хăтланăшăн конкурса йĕркелекенсенчен Диплом тата 30 000 тенкĕлĕх приз çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр! Маттурсем! Ялан çапла пултăр! Çак çĕнтерÿпе хавхаланса округри ытти ушкăнсем те 2026 çулхи конкурса хастар хутшăнасса тата çĕнтерессе шанатпăр!

Миçе çын пăхнă: 1 | Хăçан хушнă: Паян | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Трак салинчи Тĕп вулавăшра черетлĕ "Янкас вулавĕсем" 10-мĕш ăслăлăхпа тавра пĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Ăна Нестер Янкас поэт çуралнăранпа 117 çул çитнине халалланă. Çирĕм тавра пĕлÿçĕ Трак енĕн паллă çыннисен пултарулăхĕпе пурнăç кун-çулне тишкерсе итлекенсене каласа пачĕ. Хамӑр тӑрӑхри мухтавлӑ ҫынсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлни, вӗсене асра тытни, хисеплесе сума суни тавра курăма тарăнлатать.


Миçе çын пăхнă: 1 | Хăçан хушнă: Паян | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн пӗтӗмлетӳ ларӑвӗ иртрӗ.
Пӗрлӗх ертӳҫи Иван Прокопьев 2025 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинчен тĕплĕ каласа пачӗ. Уйрăмах Янкасри ача сачĕ çумĕнче Нестер Янкас поэтăн музейне йĕркелесе хăтласси пирки пысăк калаçу пулчĕ. Поэт çуралнă кун тĕлне çак музее уçмаллах терĕ вăл. Шел пулин те, ăна тума материалсем çитменни чарса тăрать тесе пĕлтерчĕ.
Унӑн ҫумӗ Виталий Михайлов асӑннӑ пӗрлӗх пултаруллӑ ентешсене Нестер Янкас ячӗллӗ преми тата ытти чыслав паллисене парса хавхалантарни, преми лауреачӗсен тата пĕрлĕх пайташĕсен йышӗ ӳссех пыни ҫинчен каларӗ. Ăна тума янкасçă-спонсорсем пысăк пулăшу пани çинчен пĕлтерчĕ. Округри тăван тавралăха упрасси, ăна таса тытасси çинчен те калаçу пычĕ. Янкасçăсем Еншик Чуллă ялĕнчи "Эншей" ушкăн хăтланă çăлкуç регионти Вырăс географи пĕрлĕхĕ йĕркелесе ирттернĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăни, Раççей конкурсĕнче вара 5-мĕш вырăн йышăнни çинчен савăнăçлă хыпара пĕлчĕç. Янкасçăсем краеведени темипе те аван ĕçлеççĕ. Акă, пуш уйăхĕнче вĕсем Красноармейски муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе, Павел Семеновпа, Мускаври туризмпа тараватлăх форумне хутшăннă. Юлашки вăхăтра "Тăван ен - виçĕ паттăр çĕр-шывĕ" темăпа наукăпа практика конференцийĕнче тухса калаçнă, çак паттăрсем çинчен мультфильмсем ÿкерме пуçару туса ĕçе вĕçне çитернĕ.
Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхпе пӗрле туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Марк Аттай çыравçă çуралнăранпа 120 çул çитнине чыслăн паллă тунă, ăна халалласа "Улăп-2025" интернет-викторина ирттернĕ. Унта 389 шкул ачи тата аслă ÿсĕмри çынсем хутшăнни паллă. "Туслăх кăшăлĕ" вăйă-уява вара 200 ытла шкул ачипе культура ĕçченĕсем, фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Кăçал Тутарстанра Сиктĕрме ялĕнче иртнĕ "Раççей пики" конкурсра та пирĕн ентеш, Красноармейски шкулĕнче 11 класра вĕренекен Агния Егорова Трак ен чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ, ăна çакăнта янкасçăсем пысăк пулăшу панă.
Клавдия Васильева, Светлана Гурьева, Николай Никоноров - пӗрлӗх пайташӗсем - 2026 ҫулта ентеш-юбилярсен пултарулӑхпа чыслав каҫӗсене еплерех йӗркелесе ирттересси ҫинчен каларӗҫ, ырӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Ку ĕçре Тĕп вулавăша модернизацилени те пысăк тĕрек парать. Çакăнта ял тăрăхĕсенчи вĕрентекенсемпе вулавăш тата культура ĕçченĕсем те пысăк пулăшу парасса шанатпăр терĕç.
Лару вӑхӑтӗнче Чӑваш енӗн маттур ҫыннипе, ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн кӗрешекен салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитерекен Екатерина Ивановӑпа тӗл пулу пулчӗ. Вунӑ ача амӑшӗ, хастар чунлӑ хӗрарӑм, салтаксен ҫирӗплӗхӗпе паттӑрлӑхӗ, ҫӗнтерӳ хӑвачӗпе хӗмленекен чун-чӗрипе вӑй-халӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Итлекенсем хушшинче Трак енӗн салтак амӑшӗсемпе хастар волонтёрсем те пулчӗҫ. Чыс та мухтав паттӑр салтаксене, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, тӑванӗсене, пулӑшу парса тӑракан пур ырӑ ҫынна.
Юлашкинчен пухăннисем пĕрлĕхĕн ертсе пыракан правлени йышне çĕнĕ пайташсене йышăнчĕç.
#КрасноармейскийМО
#ПавелСеменов
#НестерЯнкаспĕрлĕхĕ
#ОбществоимениНестераЯнгаса

Çыпăçтарнисем: Картинка 1
Миçе çын пăхнă: 57 | Хăçан хушнă: 18.12.2025 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Надежда Александрова (хĕр чухнехи - Кудряшова) пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ. Çуралнă ялĕ - Красноармейски тăрăхĕнчи Пикшик ялĕ, унти вăтам шкула пĕтернĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чух, ял корреспонденчĕ пулнă май, вырăнти шкул ачисенчен пуринчен малтан Трак тăрăхĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн пайташне кĕнĕ.

Надежда ҫемье йӑлине малалла тӑснӑ – унӑн кукашшӗ Михаил Прокопьевич Ижеев «Хӗрлӗ Чӑваш Ен» тата «Советская Чувашия» хаҫатсенче 27 ҫул ӗҫленӗ. Надежда И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диплом илсен «Чӑваш Ен» ПТРКра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Надежда Александровӑпа утӑн 4-мӗшӗнче, Етӗрне округӗнчи Элешкушкӑнь ялӗнче сывпуллашнă. Йывăр тăпри çăмăл пултăр! Эсĕ яланлăхах пирĕн асра!.

Миçе çын пăхнă: 280 | Хăçан хушнă: 07.07.2025 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Дмитриев М.В. Шупашкар хулинче 1955 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче ҫуралнă. 22-мĕш тата 23-мĕш номерлĕ шкулсенче пĕлÿ пухнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Степан Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнче ăсталăха туптанă. 1975 ҫулта Ф. Павлов ячӗллӗ музыка учили­щине баян класне вӗренсе пӗтернӗ, хӑйӗн ӗҫ биографине Красноармейски салин музыка шкулӗнчен пуҫланӑ. Пӗр вӑхӑтрах районти культура ҫуртӗнче те аккомпаниаторта ӗҫленӗ. 1977 ҫулта Михаил Ва­сильевич районти "Сельхозтех­ника" пӗрлешӳ ҫумӗнчи вокалпа инструментсен ансамбльне йӗркеленӗ. Ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ. Ертÿҫӗ кӗвӗ тӗнчине юратнипе, ӑна тӑрӑшса аталантарса пынипе ансамбль кӗске вӑхӑтрах пысӑк ҫитӗнусем тума пултарнӑ. Хӑйӗн таланчӗпе вӑл район ҫыннисене ҫеҫ мар, ун тулашӗнчисене  те тӗлӗнтернӗ. 1983 ҫулта республикӑри "Шӑран, юрӑ"телефестивальте вăл ертсе пыракан коллектива ялти ансамбльсем хушшинче лайӑххисен шутне кӗртсе палӑртнӑ.

1987 çултан   тытăнса нумай çул хушши М.В. Дмитриев "Заволжский" клубра илемлӗх ертуҫинче вӑй хунă. 23 ҫул клубри творчество коллективӗсене ертсе пынă. Организаторла пултарулӑх пьюӑк, ӗҫ опычӗ пуян унӑн. Ҫакӑ художество пултарулӑх шайне хӑпартма, професси шайне ҫывхартма май панӑ. 1993 ҫулта вӑл йӗркеленӗ фольклор ансамбле Анапа хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри нефтьпе газ промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен фольклор пултарулӑхӗн смотрне, каярах Пӗтӗм тӗнчери тӗрлӗ халӑхсен фольклор фестивальне (Канада, 1995 ҫ.) хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.

М.В. Дмитриев 1990 çул­тан «Заволжски» клубĕн халăх хорне, вокалпа инструментсен "Вирьял" ансамбльне, «Капельки» тата «Каприз» вокал ансамбльсене ертсе пынӑ. Ансамбльсем Шупашкарти, республикӑри сценӑсем ҫине сахал мар тухнӑ. Хамӑр тӑрӑхри авторсен юррисене активлӑ пропагандӑланӑшӑн "Вирьял" ансамбль районти Н. Янкас обществин лауреачӗ пулса тӑнӑ. Коллектив репертуарӗнче вырӑспа чӑваш компо­зиторӗсен произведенийĕсемсӗр пуҫне Михаил Васи­льевич хӑй кӗвӗленӗ юрӑсем 14. "Аннеҫӗм", "Ах, савни", "Газ ӗҫченӗсен гимнӗ", "Газ ӗҫченӗсен вальсӗ" юррисене халӑх хапӑлласах йышӑнать.

Нумай çул хушши хастар ертуҫӗ клубри ачасен "Капельки" тата хӗрарӑмсен "Каприз" вокал ансамблӗсемпе ӗҫленĕ, юрӑҫсемпе ташӑ ушкӑнӗсем, тӗрлӗ мероприятисем валли фонограммӑсем ҫырнă.

Ӗҫне чунтан парӑннӑскер хӑйӗн квалификацине ÿстерсех тӑнă. Вӑл Мускаври Пӗтӗм Раҫҫейри "Карагод" академине вӗренсе пӗтернӗ.

М.В. Дмитриев — ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ, тӗрӗс шухӑшлакан, ҫирӗп характерлӑ ҫын. Унсӑр пуҫне вӑл юратнӑ упӑшка, атте тата асатте, хӗрпе ывӑл ҫитӗнтернӗ. Кирлӗ вӑхӑтра ьггтисене пулӑшать, ырӑ, лӑпкӑ ҫын. Вӑл яланах управлени администрацийӗпе пӗрле ӗҫлекенсен, художество коллективӗсемпе район ҫыннисен хисепӗнче.

Клуб ӗҫченӗсен кунӗнче Михаил Васильевича нумай ҫул хушши культурӑра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ЧР Куль­тура, национальность ӗҫӗсен, информаци политикин тата ар­хив ӗҫӗн министерствин хисеп грамотине тивӗҫнӗ (1995). Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, харпăр хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен кĕввисене районти, республикăри ĕç çыннисем хушшинче анлăн сарнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ ятне панă (1994). 2014 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Миçе çын пăхнă: 178 | Хăçан хушнă: 01.05.2025 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Юрий Зиновьевич Борисов – журналист, краевед, лауреат премии имени Н. Янгаса. Родился в с. Убеево Красноармейского района Чувашской Республики, окончил историко-филологический факультет Чувашского государственного университета имени И.Н.Ульянова. 43 года бессменно работает в редакции Красноармейской районной газеты «Ял пурнăçĕ». Автор 7 книг: «Упи ялĕ – 700 çулта», «Иш, «Парус», иш…», «Яков Абрамович Абрамов – депутат первой Думы», «Упи тăрăхĕ – çĕршыв мухтавĕ», «Чыслă ĕçĕн тÿпи», «Манăçми ялăм, Янмурçин», «Утмăл урлă каçрăмăр…».
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслас енĕпе ĕçлекен комиссин 2025 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн аллă пĕрремĕш номерлĕ протоколĕнчен:
Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата "Хыпар" Издательство çурчĕн тата Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ыйтав-сĕнĕвĕсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать: Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе çак уйрăм çынна чыслас:
Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн, Красноармейски районĕн экономикăпа социаллă сферине тата культурипе халăх пултарулăхне аталанма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Борисов Юрий Зиновьевича «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă.
«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне парассин чыславне 2025 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Красноармейски салин Культура çуртĕнче «Ял пурнăçĕ» хаçат 90 çул тултарнă ятпа ирттерекен уявра тăвас.
#Ял_пурнăçĕ_хаçат
#90_çул_90_лет
#КрасноармейскийМО

Миçе çын пăхнă: 164 | Хăçан хушнă: 23.02.2025 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тăван Трак енре халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташне, сăвăçа, медицина ĕçченне, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ертÿçине Раськин Анатолий Антоновича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе чыслама йышăннă.

Миçе çын пăхнă: 166 | Хăçан хушнă: 03.01.2025 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн районти Культура çурчĕн ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреатне Николай Михайлович Никонорова «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă.

Миçе çын пăхнă: 126 | Хăçан хушнă: 03.01.2025 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

1 2 3 ... 62 63 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2026  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 0
Юзерсем 1
mixaj_58

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2026Сделать бесплатный сайт с uCoz