Вырсарникун, 28.04.2024, 23:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Çу » 22 » Вера Архипова: "Чунра юрату пулмасан..." ("Чăваш хĕрарăмĕ", 14/1242)
Вера Архипова: "Чунра юрату пулмасан..." ("Чăваш хĕрарăмĕ", 14/1242)
14:00
Сăн ÿкерчĕк

«...Чӑн-чӑн юратӑва тӗнче уҫлӑхӗпе танлаштарма пулать. Хӗвел вучӗллӗн юратма кашни ҫын пултараймасть. Савнӑ ҫыншӑн вутта кӗме те, шыва сикме те хатӗр пулмалла. Юрату хавхалантарать, чуна ҫунатлантарать. Юрату вутне лексе курмасӑр пурнӑҫ техӗмне туйма ҫук. Юрату вӑл - мӑшӑр ҫунат. Хӗвеллӗ тӳпере ыткӑнтарать, аҫа ҫ апса ҫ ӑвакан ҫумӑр айне те пусарать, юрлӑ-пӑрлӑ ҫ ил-тӑманра аташтарать. Юрату пуш хире те чечеклентерет, ҫут ҫанталӑк вара тӗлӗнмелле ачаш та хитре кӗвӗпе тулать. Кашни ҫ ын ырӑ пирӗшти пекех туйӑнать. Пулма пултарайман чӑнлӑх вӑл - юрату...» Чи асамлӑ туйӑм ҫинчен ҫакӑн пек шухӑшлать вӑл - Чӑваш наци библиотекин искусствӑпа литература пайӗнче информаципе тивӗҫтерекен тата массӑллӑ ӗҫшӗн яваплӑ тӗп специалист Вера Архипова. Наци библиотекин «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн хуҫи те вӑлах - черчен те сӑпайлӑ Вера Севастьяновна. Республика, хула шайӗнчи тӗрлӗ мероприяти пуҫаруҫи вӑл. Чӑваш наци конгресӗнче - культура комитечӗн ертӳҫи. РФ Журналистсен союзӗн членӗ. Нестер Янкас, Алексей Талвир, Иван Яковлев ячӗллӗ чӑваш наци премийӗсен лауреачӗ. Унӑн пархатарлӑ ӗҫӗсен списокне темӗн вӑрӑмӑш тӑсса кайма пулать. Ҫавӑнпа тӳрех ыйту ҫуралать - мӗнле майпа пур ҫ ӗре те, пур ӗҫе те ӗлкӗрет-ха вӑл? Аҫтан вӑй-хал ҫитерет? Статьяна ахальтен мар юрату ҫ инчен пуҫларӑмӑр. Ъҫе, пурнӑҫа, ҫынна юратни ҫав таран хавхалану кӳрет те ӑна, чунӗ ырӑлӑхпа тапса тӑраканскерне. Чи малтанах «Мерчен» тӗпелӗн сӑпайлӑ хуҫи пек пӗлеҫҫӗ ӑна. Ҫавӑнпах юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗпе тӗплӗнрех паллашар-ха. «Мерчен» 2012 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна аталантарма ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ С.Макарова, музыка тӗпчевҫи М.Кондратьев профессор, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Н.Казаков композитор пулӑшнӑ. Халӗ «Мерчене» Раҫҫей шайӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Маттур ҫ ак пике Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче ҫуралса (снӗ. Ашшӗ Севастиан Михайлович шкул директорӗнче ӗҫленӗ, амӑшӗ Ольга Александровна ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. «Анне шкулта фольклор ансамблӗ йӗркеленӗччӗ, унта ватти-вӗтти ҫӳретчӗ. Районти ялсене те концертпа каяттӑмӑр. Атте ҫыравҫӑсемпе, (нерҫӗсемпе, артистсемпе, республикӑри паллӑ ҫынсемпе туслӑччӗ. Вӗсене шкула тӗл пулӑва яланах чӗнетчӗ. Совет Союзӗн Геройӗ Федот Орлов хӑнара пулни халӗ те асра. Паттӑр летчик чӑваш улӑпӗ пекех туйӑнчӗ мана. Герасим Харлампьев илӗртӳллӗ калаҫма пӗлетчӗ, хаваслӑхӗпе, ӑшӑ куллипе тыткӑнлатчӗ. Мӗн ачаранпах тӑван культурӑн чӗрӗ юхӑмӗнче «ишнӗ» эпӗ», - каласа кӑтартать хӑй ҫинчен Вера Архипова. Ҫак туртӑм унӑн ачисене те куҫнӑ. Хӗрӗ Янина педагогика университечӗн (нерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кӗҫӗнни Максимилиан журналистикӑра калем ҫивӗчлӗхне тӗрӗслет. Вера Севастиановна хӑй вара Хусанти культура институтӗнче ӑс пухнӑ. «1985 ҫулта институт дипломне алла илсен Шупашкарти Корней Чуковский ячӗллӗ ача-пӑча библиотекинче ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫынсемпе ӗҫлес, мероприятисем ирттерес килетчӗ. Ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавӗсене йӗркелеме пуҫларӑм. Ачасем йышлӑн пуҫтарӑнатчӗҫ. Ҫакна кура тӗрлӗ темӑпа тӗл пулусем ирттерме тытӑнтӑм. «Вера Севастиановна килсен библиотека ӗҫӗ уҫӑлсах кайрӗ», - тетчӗ Елена Васильева, методикӑпа библиографи уйрӑмӗн ертӳҫи», - аса илет ҫамрӑклӑхне Вера Архипова. Паян вӑл тӗп ӗҫӗнче вӑй хунисӗр пуҫне чӑвашлӑх юхӑмне хастар хутшӑнса вӑйлӑ карап пек ишет малалла. Хӑй хыҫҫӑн ыттисене те хӑватлӑн ертсе пырать. Хастар хӗрарӑмӑн пултарулӑхне, хастарлӑхне хак парса ӑна нумай-нумай хисеп хучӗпе чысланӑ. Вера Севастиановна - Раҫҫей, республика шайӗнчи тӗрлӗ конкурс лауреачӗ. Ҫӗршыври ача-пӑча ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн «Светоч просвещения» орденне тивӗҫнӗ вӑл. Ҫак кунсенче вара Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗшӗн тӗлӗнмелле хӗрӳ вӑхӑт - Шупашкарта ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашӑн «Кӗмӗл сасӑ» фестивальконкурсӗ иртет. Ӑна ҫӳллӗ шайра йӗркелессишӗн яланхи пекех Вера Архипова ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ тӑрӑшать. Унӑн лауреачӗсемпе, ҫӗнӗ ятсемпе вулакана каярахпа паллаштарӑпӑр-ха. Халӗ вара Архиповсен йӑхӗ ҫинчен малалла вуласа пӗлер. Каш та каш кашлать йӑмра «Юманай ялӗнче, Архиповсем пурӑнакан кил-ҫурт умӗнче, ватӑ йӑмра ларать. Тем те курнӑ ҫав лаштра йӑмра, тем те ас тӑвать чӑваш ҫыннин )ҫӑмӑл мар пурнӑҫне ӑнланакан сӑваплӑ йывӑҫ. Этем чӗлхипе калаҫма пӗлес пулсан ҫак йӑмра пире Архиповсен йӑхӗн тӗрлӗ ӑрӑвӗ ҫ инчен тӗплӗнрех каласа парӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл ниҫта тапранмасӑр ларать, йӑлтах курать, йӑлтах хӑлхана чикет. Ҫын пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ кашни пулӑм хӑйне майлӑ паллӑ йӗр хӑварать. Архиповсен йӑмри те ҫавнашкалах. Калӑпӑр, килет вӗсен пархатарлӑ кил-йышне ҫӗнӗ кайӑк - йӑмра ҫийӗнчех ешӗл турат кӑларать. Вӗренсе тухать Юманай шкулӗнчен вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тепӗр хастарлӑ (сӗм - каллех ухӑ йӗппи пек ҫивӗч турат шӑтать. 1957 ҫулта туслӑ мӑшӑрӑн Вера ятлӑ хӗрача ҫуралать - йӑмрашӑн тесен каллех хӗвел енне парка турат ямалли паллӑ сӑлтав. Черечӗпе мӑнукӗсем те килеҫҫӗ ҫутӑ тӗнчене. Пӗрне те сумсӑр та хисепсӗр хӑвармасть йӑх йывӑҫҫи йӑмрамӑр, пурне те шута илет, пурин ятне те хӗвел умне ҫӗклет. Каш та каш кашлать Юманай йӑмри. Сӑвӑ та калать вӑл, юрӑ та юрлать, ташӑ та ташлать. Унӑн ешӗл пуҫӗнче - вун-вун, ҫӗрҫӗр ҫын пурнӑҫӗнчи тӗрлӗрен пулӑм. Йӑмра тивӗҫӗ - йӑлтах шута илесси, йӑлтах пӗр ҫӗре пуҫтарасси, ҫапла майпа пурнӑҫ кӗнекине йӗркелесси. Ҫӑмӑл мар ку ӗҫ. Анчах пурнӑҫ йывӑҫҫин чӑтмаллах. Ҫӗнӗ ҫынсемпе, ҫӗнӗ ӗҫсемпе, ҫӗнӗ пулӑмсемпе пуянланса пырать пӗрлехи ас тӑвӑм. Тӗнче ас тӑвӑмӗ. Севастиан Михайлович ҫырса пынисенчен пӗр пулӑмне кӑна итлесе пӑхар-ха лаштра йӑмра кашлавӗн кӗввинче. «Эпӗ Тури Выла ҫынни. Юлташ пурччӗ манӑн унта. Хамран виҫӗ ҫул кӗҫӗнскер. Питӗ тӑнлӑччӗ. Мӗн вуланине манмастчӗ, нихҫан та пуҫран кӑлармастчӗ. Штанаш шкулӗнче пӗрле вӗрентӗмӗр. Унӑн ячӗ - Александр Артемьев. Чӑваш халӑх писателӗ. Проза ӑсти, лайӑх поэт, литература тӗпчевҫи. Ун ҫинчен нумай ҫырнӑ, анчах ҫак пулӑма никам та асӑнман. Саша хӑй те, унӑн Иван ятлӑ пиччӗшӗ те вӑрҫӑра виҫшер хут аманнӑ. Килне, амӑшӗ патне, иккӗшӗн те вилнӗ хучӗсем килнӗ. Амӑшӗ йӗрет, лӑпланса ларма вырӑн тупаймасть. Вӑрҫӑ чарӑнать хайхи, ҫӗнтерӳ шавӗ кӗрлесе иртет. Пӗр кунхине Саша хӑй урипех утса килне ҫитет. Амӑшӗ ӗненмест, ултавлӑ курӑну мар-ши ку, тет, ывӑлӗ ҫине шикленсе пӑхать. - Ан хӑра, анне, эпех ку, сан ывӑлу, - тет Саша. Амӑшӗ салтака пырса ыталать, йӗрсе ярать. Ҫав эрнерех Сашӑн пиччӗшӗ Иван та вӑрҫӑран таврӑнать. Ҫапла та пулнӑ пирӗн Тури Выла ялӗнче». Каш та каш кашлать лаштра йӑмра... Ун кашни тураттин кӗввинче - тӗнче умӗнчи пулӑм», - ҫапла курса, ҫапла ҫырса кӑтартнӑ Архиповсен йӑхӗ ҫинчен Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер.

Рита Арти

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 114 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz