Шăматкун, 27.04.2024, 07:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Çу » 14 » "Улăп-2022" конкурс-викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ
"Улăп-2022" конкурс-викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ
07:45
Сăн ÿкерчĕк
  1. Николай Карай поэт-çыравçă ăçта тата хăçан çуралнă?

Хурав: Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) 1942 çулта Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă.

  1. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ăна мĕнле чĕннĕ? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ-ши?

Хурав: Николай Карай ҫемйи пысӑках пулман: ашшӗ, амӑшӗ, аппӑшӗ Валя тата пулас çыравçă Коля. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман. Ҫавӑнпа та ачалӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман, килти арҫын ӗҫӗ ун ҫине тиеннӗ. Пĕчӗк чух ӑна ялта Шӑнкӑрч тесе чӗннӗ. Ӳсерехпе Коля теме пуҫланӑ. «Ялти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш класа Мӑн Шетмӗ шкулне вӗренме кайрӑмӑр, анчах пурӑнмалли ҫук пирки вӗренме пӑрахрӑмӑр. Коля вара Красноармейски шкулне вӗренме кайрӗ. мӗншӗн тесен унта пурӑнма интернат пурччӗ. Вăл шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫыратчӗ, пире вуласа паратчĕ», - тесе аса илет халӗ Николай Исаков, унӑн ҫывӑх юлташӗ. Сăвă çырма ăна тăван чĕлхене юратни хистенĕ. Юрлама юратнă, купăс калама пĕлнĕ. «Кукамай халап-юмах яма питĕ ăстаччĕ. Унран чылай куçнă мана. Анне те хăна-вĕрле пухсан хăй сăвăласа юрлатчĕ. Эпĕ 6-мĕш класрах çырма пуçланă. «Çеçпĕл çеçкисем» литература кружокне çÿреттĕм», - аса илетчĕ вăл хăй. «Сочиненисем, изложенисем илемлӗ чӗлхепе ҫырӑнатчӗҫ унӑн. Хам шкулта ӗҫленӗ ҫулсенче эпӗ литература кружокне ертсе пыраттӑмччӗ. Пӗр вӑхӑтра Николай ҫав кружока ҫӳрерӗ…» - тет ун çинчен Елена Антоновна вĕрентекен.

  1. Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ, мĕнле-мĕнле пултарулăхпа палăрнă?

Хурав: Красноармейски шкулне вӗренсе пӗтерсен вӑл Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗрет. Тăтăшах сăвăсем çырать. Купăс калама вĕренет, ял çыннисемпе юлташĕсене тĕрлĕ кĕвĕ каласа тĕлĕнтерет. Юрлама та юратнă. 1968 ҫулта вӗренсе пӗтерет те тӑван шкула вырӑс чӗлхи учителĕнче ӗҫлеме килет. Вӑл тăван шкулта ӗҫленӗ вӑхӑтсем ҫинчен ҫапла каларӗ Елена Антоновна: «Миҫемӗш ҫулхине астумастӑп, Николай Дмитриевич тăван шкула вырӑс чӗлхипе литератури учителĕнче ӗҫлеме килчӗ. Пĕрле ӗҫлерӗмӗр. Коллективра авторитетлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна пурте хисеплетчӗҫ: вӗрентекенсем те, вӗренекенсем те.

  1. Николай Карай хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?

Хурав: Николай Дмитриевич Дмитриев-Карай чӑваш литературине ача-пӑча ҫыравҫи пек кӗрсе юлчӗ. Ачасем валли аслисем валли ҫырнинчен чылай йывӑртарах. Ҫыраканӑн ача пек таса чунлӑ пулмалла, тӗнчене ача куҫӗпе курма пӗлмелле. Ача-пӑча чунне ӑнланма ӑна шкулта ачасемпе ҫывӑх ӗҫлени те пулӑшнӑ пуль. Пĕрремĕш сăввине Юрий Гагарина халалланă вăл. Хайхи сăвă «Ял пурнăçĕ» район хаçатĕнче пичетленнĕ. Ачасем валли тухнӑ чи малтанхи кӗнеки «Шӑллӑм» (1973) ятлӑ.

  1. Николай Карайăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Поэт мĕнле-мĕнле хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ-ши?

Хурав: Карай пӗр хушӑ (пилĕк çул) Красноармейски районĕн «Ял пурнӑҫӗ» хаçат редакцинче те ӗҫлет, ҫырусен пайне ертсе пырать. Пуринчен ытла пурнăçри çитменлĕхсем ҫырма тивет ӑна. Сатирӑпа юмор страницисем тӑтӑшах тухнӑ. Николай Карай материалӗсемсӗр пӗр "Хӗскӗч кӗтесси" те тухман. Ҫав вӑхӑтрах «Россия» колхозӑн «Çĕнтерӳшӗн» хаҫатне те кӑларнӑ. Кунта «Ҫавал хумӗсем» пӗрлешӳ ӗҫне хастар хутшӑннӑ, сӑвӑсемпе калавсем ҫырнӑ. Анчах та тӗрлӗ сӑлтавсене пула вӑл тӑван тӑрӑхпа сывпуллашса Томск облаҫӗн Бакчар районӗнчи Бородинск ялне тухса каять. Кунта вӑл шкулта вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан пӗр-икӗ ҫул Карая килсе пурӑнчӗ, анчах чунӗ ывӑлӗпе хĕрӗ патнех туртӑнчӗ пулмалла, вӑл каялла кайрӗ. Ҫапах та хӑйӗн хайлавӗсене «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсемпе «Ял пурнӑҫӗ», «Хыпар» хаҫатсенче пичетлесех тӑнӑ. Унӑн ҫитӗннисем валли ҫырнӑ сӑввисем пурнӑҫ. юрату, туслӑх, уйрӑлу темисене хускатаҫҫӗ.

Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) - пултаруллӑ сӑвӑҫ. Вăл Раҫҫей Журналисчӗсен Союзĕн членĕ (1965), Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ (2011), Пӗтӗм Раҫҫейри Авторсен обществин членӗ, Пĕтӗм тĕнчери «Филантроп» премийӗн сертификатлӑ номинанчӗ. Трак енри Нестер Янкас премийĕн лауреачӗ (1996). Карай ялĕн хисеплĕ гражданинĕ.

  1. Поэтăн чи паллă юррисене çырса парăр, вĕсене ытларах хăш композиторсем кĕвĕленĕ?

Хурав: Николай Карай ҫав тери хаваслӑ, вашават ҫын пулнӑ. юрлама юратнӑ, купӑспа ӑста каланӑ. Хӑйӗн сӑввисемпе юрӑ хывакан композиторсемпе - Юрий Кудаковпа, Илья Степановпа. Зоя Петровӑпа яланах ҫыхӑну тытнӑ. Унӑн сӑввиссмпе хайланӑ юрӑссм халӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Вĕсен шутӗнче «Ах. аннеҫĕм, анне», «Ман ҫĕр-шыв». «Хурӑнсем», «Юрату сӑмсахӗ». «Ӑшӑ çумӑр», «Чечек ҫыххи», «Савнӑ тӑван» юрӑсем тата ыт.те.

  1. Николай Карай 20 çул ытла Çĕпĕрте пурăннă. Хăш хулара е ялта? Çав вырăнсене сăнлакан сăвва палăртăр. Ăна «Çĕпĕрти чăваш поэчĕ» тесе кам каланă?

Хурав: Вăл 20 çул хушши Томск облаҫӗн Бакчар районӗнчи Бородинск ялĕнче пурăнать. Хăй пурăннă вырăнсен илемне поэт куçĕпе курса, чĕрипе туйса сахал мар сăвă калăплать. «Ял-йыш» (2004, редакторĕ – Михайлов В.М., корректорĕ – Михайлова З.П.) сăвă кĕнекинче «Бородинск», «Татьяновка» ятлă сăвăсем пичетленнĕ. Сăвăра асăннă ялсене чăвашсем пуçарса янă иккен. Вĕсен синкерлĕ пурнăçне те çырса кăтартнă вĕсенче.

Ăна «Çĕпĕрти чăваш поэчĕ» тесе пирĕн районта тата республикăмăрта паллă поэт Николай Гаврилович Ершов-Янгер каланă (Ефимов-Тусли Г. Ҫӗпӗрти чӑваш сӑвӑҫи / Г. Ефимов-Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2002. – 7 ҫу.). Вăл Янкас ялĕнче пурăнать.

  1. Поэтăн пичетленсе тухнă поэзи кĕнекисене хронологи йĕркипе асăнса тухăр.

Хурав: Ачасем валли тухнӑ чи малтанхи кӗнеки «Шӑллӑм» (1973) ятлӑ. Ун хыҫҫӑн «Ураллӑ купӑс» (1987, 2009), «Вырма парни» (1992, «Ял пурнăçĕ» хаçат çумĕнче) кӗнекисем тухаççĕ. Тăваттăмĕш кӗнеки «Тусӑм» (2000) ятлӑ. Вӑл «Ҫилҫунат» журнал ҫумӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫавӑн пекех «Эпӗ халӗ пиллӗкре» (2008), «Ҫывӑх тус» (2011), «Мучи пӗви» (2013) ятлӑ кӗнекисем кун ҫути кураҫҫĕ. Ачасем валли «Туслӑх палли» калавсен кӗнекине кӑларма хатӗрленӗ. Анчах ҫак кӗнеке тухни паллӑ мар. Ачасемсĕр пуçне вӑл ҫитӗннисем валли те ҫырать.Чылай калав-сӑвӑ хайлать. Ҫитӗннисем валли «Ял-йыш саламӗ» (2004) сӑвӑсен пуххи кӑларать. «Пичев лаши» сӑвӑсен пуххине хатӗрленӗ. Ку кӗнекене пичетлесе кӑларни паллӑ мар. Ытти чăваш поэчĕсемпе те сăвă кĕнекисем кăларнă вăл: «Туссемпе пĕрле» (1985), «Юратнă кĕнеке» (1992), «Пĕчĕк туссем» (2004), «Уйăх ачи»(2005), «Нарт-нарт кăвакал» (2011).

  1. Хамăр ентешсем ун çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта сахал мар статья пичетленĕ. Çав çынсене палăртăр. 

Хурав:

Алексеев О. Халӑх кун-ҫулӗ – чӗлхе илемӗ / О. Алексеев // Хыпар. – 2004. – 10 ҫӗртме.
Ӑсан У. Пысӑк парне / У. Ӑсан // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2011. – 5 ҫурла.
Григорьев Ю. Ҫурҫӗрччен ҫутӑ сӳнмерӗ клубра / Ю. Григорьев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1997. – 29 ака.
Дмитриев Н. Ача-пӑча поэчӗ / Н. Дмитриев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2009. – 4 ҫурла.
Ершов Н. Вӑл ҫуралнӑ ҫыравҫӑ пулмах / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1997. – 12 ака.
Ефимов Г. Сас парать ача / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1995. – 19 раштав.
Ефимов-Тусли Г. Ҫӗпӗрти чӑваш сӑвӑҫи / Г. Ефимов-Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2002. – 7 ҫу.
Карай Н. «Эсӗ ман пӗртен-пӗр сӑвӑҫ…» / Н. Карай // Хыпар. – 2002. – 22 ҫу.
Николай Карай 65 ҫул тултарнӑ май // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2007. – 13 ака.
Николай Карай 70 ҫулта // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2012. – 13 ака.
Сарпи Р. Карай каччи – Николай Карай / Р. Сарпи // Хыпар. – 1998. – 22 ҫурла.
Ҫӗнӗ парне // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2009. – 8 ҫу.
Хаҫат хӑни - Николай Карай // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2011. – 26 ҫурла.
Шингарев В. "Шухӑшсем ачалӑха тавӑраҫҫӗ..." / В. Шингарев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2013. – 9 ҫурла.

10.  «Хуть пĕр кун чун хушнă пек

Ман пурнасчĕ пурăнса.

Эп ачалăха тÿрех

Кайнă пулăттăм чупса.

Ман манас килет тĕпрен

Кулленхи хуйха-суйха.

Ах, мĕн-ма ик хут пÿрмен

Этеме ачалăха».

         - авторăн хăш сăввинчен çак йĕркесем? Ăçта тата хăçан пичетленнĕ вăл?

          Хурав: Çак йĕркесем «Ачалăх» сăвăран. «Тăван Атăл» журналта 2003-мĕш çулта (10 №, 33 стр.) пичетленнĕ.

Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 139 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz