Шăматкун, 27.04.2024, 01:10
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Пуш » 5 » Трак енре «Янкас вулавĕсем» иртрĕç
Трак енре «Янкас вулавĕсем» иртрĕç
13:55
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Культура çуртĕнче район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ пуçарнипе Нестер Янкас ентеш-поэта тата 2017 çулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавĕсем» ăслăлăхпа таврапĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Тухса калаçакансем (пурĕ 27 çын: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕсем, культура ĕçченĕсем, журналистсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем) Нестер Янкас тата 14 юбилярăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Юбилярсем: Василий Васькин, Борис Романов, Николай Ершов, Николай Карай поэтсем, Георгий Тусли, Виктор Данилов журналистсем, Вилорик Романов, Николай Филимонов композиторсем, Дмитрий Александров таврапĕлÿçĕ, Зоя Ананьева юрăçă, Раиса Федорова артистка, Дмитрий Иванов учĕнăй, Александр Кириллов тухтăр тата Александр Сымокин общество деятелĕ. Кусем пурте ятлă-сумлă, пултаруллă, хисепе тивĕçлĕ çынсем. Хамăрăн Трак ен çĕрĕнче çуралса ÿснĕ, район историне пуянлатса пынă тата пыракан талантлă çынсене пирĕн тивĕçлипе хакламалла, вĕсен пархатарлă ĕçĕсемпе мухтанмалла, вĕсен ятне çĕклесе пымалла. Çак тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ «Янкас вулавĕсем» конференци.

Тухса калаçакансем тĕплĕн хатĕрленни, хăйсем суйласа илнĕ темăна тарăннăн тишкерсе çутатса пани, ентешсем çинчен мăнаçланса калаçни питĕ савăнтарчĕ. Хăйсен калаçăвне мультимедиллĕ презентацисемпе, асаилÿсемпе, юрăсемпе, сăвăсемпе пуянлатни пушшех те кăмăла çĕклерĕ. Тăватă сехете пынă конференци сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Мĕншĕн тесен кашни тухса калаçакана итлесе ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Хамăр юратнă ентешсем çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр.

Ăслăлăх конференцине Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова йĕркелесе пычĕ. Самантпа усă курса çак кунсенче хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă Виктор Данилов журналиста Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Николай Ершов ентеш-поэт хăйĕн ятарлă премине ку хутĕнче Туçи Чуракасси ялĕнче пурăнакан районти «Ял пурнăçĕ» хаçатăн общество корреспондентне Аврам Николаева пачĕ.

Конференцие хутшăннисем «Янкас вулавĕсене» кашни çулах ирттерме, унта Чăваш енре пурăнакан ытти ентешсене, çитес çулхи юбилярсемпе вĕсен тăванĕсене чĕнсе йыхравлама йышăнса хăварчĕç, конференцире тухса калаçнисен материалĕсене кĕртсе кĕнеке пичетлеме палăртрĕç.

Зинаида Михайлова, ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 309 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz