Вырсарникун, 05.05.2024, 14:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2024 » Пуш » 8 » "Трак ен пики - 2024" конкурс иртнĕ
"Трак ен пики - 2024" конкурс иртнĕ
22:47
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски салин культура ҫуртӗнче, Çемье çулталăкне тата Хĕрарăмсен кунне халалласа, йӑлана кӗнӗ «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ.

Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухнă. Хӗрсем чăваш нацин пӗр-пӗр апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ. Пикесен ӑсталӑхне ятарлă жюри хак панӑ.

Ҫивӗч тупӑшура «Трак ен пики-2024» ята Анастасия Ершова (Трак вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ. «Вице-Трак ен пики-2024» — Анна Жидова (Упи вăтам шкулĕ).  «Çивĕч ӑс-тӑнлӑ пике»  - Ирина Степанова (Красноармейски вӑтам шкулӗ), «Сăпайлă пике» - Карина Родионова (Еншик Чуллă территории пайĕ), «Хÿхĕм пике» - Инна Андреева (Алманч вăтам шкулĕ), «Тарават пике» - Агния Егорова (Чатукасси территори уйрăмĕ), «Пултаруллă пике» - Карина Федотова (Упи вăтам шкулĕ), «Илĕртÿллĕ пике» - Кристина Иванова (Красноармейски вăтам шкулĕ) номинацисенче палӑрнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята вара Карина Федотова (Упи вăтам шкулĕ) ҫӗнсе илнӗ.

Маттур пикесем Дипломсемпе парнесене тивӗҫнӗ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 53 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz