Эрнекун, 26.04.2024, 17:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Пуш » 30 » Шупашкарта çыравçăсен çулленхи черетлĕ ларăвĕ
Шупашкарта çыравçăсен çулленхи черетлĕ ларăвĕ
16:37
Сăн ÿкерчĕк
Пушăн 29-мĕшĕнче Чăваш Наци вулавăшĕнче Чăваш Республикинчи профессионал çыравçăсен çулсерен иртекен черетлĕ пĕтĕмлетӳллĕ пухăвĕ иртрĕ.
Ларăва писательсен правлени пуçлăхĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл çулталăк хушшинче çыравçăсем мĕн ĕçленине пĕтĕмлетсе каласа пачĕ. Ун хыççăн В.А. Абрамов критик тата литературовед паянхи чăваш прозинчи лару-тăру пирки сăмах илчĕ. Тĕпчевçĕ палăртнă тăрăх, паянхи прозăра калав жанрĕ ытларах аталанни курăнать-мĕн. Малалла В.Кошкин-Кервен сăвăç чăваш поэзийĕ пирки тухса калаçрĕ, ку чухнехи сăвăçсен çитменлĕхĕсене уççăн палăртрĕ. Д.Суслин писатель вырăсла çыракансен пултарулăхне пăхса тухса хак пачĕ, вырăсла хайлавсене кун çути курма йывăртарах пулин те çыравçăсем пуррине палăртрĕ. ЧПУ доценчĕ И.В.Софронова литературовед ача-пăча прозинчи çитĕнӳсемпе çитменлĕхсене шĕкĕлчерĕ. Докладсене сӳтсе явассине ларăва килнĕ ытти писатель-поэтсем активлă хутшăнчĕç: Анатолий Кипеч, Ăсан Уçăпĕ, Н.Пăрчăкан, Виталий Родионов т.ыт.те. Чылай писатель палăртнă тăрăх, паян çыравçă ĕçĕ пĕртте çăмăл мар: гонорар питĕ пĕчĕк пулнинчен тытăнса кĕнеке пичетлес ĕç авторшăн тăкаклă пулни таранах. Анчах паян ЧР культура министерстви тĕрлĕ майсем те сĕнет: ача-пăча кĕнеки кăларма грантсем çĕнсе илесси, калăпăр.
Литературăн кирек хăш саманара та пĕр тĕллев пулнă — этемлĕхĕн чун тĕнчине пуянлатма пулăшасси. Паянхи саманара литература тĕнчинче чăрмавсем пит нумай пулсан та, çак тĕллев пурнăçлантăр тесе чăваш çыравçисем ырми-канми ĕçлессе шанас килет.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 437 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz