Кĕçнерникун, 25.04.2024, 14:54
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 24 » "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" çĕнĕ ятсем çуратрĕ
"Шетмĕпе Çавал кĕввисем" çĕнĕ ятсем çуратрĕ
17:40
Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче композитор, юрă-сăвă тата халăх пултарулăхĕн "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” районти ХII фестивалĕ иртрĕ. Ăна ку хутĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа — 65, района никĕсленĕренпе 75 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç.
Фестивале район Гимнĕпе уçрĕç. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. Антонов Трак тăрăхĕнче сăвăçсемпе композиторсен тата юрăçсен йышĕ ÿссе пынине, вĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланнине, хальхи фестиваль те çĕнĕ ятсем çуратнине палăртрĕ, пултарулăх çыннисене район администрацийĕ ячĕпе ăшшăн тав турĕ, çирĕп сывлăхпа вăй-хăват сунчĕ. Фестиваль пĕлтерĕшне пысăка хурса, çавăн пекех район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Лебедев, районти музыка пĕрлĕхĕн ертÿçи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Н. Ершов сăмах каларĕç. Пирĕн паллă ентешĕн, Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă истори ăслăлăхĕсен докторĕн тата ятлă-сумлă композиторăн В. Романовăн мăшăрĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р. Романова красноармейскисене Вилорик Федоровичăн юрри-кĕввине упранăшăн, ăна манăçа кăларманшăн чун-чĕререн тав турĕ, В. Романовăн кĕнекисене районти тĕп библиотекăна парнелерĕ. С. Аксар сăввипе Вилорик Федорович кĕвĕленĕ "Юратнă сукмак” юрра фестивальте Л. Михайловапа Г. Яковлев шăрантарчĕç, диплома тивĕçрĕç.
Ятарлă жюри йышĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасри культура çурчĕн директорĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е. Егоров, унти халăх хорĕн хормейстерĕ В. Парфенов, районти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Е. Михеева тата паллă сăвăç, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л. Антонов пулчĕç. Вĕсем фестиваль концерчĕн программине кĕртнĕ юрăсен кĕвви-çеммине, темине, содержанине, илемлĕхне, янравлăхне тата пахалăхне тĕплĕн тишкерсе хакларĕç. Куракансем ятлă-сумлă Н. Филимонов, В. Рудникова, Ю. Романов, М. Дмитриев, И. Степанов, И. Прокопьев, В. Романов, Ю. Шепилов, О. Димитриев, Г. Дубров композиторсеннипе пĕрлех юрăсем кĕвĕлес пархатарлă çул çине тăнă В. Никитин, В. Иванов, Владимирпа Валериан Троицкийсен, А. Васильев, В. Уганин, С. Семенов хайлавĕсене те хапăлласа йышăнчĕç. Вĕсене залра ларакансем патне халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертÿç — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев), "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи — Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Никоноров), "Заволжский” клуб çумĕнчи "Каприз”, Чатукассинчи тата Упири кану центрĕсен пултарулăх ушкăнĕсем, Л. Егоровапа О. Димитриев, Л. Захарова, А. Козлова, Н. Петрова, С. Данилова, Р. Васильев, Е. Николаева тата ытти солистсем çитерчĕç.
Фестиваль хăйĕн гимнĕпе — пирĕн ентешсем Верăпа Гурий Алексеевсем çырса кĕвĕленĕ "Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем” юрра пурте пĕрле юрланипе вĕçленчĕ.
Жюри членĕсем тĕрлĕ номинацисенче палăрнă ветерансен хорне, Л. Михайловапа Г. Яковлева, Надежда Петровапа Анастасия Козлована, Владимирпа Валериан Троицкийсене, Е. Николаевана, С. Данилована, Л. Захарована, Г. Дуброва, Чатукассинчи кану центрĕн пултарулăх, "Трак ен” халăх фольклор тата "Заволжский” клуб çумĕнчи "Каприз” ушкăнсене дипломсемпе чысларĕç.
Красноармейскисем çавăн пекех хут купăсçăсен ансамблĕн (ертÿçи — Н. Никоноров) тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасри культура çурчĕ çумĕнчи "Хĕлхем” ушкăн пултарулăхне те пысăк хак пачĕç.

В. Данилов.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 713 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz