Эрнекун, 26.04.2024, 17:53
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Раштав » 21 » Серафимов В.С.: Историк, таврапĕлỹçĕ, тĕпчевçĕ…
Серафимов В.С.: Историк, таврапĕлỹçĕ, тĕпчевçĕ…
23:34
Сăн ÿкерчĕк

 Чылайранпа пĕлетĕп Красноармейскинче тĕпленнĕ В.С. Серафимова. Районти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕнче ĕçленĕ чухне Владимир Серафимовичпа тата тĕплĕнрех паллашма, алла-аллăн тытăнса ĕçлеме тỹр килчĕ мана. Ун патне культурăпа искусство ыйтăвĕпе пырсассăн вăл яланах сана майлă хуравлать. В. Серафимов 1950 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче хамăр районти Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралнă. Сакăр çул тултарсан Енĕшкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул сукмакне такăрлама пуçланă вăл, Чатукасси вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухса алла аттестат илнĕ. Владимир тăрăшса вĕреннĕ, уйрăмах вăл историпе обществоведени предмечĕсене ытларах кăмăлланă. Ăна уйрăмах хамăр тăрăхри ялсем пуçланса кайни, вĕсенчен тухнă паллă çынсен кун-çулĕ кăсăклантарнă. Çĕнĕ Выççăлккă каччи шкул сакки çинче ларнă чухнех педагогсен куçĕ умне "ỹкнĕ" темелле. Ăна Чатукасси шкулне лаборант, ĕç тата истори учителĕн должноçне ĕçе илеççĕ. Тăватă çул хушши тăрăшать кунта вăл. Пултаруллă каччăна 1971 çулхи чỹк уйăхĕнче комсомол райкомĕн секретарьне-вĕренекен çамрăксен пайĕн заведующине çирĕплетеççĕ. Çарта пулать, çак вăхăтра 4 хутчен кĕске вăхăтлăх отпуска килсе каять. Ун хыççăн В. Серафимов И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмĕнчен вĕренсе тухать. Аслă пĕлỹллĕ-скерне район ертỹçисем асăрханах пулас çав. Кĕçех ăна ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне çирĕплетеççĕ. 1977 çулта вăл тепĕр хут çар тумĕ тăхăнать. В. Серафимов лейтенант икĕ çул хушши рота командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать. Салтак шинельне хывсан вăл пĕр тапхăр парти ĕçĕнче пулать. 1984 çулта Трак енри историпе краеведени музейне ĕçлеттерсе ярас тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри "Пĕлỹ" обществин районти организацийĕн правленийĕн яваплă секретарĕнче вăй хума пуçлать. 1986 çулхи кăрлач уйăхĕнче В. Серафимова райĕçтăвкомăн культура пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çав тапхăртанпа унăн творчество ĕçĕ-хĕлĕ Трак енри культура учрежденийĕ-семпе тỹрремĕнех çыхăннă. Çав çулах вăл çине тăнипе районти ача-пăчан ỹнер шкулĕ уçăлать. Каярах ỹнерпе илемлетỹ мастерскойне ĕçе яраççĕ. Çакă вăл клубсемпе культура çурчĕсене илемлетес, урамсенчи курăнакан агитацие çĕнетсе тăрас çĕрте питех те пысăк вырăн йышăннă. Бурят Республикин опычĕн никĕсĕ çинче районти Культура çурчĕ çумĕнчи методкабинета культура пайĕн йĕркелỹпе методика центрĕ туса хураççĕ. Владимир Серафимович çине тăнипех культура пайĕн уйрăм бухгалтерине йĕркелеççĕ. Вăл художество пултарулăх коллективĕсене аталантарас ĕç çине уйрăмах тимлĕх уйăрать, пултаруллă коллективсене "халăх коллективĕ" ят пама тытăнаççĕ. Чи малтан çак ята Яманакри Культура çурчĕ çумĕнхи театр коллективĕ, Пикшикри культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ тата районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Трак ен" фольклор ушкăнĕ тивĕçнĕ. Каярах "халăх" ята Заволжски клубĕн хорне панă. Вăл тапхăрта культура учрежденийĕсене юсаса çĕнетес, вĕсене музыка инструменчĕсемпе тивĕçтерес, пултарулăх коллективĕсем валли сцена костю-мĕсем çĕлеттерес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. В. Серафимов хăйĕнчен тата хăйне пăхăнса тăракансенчен çирĕп ыйтнă. Вăл уйрăмах кадрсен ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Хусанти культура институчĕпе, республикăри культура, Шупашкарти музыка тата ỹнер училищисемпе тачă çыхăну тытнă. 1996 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен И. Яковлев ячĕллĕ ЧППИин музыкăпа педагогика факультечĕсене куçăм тата куçăмсăр майпа13-ĕн вĕренме кĕнĕ. В. Серафимов культура пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă чухне Е. Иванова (Пшонкă), Ю. Миронов (районти Культура çурчĕ), И. Степанов (Кушкă), А. Алексеев (Яманак), Е. Константинова (Упи) ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. В. Серафимов Чăваш Енри кỹршĕ районсемпе, Раççейĕн регионĕсемпе туслă çыхăнусем йĕркелесси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Паян кун та эпир Мари Эл Республикинчи Морки, Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Çакна пулах халичченех Çĕпĕр çĕрĕ çинче чăваш юррин "Йăмра" халăх ансамблĕ ĕçлет. Хамăрăн "Трак ен" халăх фольклор ансамблĕ тăтăшах аякри тусĕсем патне тухса çỹрет. В. Серафимов ентешлĕхе чĕртсе тăратас тĕлĕшпе уйрăмах нумай ĕçлерĕ. Трак енре çуралса ỹснĕ, Шупашкар хулинче тĕпленнĕ тус-юлташсенчен 1990 çулхи раштавра "Трак ен" ентешлĕх йĕркеленнĕ. Ăна ертсе пыма Раççей халăх артисчĕ Ф. Лукин сĕннипе А. Григорьев искусствоведа шаннă. Вăл паян кун та йĕркеллĕ ĕçлесе пырать. Унăн тилхепине А. Львов предпринимателе (Яманак) шанса панă. В. Серафимов район музейне уçас тĕлĕшпе те сахал мар тăрăшрĕ. Вăл çине тăнипех вун-вун архив докуменчĕ, экспонат пухнă. Музея 1985 çулхи августăн 5-мĕшĕнче уçнă. Унăн сĕнĕвĕпех Ф. Лукин композиторăн, В. Петров юрăçăн, Н. Янкас поэтăн, Э. Юрьев ỹнерçĕн музейĕсене уçма май килнĕ. Владимир Серафимович çине тăнипех Э. Юрьев ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен республикăри обществăлла фондне йĕркеленĕ. 2008 çултанпа асăннă фонда В. Серафимов ертсе пырать. В. Серафимов культурăпа искусство тытăмĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕн республикăри конкурсĕнче виçĕ хутчен çĕнтерỹçĕ пулса тăнă: 2004 çул. Чăваш Енĕн патшалăх паллисем. Истори тата паянхи вăхăт. Грант виçи — 30000 тенкĕ; 2008 çул. "Пĕтĕм тĕнче ялавĕсем пирĕн пата хăнана". Грант виçи — 100000 тенкĕ. Унпа Кĕçĕн Шетмĕре Э. Юрьев ячĕллĕ музей-картинăсен галерейине уçма май килнĕ; 2012 çул. "Юрăпа тус-юлташсене савăнтарар" — Ф. Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă фестиваль-конкурс. Грант виçи — 200000 тенкĕ. В. Серафимов историк пулнă май, 1968 çултанпа Чăваш Республикисенчи архивсенчен тухма та пĕлмест темелле. Вăл Трак ен, унăн комсомолпа парти организацийĕсен историйĕпе тăтăшах интересленет. Çак тапхăрта районти "Ял пурнăçĕ", ытти хаçатсенче вун-вун статья пичетленĕ вăл. Владимир Серафимович "Трак ен", "Красноармейски район. Люди и судьбы", "Энциклопедия Красноармейского района" кĕнекесене кăларма витĕмлĕ пулăшу кỹнĕ. Вăл 2004 çулта Енĕшкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕ В.Н. Никандров пирки "Ачасен чи илемлĕ куллишĕн", 2010 çулта Чатукассинчи вăтам шкул ертỹçи В.В. Васильев çинчен "Шкул ачисене вĕрентрĕм юратса" ятлă кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Кăçалхи Çĕнĕ çул умĕн тата ырă хыпар илтрĕм: Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн чỹк уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ çулталăкри отчетлă пысăк пухăвĕ умĕн В. Серафимова асăннă академи йышне илнĕ. Çакна вара Владимир Серафимович тивĕçех. Ăна чыслă ĕçшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, "Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă. Çитес çул 70 çула пусакан В. Серафимов хуйхи-суйхине сахал мар курчĕ. Малтан ывăлне _ Альберта çухатрĕ, каярах мăшăрĕ Лариса Витальевна пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те, пуçне усмасть-ха вăл. Килти хуçалăхра сăвакан ĕне тытать, ытлашши продукцие патшалăха сутать. Ăна яланах халăх хушшинче куратăн: е вăл районти историпе краеведени халăх музейĕнче ачасемпе экскурси ирттерет, е Красноармейски-Шупашкар автобуспа тĕп хулари архива çул тытать, е район шайĕнчи пĕр-пĕр пухура çивĕч ыйтăва çĕклет. Çавăн пек çын вăл В. Серафимов историк, таврапĕлỹçĕ, тĕпчевçĕ... Т. Борисова.

АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 270 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz