Юнкун, 27.11.2024, 17:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 18 » Районти тĕп библиотека — 75 çулта
Районти тĕп библиотека — 75 çулта
21:33
Сăн ÿкерчĕк
Март уйăхĕнче районти тĕп библиотека 75 çул тултарнине паллă турĕ. Çак вăрăм тапхăрта вулавăш пурнăçĕнче нумай улшăнусем пулса иртрĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕпрен улшăнчĕ. Паян тĕп библиотека 14 ялти 6698 çынна кĕнекесемпе тивĕçтерет. Çав вăхăтрах унăн кĕнекесен фончĕпе районти кашни вулаканах усă курма пултарать. Хальхи вăхăтра библиотека çумĕнче "Тимлĕх”, "Тавра пĕлÿçĕ”, "Чечек юратакансем” клубсем, литература, музыка тата искусство салонĕ, компьютерпа ĕçлеме вĕрентекенсен, çамрăк суйлавçăсен шкулĕсем, пенси тата право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен консультаци клубĕсем пур. Библиотека ĕç содержанине пуянлатса пырать. Кĕнеке фончĕ çĕнелет, халĕ унăн шучĕ 27936 экземпляра çитрĕ. Библиотекарьсем "Дорога к дому” (район 75 çул тултарнине халалланă), "Пусть живые знают, пусть поколения помнят” (Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă), "Через книгу к свету”, "Учителями славится Россия” программăсене пурнăçа кĕртес тесе ĕçлесе пыраççĕ. 
Тĕп библиотека ялти вулавăшсене çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентсе пыракан центр пулса тăрать. Паян Трак енре 15 библиотека, вĕсем 9 ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Тĕп библиотекăра 9 ĕçчен тăрăшать, вĕсенчен улттăшĕ ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ.
2003 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра тĕслĕх библиотека уçрĕç, ку ĕç ЧР Президенчĕн Н. В. Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Библиотекăра юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр, тĕпрен çĕнетрĕмĕр, ун чухне ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕ О. Г. Денисова вулавăша çĕнĕ йышши техника (компьютер, телевизор, музыка центрĕ, сканер) тата кĕнекесем парнелерĕ.
Халĕ тĕп библиотекăра 4 компьютер, вĕсем вулакансене информаци ресурсĕсемпе тата интернетпа туллин усă курма май туса параççĕ. Библиотекарьсем "Электронлă каталог” (6100 кĕнеке кĕртнĕ), "Районăн паллă çыннисем”, "Паллă датăсен календарĕ” хатĕрленĕ, çавăн пекех вулакансем "Консультант Плюс”, "Гарант” информаци пуххисемпе усă курма пултараççĕ. Компьютер район администрацийĕн, Красноармейски ял тăрăхĕн докуменчĕсемпе усă курма пулăшать. Тĕп библиотека çулленех Раççейри, республикăри конкурссене хутшăнать. 2009 çулта, акă, эпир "Мир аграрии” тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Коллективра О. Николаева, С. Гурьева, Н. Григорьева, Ю. Филимонова ĕçе чунтан парăнса ĕçлени вулакансен ыйтăвĕсене туллин те хăвăрт тивĕçтерме май туса парать. Н. Михайлова, Э. Иванова, Л. Михайлова, Н. Григорьева ĕçе юратса туса пыраççĕ, вулакансем вĕсене ырă ятпа асăнаççĕ. Нумай çул хушши тĕп библиотекăна Мария Федоровнапа Геннадий Сергеевич Сергеевсем, А. Михайлов, В. Прокопьева, Т. Николаенко, П. Сергеев, В. Тимофеев, С. Суховетрюк, Г. Сушко, А. Павлова, ытти вулакансем активлă çÿреççĕ.
Тĕп библиотекăн историйĕ вăрăм, ун çинчен 1960—1983 çулсенче библиотекăра тăрăшнă В. Григорьева аса илÿсем пухнă. 1935 çулта библиотекăра 4 пин ытла кĕнеке пулнă, 1948 çулта кунта Етĕрнери библиотека техникумне вĕренсе пĕтернĕ А. Самылкинапа Т. Наумова ĕçлеме килнĕ. 1957 çулта район библиотеки юсанă уйрăм çуртра пулнă, унта Тамара Циркова ĕçленĕ. 1979 çул вĕçĕнче библиотекăсем çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçланă — централизациленĕ библиотека тытăмне туса хунă. Вăл çулсенче вулавăшра В. Григорьева, И. Иванова, М. Васильева, А. Гаврилова ĕçленĕ, каярах вара — З. Петрова, Г. Петрова, Л. Илларионова, Н. Филиппова. Вăл çулсенче районти 21 ялта, пĕр тĕп, пĕр ача-пăча библиотеки пулнă, 1979 çулта тĕп библиотекăра 15 çын ĕçленĕ.
В. Григорьева 1983 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, директор пуканне вăхăтлăха Л. Илларионова, С. Гурьева йышăннă. 1988 çултан пуçласа коллектива эпĕ ертсе пыратăп.
Хальхи вăхăтра библиотекарьсем района йĕркеленĕренпе тата тĕп библиотека— 75, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. 
Эпĕ тĕп библиотекăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене тата хальхи ĕçтешсене кăçалхи уявсем ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунатăп.

С. Никитина
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 730 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz