Шăматкун, 27.04.2024, 06:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Пуш » 31 » Районти культура çуртĕнче «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль иртрĕ
Районти культура çуртĕнче «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль иртрĕ
20:38
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхӗн 30-мӗшӗнче районти культура çуртĕнче ΙXX-мĕш «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль иртрĕ. Кăçалхи çул ку уява хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор Илья Романович Степанова халалласа йĕркеленĕ.

Чыслă уява газ уҫлакан «Заволжски» клубӗ ҫумӗнчи «Каприз» ушкӑн Илья Степанов кĕвĕленĕ, пĕтĕм чăваш халăхĕ юратса юрлакан «Шӑнкрав курӑкӗ» юрăпа уçрĕ.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пирӗн ентеш, Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, республикӑри музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциаций членӗ, Трак енри Н. Янгас ячӗллӗ культура, литература тата искусство пӗрлӗх премийӗн лауреачӗ, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор Илья Степанов ҫуралнӑранпа, пурӑннӑ пулсан, 76 ҫул тулатчӗ.

Илья Романович виҫӗ пин ытла юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсенчен 70-шӗ Чӑвашрадио фонотекинче упранаҫҫӗ. Вӑл 16 кӗнеке авторӗ. Унӑн юррисене Чӑваш радиопа телевиденийӗ тӑтӑшах эфира кӑлараҫҫӗ. Чӑваш халӑх ӳнер тата ӑслӑлӑх академийӗн 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн И.Р.Степанов композитора юрӑ-кӗвӗ тӗнчине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ф.П. Павлов медалӗпе чысланӑ.

Илья Степанов юррисен тематики анлӑ – Тӑван ҫӗршыв, вӑрҫӑпа мир, ӗҫпе кӗрешӳ тата юрату. Хамӑрӑн тӑван район Гимнӗ те ун чун-чӗри витӗр шӑранса-пиҫӗхсе тухнине уйрӑмах палӑртма кӑмӑллӑ.

Ӗненме те йывӑр ҫакна: Илья Романович тек пирӗн хушӑра ҫук. Мӗн тери кӑмӑллӑ та вашават, пултаруллӑ та тарават, сӑпайлӑ та пуҫаруллӑ ҫынччӗ. Анчах мӗн тӑвӑн – пурнӑҫӑн хӑйӗн йӗрки.

Композитора асӑнса уява пухăннисем пӗр минутлăх шăплăха путрĕç.

Фестивале район пуçлăхĕ Олег Васильевич Дмитриев уҫрĕ. Илья Романович кĕвĕленĕ тӑван район Гимнӗ янăрарĕ. Район администрацийӗн пуҫлӑхĕ Сергей Львович Молотков Илья Романович Степанов районшăн нумай енлĕ ырă ĕç туса тарăн йĕр хăварни çинче чарăнса тăчĕ, юлашки кунчченех чун-чĕрипе культурăна парăнннине пысăк хака палăртрĕ.

Уяв сцени çинче Илья Романович мӑшӑрĕ Нина Ивановна сумлă уяв йĕркеленишĕн йĕркелуçĕсене, юрăçсене тата хисеп туса курма пухăннисене тав турĕ.

Николай Александрович Зимин Чăваш Республикин композиторĕсен Ассосиацийĕн президенчĕ, музыковед, композитор, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ деятельнĕ Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль, Илья Романович пирки ăшă та кăмăллă сăмахсем каларĕ. Иван Афанасьевич Прокопьев, Нестер Янкас пĕрлĕхĕн ертÿçи, пурне те: курма килнисене, юрăçсене, композиторсене, поэтсене ăнăçу сунчĕ.

Фестивальте ятарлă жюри ĕçлерĕ:

- Чăваш Республикин композиторĕсен Ассосиацийĕн президенчĕ, музыковед, композитор, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, жюри председателĕ – Николай Александрович Зимин;

- Композитор, Чăваш Республикин композиторсен Ассосиациĕн членĕ, Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университнчĕн музыкăпа педагогика факультечĕн доценчĕ, Чăваш çамрăксен Михаил Çеçпĕл ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Юрий Дмитриевич Кудаков;

- Федор Павлович Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыкă училищин хор дирижерĕсене вĕрентекен пайĕн ертÿçи тата преподавателĕ, Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Асхат Абдулкадерович Юнисов;

- Красноармейски районӗн ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ – Ирина Николаевна Михайлова.

Жюри юрăсен кĕвви-çеммине, темине, содержанине, илемлĕхне, янравлăхне, пахалăхне тишкерчĕ.

- «Хор валли çырнă чи паха юрă»

- «Вокал ушкăнĕсем валли çырнă чи лайăх юрă»

- «Пĕччен юрлама ҫырнӑ чи лайăх юрă»

- «Ача-пăча валли кĕвĕленĕ чи илемлĕ юрă»

- «Чи хастар пултарулăх ушкăнĕ»

- «Чи лайăх юрăç» ятсене парать.

Уяв вĕçĕнче ертсе пыракан Надежда Андреева фестивале хутшӑннӑ поэтсемпе композиторсене, юрӑҫсене малашне те халӑха ҫӗнӗ юрӑсемпе савӑнтарма яланах вӑй-хӑват сунчĕ, пултарулӑх иксӗлми ҫӑл куҫ евӗр тапса тӑтӑр терĕ.

Виктор Данилов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 415 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz