Эрнекун, 26.04.2024, 06:37
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Нарăс » 2 » МУЗЕЙ ТИНЕХ УÇĂЛЧĔ
МУЗЕЙ ТИНЕХ УÇĂЛЧĔ
18:40
Сăн ÿкерчĕк
«Тăхăрьял» тесе авалтанах Тутарстанри хальхи Пăвапа Теччĕ районĕсене кĕрекен чăваш ялĕсене каланă. Çакăнта пурăнакан чăвашсен пурнăçне чи малтан Тĕрлемес çынни, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ Григорий Тимофеев учитель тĕпченĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Элшел шкулĕнче ачасене вĕрентнипе пĕрлех вăл таврари чăвашсен пурнăçĕ, йăли-йĕрки çинчен «Тăхăрьял» ятлă алçыру хатĕрленĕ. «Тăхăрьял шутне Пӳркел, Элшел, Таккавар, Раккасси, Киштек, Пимĕрсел, Хирти Кушкă, Кивĕ Мертлĕ, Чăваш Саркамăш (Пăрăнтăк) ялĕсем кĕнĕ», – тесе палăртнă вăл кĕнекинче. Хальхи вăхăтра Тăхăрьял шутне Канав, Шемек, Ескуль, Кĕçĕн Пӳркел, Мăрса, Çĕнĕ Пăрăнтăк, Çĕнĕ Мертлĕ ялĕсене, Пăрăнтăк станцине те кĕртеççĕ. Музей уçасси пирки тахçанах шухăшлама пуçланăччĕ Тăхăрьялта çуралса ӳснĕ хĕрӳ чĕреллĕ çынсем.
– Чи малтан Элшелĕнче Тăхăрьял музейне уçас шухăш Григорий Тимофеев çуралнăранпа 125 çул çитнине уявланă тапхăрта тухрĕ пулас. Элшел ялĕн хисеплĕ çынни Василий Афанасьевич Дедушкин çавăн хыççăн ку шухăш пирки вырăнтисене аса илтерсех тăчĕ. Юрий Чернов питĕ пысăк пулăшу пачĕ пире ку енĕпе, В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирма музей уçассине хăй çине илчĕ. Ун хыççăн вара экспонатсем пуçтарма, вырăн шырама тытăнтăмăр. Паллах, çăмăл пулмарĕ музее пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерме, çавах ăнăçлă татса патăмăр эпир çак ыйтăва. Халĕ ĕнтĕ таврари ялсенчи кашни çын музее килме, экспонатсемпе паллашма пултарать. Паллах, ялсенчи шкулсенче музейсем ĕçлеççĕ-ха пирĕн, анчах Тăхăрьял музейне уçни çамрăк ăрăва аваллăха хисеплеме, юратма вĕрентес тĕлĕшпе малалла тепĕр пысăк утăм туни пулчĕ, – терĕ музей уçма пуçтарăннисен умĕнче унăн директорĕ Евгений Афанасьев, музейĕн символла уççине йышăннă май. Музей уçăлнине пĕлтерсе хĕрлĕ хăйăва хисеплĕ ватă Василий Дедушкин, милицин отставкăри генерал-майорĕ Евгений Салмин, Пăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Егоров, В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирмăн генеральнăй директорĕ пулнă Юрий Чернов касрĕç, сăмах каларĕç.
– Юлашки вăхăтра ку тăрăха тăтăшах килсе тăмалла пулни уйрăмах савăнтарать. Сăлтавĕсем сахал мар пулчĕç. 20 ытла писатель тухнă Элшел шкулĕнчен çеç. Ытти ялсенче те сахал мар çитĕннĕ сăмах ăстисем. Уяв çине уяв темелле. Чи пысăк уяв вара вăл – Тăхăрьялта музей уçни. Музей асамлă, аваллăхпа малашлăха пĕрлештерекен вырăн пулса тăрать. Эсир аслă ăрăва хисепленине пĕлтерет вăл, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Шупашкартан килнĕ хăна «Атăл-Волга» издательство директорĕ, ЧР Писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов. Вĕсемсĕр пуçне савăнăçлă пухура вырăнти агрофирмăн генеральнăй директорĕ Радик Гисматов, районти Культура уйрăмĕн ертӳçи Ринат Гимраев,«Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторĕ Арсений Тарасов, «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев, Пăвари тавра пĕлӳ музейĕн директорĕ Люция Ахметзянова, Пăва районĕнчи ЧНКЦ председателĕ Владимир Бабайкин, Алексей Савельев, Михаил Вериялов, Василий Цыфаркин, Валериан Ашкеров, Анатолий Тимофеев, Элшел ял администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Емельянов тата ыттисем тухса каларĕç, парнесем пачĕç. Элшелĕнчи «Тухăç», Пӳркелĕнчи «Хăят чечекĕсем» фольклор ансамблĕсем, шкул ачисем концертпа савăнтарчĕç.

Çăлкуç: "Сăвар" хаçат
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 647 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz