Вырсарникун, 05.05.2024, 01:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2023 » Нарăс » 21 » Клавдия Васильева çыравçăна "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе чысланă
Клавдия Васильева çыравçăна "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе чысланă
22:34
Сăн ÿкерчĕк

Васильева Клавдия Ильиничнăна (Тукайăк), хăй тĕллĕн аталаннă поэта тата халăх театрĕн режиссёрне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе чыслама йышăннă. Вăл 1943 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче ҫуралнӑ. Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам шкулта, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Районта культура ĕçĕнче, Красноармейскинчи вӑтам шкулта педагогра тӑрӑшнӑ. Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи халăх театрӗн ертӳҫинче чылай çул хушши ĕçленĕ. Театр репертуарĕ пуян пулнă: «Çĕрлехи çиçĕм»», «Ничава Хĕветĕрĕ» (Тихăн Петĕркки), «Ялта» (Ф.Павлов), «Хăмла» (Г.В.Краснов), «Ылханлă йăх», «Икĕ каччăн пĕр шухăш» (П.Н.Осипов), «Кай, кай, Ивана» (Н.Айзман), «Пĕр çемьере» (Г.Пласкин), «Ир такăнсан – каçчен»» (Г.В.Краснов), «Праски инке хĕр парать» (А.С.Чебанов), «Вĕрентеççĕ арăмсем» (А.Никитин – Сухан), «Хĕрарăмсем» (А.Зайцев), «Уйăх тулнă каç» (Юхма Мишши), «Вăрçă суранĕ» (Юхма Мишши), «Кăмака çинче ларса качча каяймăн» (Мунча Мишши), «Тарçă» (А.Чебанов), «В провинциальной больнице» (из репертуара Е.Петросяна), «Салтак амăшĕ» (В.Синичкин), «Шупашкарти савни» (Н.Сидоров) тата ытти те. 2000-мĕш çулта театр Фёдор Павловăн «Ялта» драмипе «Халăх театрĕ» ята тивĕçнĕ. 2005-мĕш çулта театр республикăмăрти «Ахрăм» фестивале хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăннă. 2007 çулта каллех «Халăх театрĕ» ята çирĕплетнĕ. Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2011). Сăввисем республикăри хаçат-журналсенче тата райхаçатра пичетленеççĕ. Кун ҫути курнӑ кӗнекисем: «Тавах сана, ман ирӗк шухӑш» (2008, 2013), «Шан, ӗнен, юрат…», «Чее хӗвел», «Чечеклен, тӑван ен» (2008).
Чыслав каçĕ 2023 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче каçхине Красноармейски салин Культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура пулать.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 65 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz