Эрнекун, 26.04.2024, 04:10
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Пуш » 9 » “Хăлату” — тусайсемшĕн парне
“Хăлату” — тусайсемшĕн парне
22:15
Сăн ÿкерчĕк
Манăн алăра Трак тăрăхĕнчи Тусай ялĕн историйĕпе паллаштаракан сенкер хуплашкаллă "Хăлату" ("Городище") кĕнеке. Ăна иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче республикăн тĕп хулинчи "Çĕнĕ вăхăт" типографире кун çути кăтартнă. 
Унăн авторĕ — Трак енте çеç мар, Чăваш Республикинче ят-сума тивĕçнĕ, вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Михаил Прохорович Прохоров. Сăмах май ку авторăн иккĕмĕш кĕнеки. Малтанхи "Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх" 2006 çулта çапăнса тухнăччĕ. 
М. Прохоров тавра пĕлÿçĕне темиçе çул ĕнтĕ хăй çуралса ÿснĕ, ачалăхĕпе çамрăклăхне çыхăнтарнă Мăн Çавалпа Сурăм юхан шывĕсем тăрăхĕнче вăй илнĕ Тусай ялĕ пуçланса кайни (çак йыша чутайсемпе шăмарсем кĕреççĕ), вĕсен мухтавлă çыннисен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне, кун-çулне тата вăрçă тапхăрне тĕпчесе уйрăм кĕнекепе пичетлесе кăларас шухăш-кăмăл канăç паман. Ентешĕмĕр ку тĕлĕшпе темиçе хутчен те архивсенче пулнă, Тусай ялĕн историйĕпе çыхăннă документсемпе материалсене, сăн ÿкерчĕксене пухнă, паллă ăсчахсен, историксен, тĕпчевçĕсен кĕнекисене вуланă, усă курнă, ялти кашни çемьере тенĕ пекех ватăсемпе курнăçнă, аса илÿсене çырса илнĕ. 
Çук, ал çырăвне алран кайтăр тенешкел, "шăйрăксемпех" пичетлеме васкаман, вăл ăна тĕрлĕ хушăмпа, тÿрлетÿсемпе пуянлатнă, чĕлхе саккунĕсене, орфографи правилисене пăхăнса корректура витĕр кăларнă. 
"Хăлату" кĕнеке автор çинчен пĕлтерекен ум сăмахпа уçăлать, унсăр пуçне кунта "Эпир ăçтан тата камсем?", "Монголи пусмăрĕнче", "Хăлату", "Тусайсем Тăван çĕр-шывăн 1941 —1945 çулсенчи Аслă вăрçинче", "100 çул ытла пурăннă", "Тусай ялĕнчен тухнă учительсем" — пурĕ 30 ытла статья çапăннă.
Мĕне пĕлтерет-ха "Хăлату"? Ял варрипе тăсăлакан аслă çырмана "Хăлату" çырми теççĕ. Сылтăм енĕ вара ĕмĕрĕпех Шăмар, сулахай енчи Чутай ялĕсем пулнипе историре йĕр хăварнă. 
— Çав вăхăтра вĕсене пĕрлештерсе Тусай ялĕ теççĕ. "Эсир хăш ялсем?" тесе ыйтсан мĕн ĕлĕкренпех : "Эпир Тусай ялĕнчен", — тесе çирĕплетет автор. 
М. Прохоров Тусай ялĕ еплерех пуçланса кайнине, историпе çыхăннă материалсене тарăннăн вуласа-тишкерсе "Тусай ялĕ" статьяра сăнласа панă. 
Тусай ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçăра (1941—1945 ç.ç.) çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса 86 çын пуçне хунă, 106-шĕ вăрçă хирĕнчен тăван киле таврăннă. Паян вĕсенчен 5 фронтовик кăна пурăнать.
Тавра пĕлÿçĕ иртнĕ вăрçăн мухтавлă çыннисене, наукăпа техникăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăха сыхлас ĕçре, вĕрентÿпе культурăра, çар ĕçĕнче тата ытти çĕрте вăй хурса палăрнă, халĕ те халăх ырлăхĕшĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне, вăй-халне паракан пултаруллă çынсене ят-хушаматранах асăнать. Тĕрĕссипе, "Хăлату" кĕнеке паянхи Тусайăн ĕлĕкхи тата хальхи сăн-сăпачĕ, тĕкĕрĕ вырăнĕнчех. Е пысăклатарах каласан, "Хăлату" вырăнти халăхшăн, кунта çуралса халĕ аякра тĕпленнисемшĕн килсерен упрамалли энциклопеди вырăнĕнчех юлать.

Г.Тусли

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 843 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: М.П.Прохоров, Хăлату, Тусай | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz