Эрнекун, 26.04.2024, 15:39
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Хаклă сăнар (Вилорик Романов çуралнăранпа 80 çул ситрĕ)
Хаклă сăнар (Вилорик Романов çуралнăранпа 80 çул ситрĕ)
18:44
Сăн ÿкерчĕк

2017 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче ентеш, паллă ăсчах-композитор В. Ф. Романов çуралнăранпа 80 çул тултарать. Ман ун çинчен каласа пама сăлтав çук мар. Пĕр ялсем (Çĕньял Упи) тата хам журналист пулнишĕн кăна та мар. Мана вăл анне урлă тăван та тивет. Унăн ашшĕ, Федор Романович Романов, аннен ашшĕн (кукаçи И. Р. Романов) шăллĕ пулнă. Нумай яваплă должноçсенче (Çĕрпỹ райзовĕн колхозсенчи организаторĕнче, Шупашкарти “Çамрăк большевик” хаçатăн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕнче, Элĕк парти райкомĕн секретарĕнче тата ытти çĕрте те) ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Унта ни-мĕç захватчикĕсене хирĕç капитан полк парторгĕ, аслă политрук пулса паттăррăн çапăçнă. Белоруссири Белосток районĕнчи Курашеево ялĕ çывăхĕнчи (халĕ Польша территорине кĕрет) çапăçура 1944 çулхи июньте пуçне хунă. Ăна фронтра çар заданийĕсене тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Унăн ывăлне, Вилорике, эпĕ ачаранах лайăх пĕлнĕ. Пирĕн йăхри ятлă-сумлă çынсенчен пĕри пулнă-çке вăл: паллă ăсчах, пултаруллă композитор. Çĕньял Упире çуралса ỹснĕ. Çулĕпе манран 12 çул аслăрах пулнă. Çемйипе Шупашкарта пурăннă. Ĕçĕ нумай пулнă пирки вăл яла тăтăшах килсе çỹреймен. Эпир, тăванĕсем, хамăр ун патĕнче ытларах пулнă пулĕ: май килнĕ таран хуçалăх ĕçĕсенче пулăшнă (Михайловкăра вĕсен çĕрпе дача çурчĕ пурччĕ, каярахпа Çĕрпỹре пỹрт те туяннăччĕ). Вилорик Федоровичăн юбилейĕсене хутшăнни ĕмĕрлĕхех асра юлнă. 60 çулхи уяв каçне Мускавран ентешĕн çывăх тусĕ, авиаци институчĕн истори кафедрин пуçлăхĕ Виктор Сидорович Порохня килнĕччĕ, В. Романов ку институт (МАИ) академикĕ пулнă-çке. Хаклă хăна юбиляра “Аэрокосмос аслă пĕлĕвĕ” ассоциаци çумĕнчи историксен совечĕн саламлă адресне тата хаклă парне пачĕ. Вилорик Федорович питех те сăпайлăччĕ, хăйне пĕртте мăнна хумастчĕ, яланах пĕлĕшĕ-юлташĕсене кăмăллăн кĕтсе илетчĕ, ял хыпарĕсем çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Вĕсем кирек хăçан та унран пурнăçра кирлĕ сĕнỹ-канаш илме пултарнă. Вăл хамăр район çинчен кăларнă “Трак ен” тата “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекесене рецензилеме те вăхăт тупрĕ. Çĕньял Упи ял кунĕсене хапăлласах хутшăнчĕ. 2002 çулта ăна “Çĕньял Упи ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” чыслă ят пачĕç. 2007 çулхи уявра вара вăл сăмах та каларĕ, ял çыннисемпе хăнасен умĕнче паллă ентеш А. С. Сымокин (çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май) çинчен чăн чăвашла чĕлхепе кĕскен те витĕмлĕ каласа пачĕ. Питех те шел, 73 çула кайсан, В. Ф. Романовăн чĕри тапма чарăнчĕ. Вăл çамрăк ăрушăн пур енчен те паха тĕслĕх. Вĕреннине (çирĕп пĕлỹ никĕсне) мала хунă. Çĕньял Упири пуçламăш шкула Мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтернĕ. Каярахпа Янкасри 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлĕвне тарăнлатнă. Çĕрпỹре педагогика училищине лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕрсе истори преподавателĕн профессине алла илнĕ. Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ университет аспирантуринчен вĕренсе тухнă. В. Романов илнĕ пĕлĕ-вĕсемпе пĕлсе, туллин, тухăçлă усă курнă. Шупашкарти Пионерсен çуртĕнче историпе краеведени, спорт кружокĕсене ертсе пынă. Чăваш совнархозĕ кăларакан “Промышленность Чувашии” ятлă бюллетень-журналăн кăлараканĕ пулнă. Профессипе техника вĕрентĕвĕн республикăри управленийĕн методика кабинетĕнче методистра, аслă методистра ĕçленĕ. Пултаруллă çамрăка комсомол обкомĕн инструкторĕ пулма илеççĕ, сектор заведующине çирĕплетеççĕ. Унтан ăна Шупашкар хула комитечĕн инструкторне куçарнă. Вăл, 1973 çулта аспирантурăран вĕренсе тухсан, И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче историе вĕрентме тытăннă, преподавательтен тытăнса кафедра пуçлăхне çити ỹснĕ. Каярахпа пурнăçран уйрăличченех И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Тăван çĕршывăн ХХ—ХХI-мĕш ĕмĕрсенчи историйĕн кафедрине ертсе пынă. Вăл хăй суйласа илнĕ ăслăлăхра тарăн йĕр хăварнă. Чăваш Республикинчи промышленноçăн 1959—1965 çулсенчи аталанăвне тишкерсе, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине, тепĕр 20 çултан, 1993 çулхи майăн 24-мĕшĕнче, Мускаври педагогика университетĕнче (Раççейри промышленность предприятийĕсем 1970—1980 çулсенче аталанса пынин материалĕсем тăрăх) истори ăслăлăхĕсен докторĕн диссертацине ăнăçлă хỹтĕленĕ. Вăл историксем хушшинче промышленноçра специалистсем мĕнле вырăн йышăннине малтан тĕпчекенсенчен пĕри пулнă. Ăна профессор, академик званийĕсене, “Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Хăй ĕмĕрĕнче нумай çамрăка истори ăслăлăхне юратма вĕрентнĕ В. Романов. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем хăй пекех ку наукăна чун-чĕререн парăннă, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ е докторĕ пулса тăнă. Вĕсем хăйсен учителĕн ĕçне малалла тăсаççĕ. Ентеш ачаранах музыка тĕнчипе çывăхланнă. Çĕр-пỹри педучилищĕре сĕрме купăс калама вĕреннĕ, музыка теорине тишкернĕ, юрăсем кĕвĕлеме пуçланă. Хăйĕн пĕрремĕш юррине чăвашсен паллă композиторĕ, хамăр ентеш Ф. М. Лукин патне ярса панă. Часах, 1965 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче, вăл “Çамрăк коммунист” хаçатра пичетленсе тухнă. Ку вăл М. Волкова сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ “Час-часах манпа эс тĕл пулатăн” ятлă юрă пулнă. Училищĕре, педагогика институтĕнче В. Романов вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне çỹренĕ, кларнетпа (труба) вылянă. Çĕнĕ çул, ытти кану каçĕсенче вальс кĕввисене мĕн чухлĕ шăрантарман пулĕ. Унтанпа Вилорик Федорович, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, сахал мар юрă кĕвĕленĕ, чылайăшне çырса илсе радиопа янраттарнă, хаçат-журналта пичетленĕ. Чăваш академи театрĕ лартнă “Юрату кăна мар” спектакльте, акă, В. Романов кĕвĕленĕ музыка янăранă. Композитор уйрăмах В. Урташ, В. Давыдов-Анатри, Л. Мартьянова, Ю. Петров, Юхма Мишши поэтсен сăввисене кĕвве хывма кăмăлланă. 2008 çулта Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра унăн юррисен икĕ кĕнеки (“Юрă пултăр парне”, 16 юрă, “Юратнă юрăсем”, 43 юрă) тухрĕ. “Хисеплесе тата ыррине сунса. Автор. 17.09.08” тесе хуплашки çине çырса парнеленĕччĕ мана та вĕсенчен пĕрне (“Юратнă юрăсем”). Чăваш радио ирттерекен 2011 çулхи хит-парадра унăн “Çутă каç” юрри (сăвви Н. Садовникован, вырăсларан А. Мефодьев-Аксар куçарнă) пĕрремĕш вырăна тухса та кăтартрĕ. В. Ф. Романовăн çутă сăнарĕ нихçан та ентешĕсен асĕнчен каймĕ. Унăн чаплă юррисене пулас ăрусем шăрантарса савăнĕç.

И. Прокопьев.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 399 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz