Шăматкун, 27.04.2024, 01:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Кăвар чĕреллĕ сăвăç-салтак (В. Васькин çуралнăранпа 100 çул çитет)
Кăвар чĕреллĕ сăвăç-салтак (В. Васькин çуралнăранпа 100 çул çитет)
16:56
Сăн ÿкерчĕк

Ентешсем поэт-фронтовикăн В. Н. Васькинăн ятне, унăн паттăрлăхĕпе пултарулăхне яланах чĕрере упраççĕ. Василий Никитич Никитин (Васькин) 1917 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи (ун чухне - Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ вулăсĕнчи Шăпăлка вулăсĕ) Шывпуç Чуракасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. 1931 çулта Энтриелĕнчи (Канаш районĕ) колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çав çулах Улатăрти педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан 1934 çулта вĕренсе тухсан, пĕр çул Шывпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли кĕçĕн вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ.1935—1941 çулсенче Ямашри вăтам шкулта (Канаш районĕ) чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1939—1941 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинчех вăл чăваш поэзийĕнче, метеор пек çуталса, паллă йĕр хăварма пултарнă. Ăна пиччĕшĕ — Мирон Никитич Никитин (вăл каярахпа 1949 çулта çĕршывăн чи пысăк наградине — Ленин орденне тивĕçнĕ) ачаран литературăна, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ, сăвăсем çырма хăнăхтарнă. Шкулта “Хĕрлĕ çăлтăр” стена хаçатне кăларса тăнă, ăна валли Василий Никитин сăвăсем çырнă. Сăвăç районпа республика пичет хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытнă, хайлавĕсене “Çамрăк большевик”, “Пионер сасси” хаçатсенче, “Хатĕр пул” журналта тата ытти изданисенче те пичетленĕ. Вĕсем Чăваш радио передачисенче те янăранă. Пĕррехинче çамрăк поэт баянпа каланă “Турци маршĕ” эфира тухнă. Унăн пултарулăхĕ чăннипех тĕрлĕ енлĕ пулнă. Вăл учитель пулнă май шкулти халăх инструменчĕсен ансамбльне ертсе пынă, вĕренекенсемпе “Хунав” литература журналне кăларса тăнă. 1939 çулта Васькин чăваш совет поэзине никĕслекен Çеçпĕл Мишшипе уйрăмах хытă интересленет. Сăлтавĕ те пулман мар. Кăвар чĕреллĕ поэтăн амăшĕ Агафия Николаевна Кузьмина Шывпуçĕнче çуралса ỹснĕ-çке. Кайран вара Канаш районĕнчи Касаккассине качча тухнă, кунта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне пурнăç парнеленĕ. В. Никитин совет поэзийĕн классикĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн тĕпчет, вăл çуралнă ялта Касакассинче, вăл вĕреннĕ Шăхасанти вăтам шкулта пулать, пухнă материалсене Чăваш писателĕсен союзне тăратать. Çав çулхи ноябрьте “Сунтал” журналта унăн “Поэт çуралнă ялта” статйи пичетленет. 1939 çулхи ноябрьте В. Васькин “Çеçпĕл Мишшине” сăвă та çырнă. Ак унти йĕркесем: “Анчах, савнă Çеçпĕл, вăхăтсăр эс вилтĕн, Юрру санăн пурпĕр янăрать хавас! Нихăçан çухалмĕ, яланлăха юлĕ Çĕршыва янратнă сан хăватлă сас!” Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Васькин поэзин Çеçпĕл шкулĕ витĕр тухнине, сăвă çырмалли силлабика-тоника метрикине питĕ лайăх пĕлнине палăртать. Сăмах май, В. Васькин çамрăклăх çулĕсенче хамăр тепĕр ентешпе, “Сунтал” журналăн яваплă секретарĕпе Нестер Янкаспа тачă çыхăну тытнă. Вĕсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, палланă, пĕр-пĕринпе çырусем çỹретнĕ. Пултарулăх тĕнчинче канашламалли, сỹтсе явмалли сахал мар пулнă вĕсен. Нестер Янкас Васькиншăн аслă юлташĕ вырăнĕнче пулнă, унăн пултарулăхне çỹле хурса хакланă. Çавна Киеври Петр Чичканов писателĕн архивĕнчи çырусем те çирĕплетеççĕ. Малалла В. Васькин пултарулăхĕ пирки ытларах чарăнса тăрсан та пăсмасть пулĕ. Унăн сăввисене манăн темиçе ушкăна уйăрас килет. Чи йышлисем — çарпа патриотизм темипе çырнисем. Сăвăç, пĕтĕм совет халăхĕ пекех, çар çĕршыв сыхлăхĕ, хỹтлĕхĕ, унăн хăвачĕ пулнине лайăх пĕлнĕ, ăнланнă, çавăнпа пултарулăхне те ăна халалламасăр тăма пултарайман. Хăйсем тĕллĕнех, хăватлă çăлкуç шывĕ евĕр, тапса, шăранса тухнă унăн чĕри витĕр манăçми хăватлă йĕркесем. “Тỹпе аслă, ирĕк, Эпир паттăр, çирĕп, Вĕçетпĕр пит хăвăрт, çỹле те инçе! Нихçан мĕскĕнленмĕ таса тỹпе пирĕн Тăшман алхасаймĕ тăван çĕр çинче”. Кусем “Вĕçевçĕ юрри” сăвăри сăмахсем. Гитлерла Германи пирĕн çĕр çине тапăнсанах авторăн “Тăван çĕршĕн çĕклен, паттăр халăх!” сăвă çуралнă. “Тăшман тăсрĕ кунта юнлă алă, Юн ĕçме шуса тухрĕ çĕлен. Пăшал тыт, çапăçма, паттăр халăх, Тăван çĕршĕн пĕр çын пек çĕклен!” — çивĕч калемĕпе пурне те сăваплă тивĕçе пурнăçлама чĕннĕ Шывпуç юрăçи. Ку кирлĕ те пархатарлă шухăш-туйăма “Вилĕм урнă тăшмана” сăвăра та уççăн палăртнă: “Нихăçан та сỹнтереймĕç Пирĕн ирĕк пурнăçа. Хамăр тивĕçшĕн çĕкленĕр! Тăшмана çĕнме — вăрçа!” “Алла,тен, лексессĕн винтовка тытма, Эп хатĕр хăюллăн çĕршывшăн тăма”, — татах хăйĕн шалти туйăмне татăклăн палăртать вăл “Тăван çĕршыва” сăвăра. “Краснофлотецсен юрри”, “Физкультмарш”, “Василий Баранов”, “Партизан масарĕ”, “Партизанла сăпка юрри”, “Танкистсем”, “Поход юрри”, “Сыхлăх юрри”, “Политрук” тата ытти сăвăсем те В. Васькин Тăван çĕршыва, ун çыннисене чун-чĕререн юратни çинчен калаççĕ. Вăрçă паттăрĕсене мухтаса пысăкрах калăпăшлă япаласем çырасси те яланах ĕмĕт-тĕллевре пулнă унăн. Çапла майпа “Сергей Лазо” поэма çуралнă. Паллах, ĕмĕрĕ кĕске килмен пулсан (пурнăçĕ вăрçăра 25-рех татăлнă) Шывпуç кăйкăрĕ пултарулăхĕпе поэзи тỹпине тата çỹлерех çĕкленнĕ пулĕччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, кăвар чĕреллĕ сăвăç хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. 100-мĕш стрелковăй дивизири 355-мĕш полкри 1-мĕш батальонри 1-мĕш рота боецĕ пулса тăшманпа çапăçать, темиçе хут та хаяр çапăçусене хутшăнать. Çапăçура пысăк çитĕнỹсем тунăшăн оборона халăх комиссарĕн 1941 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи приказĕпе 100-мĕш стрелковăй дивизине 1-мĕш гвардейски дивизи ятне панă. 355-мĕш стрелковăй полка Ленин орденĕпе наградăланă. Çакăн çинчен В. Васькин 1941 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Ельня хули çывăхĕнчи çапăçу хыççăн çырнă çырăвĕнче асăннă. “Нимĕçсем çак хулара уйăх çурă хуçаланса пурăннă, халĕ вĕсене каялла çапса ывăтрăмăр. 3—4 кун хушшинче 40—50 км таран хĕвеланăçнелле хăваларăмăр. Темиçе çĕр тăшман окопĕсенче çĕр каçрăмăр... Халĕ эпир Воронеж хулине кайма тухрăмăр”, — çырнă вăл унта. 1942 çулхи çулла Украинăри Конотоп çывăхĕнчи хаяр çапăçура Василий Васькин паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. В. Васькин çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнă. Чылай сăввисенче тăван тавралăха, çут çанталăка чаплă сăрăсемпе мухтать вăл. “Питех хаклă маншăн: вăрман, вĕт ката, Тем пек юрататăп çут кỹлĕ, сада, Çĕршывăн каçне те, мерчен ирсене, Тырпул пуссине те, çеçенхирсене”, — çырнă поэт “Тăван çĕршыва” сăввинче. Е тата: “Хĕвеланăç çутине хĕрхеннĕн Çулçă витĕр сапалать аран. Тĕксĕм кỹлĕ хумханать хулленĕн, Шикленет çыранĕ ванасран. Туртăнать нỹр сывлăш кỹлĕ çийĕн. Шăппăн çеç ларать пĕр вĕрене. Кỹлĕре, куратăп, ун мĕлкийĕ Сассăр-мĕнсĕр лăпкăн чĕтренет”... (“Каçхи пейзаж”). В. Васькин хастар ĕçе те мала хунă. Ĕç вăл — пурнăç тыткăчи, унăн паянхи ырлăхĕпе пуласлăхĕ. Ахальтен мар унпа мăнаçланнă, чĕререн савăннă поэт. Çавна эпир унăн “Çĕршыв ирĕ” сăввине вуласан аван туйса илетпĕр: “Сывлăмпа йăлтăрать аслă улăх, Курăк сывлăм сапать ир çинче. Çынсем тухрĕç ĕçе, юрă-кулă, Ĕçлĕх шавĕ юхать пит инçе”. Е тата ку “Ĕçлĕ ир” сăвăра та лайăх курăнать: “Çамрăксем пуçарчĕç юрă, Юхрĕ юрă пит инçе. Ĕçре ырлăх, савăн, пурăн, Ырă ĕмĕт ĕç çинче”. “Шуçăмпа тĕрленнĕ июль ирĕ Яланах тăванлă манпала. Ир-ирех колхозăн аслă хирĕ Туслашать хаваслă йышпала”, — сăнлать хресчен пурнăçĕнчи хĕрỹ тапхăра вĕри чĕреллĕ поэт. (“Вырмара”). Поэт хайлавĕсенче (“Кĕрхи сада çил иленнĕ”, “Виçĕ сăвă”, “Кĕрхи кĕвĕсем”, “Икĕ хурăн” тата ытти те) çамрăклăх, туслăхпа юрату çеммисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. “Эс те пухрăн, эп те пухрăм, Витре тулчĕ, тăкăнать. Панулми çине эп пăхрăм, Куртăм,тусăм, сан сăнна.(“Кĕрхи сада çил иленнĕ”). “Ытарма çук янрать садра юрă, Кайăксем час иленчĕç каллех. Шур ураллă, чипер кăтра хурăн Такама пуç таять ахалех. Кур-ха, кур! Пуç таять ахаль мар-тăр, Çил турать ун çемçе кăтрине. Уçса хур кантăкна, хурса парăп Малтанхи чечексен çыххине”. (“Çуркунне”). “Хурăнсем пуçне тураççĕ Çутă кỹлĕ хĕрринче. Çавăн пек ман вырнаçасчĕ Тусăм хĕрĕн чĕринче”, — сăнарлать вăл тепĕр сăввинче. Поэт пурнăçĕн чылай пысăк пайĕ вĕренỹпе вĕрентỹре иртнĕ. Çавăнпа та унăн пултарăх лаççинчи тĕп темисенчен тепри — шкул, ачасен, вĕренекенсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, канăвĕ. Вăл ыйтусем “Çĕнĕ шкулта” (1933), “Отряд ĕçре”, “Паттăр Валя” (1934), “Юр тытни” тата ытти сăвăсенче сăнарланса калăпланнă. “Кăвак пĕлĕт янкăр тăрă” сăвă — Василий Васькинăн 1937 çулта çырнăскер. “Кăвак пĕлĕт янкăр тăрă, Шуса тухрăмăр хире. Вĕçрĕ йĕлтĕр хир-вар тăрăх, Пăхса савăнăр пире. Питĕ хăвăрт уй-хир çийĕн Ыткăнатăп малалла. Чĕлтĕр-чĕлтĕр юр пĕрчийĕ Ăмăртасшăн манпала”... Епле, хăйсем те юр пĕрчисем пек, çăмăллăн янăраççĕ, чуна тыткăна илеççĕ поэзин ку шедеврĕн сăмахĕсем. Ахальтен мар В. П. Воробьев композитор каярахпа ку сăвва юрра хывнă. Ăна ентеш Канаш районĕнчи Ямашри вăтам шкулта ĕçленĕ чухне çырнă. Ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ ун чухне вăл. Сăвă çыракан учителĕн ачасемпе çитĕннисен хушшинче авторитечĕ чăннипех пысăк пулнă. Ентеш-сăвăç А. С. Пушкин (“Чечек”), М. Ю. Лермонтов (“Тĕрме çынни”, “Хушса хăварни”, “Тинĕсри царевна”, “Çулçă”), Сергей Васильев тата ыттисен сăввисене вырăсларан чăвашла ăста куçарнă. Вырăс поэчĕсемпе А. Решетовпа, Б. Костровпа тата ыттисемпе те (кайран вĕсенчен чылайăшĕ, В. Васькин пекех, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕнче пуçне хунă) туслă çыхăну тытнă. В. Васькина 1962 çулхи май уйăхĕнче СССР Писателĕсен Союзĕн членне илнĕ. Унăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене Чăваш кĕнеке издательстви 1961 çулта “Сăвăсем” ятпа пичетлесе кăларнă. Чăваш кĕнеке издательстви 1980 çулта “Юлашки юн тумламĕччен” (пухса хатĕрлекенĕ — Г. Ф. Орлов) кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унта Тăван çĕршывĕн Аслă вăрçинче пуç хунă чăваш поэт-писателĕсен хайлавĕсем вырăн тупнă. Сборнике В. Васькинăн 27 сăвви кĕнĕ. Çывăх тăванĕ В. М. Никитин тăрăшнипе 2002 çулта Шупашкарта поэтăн хайлавĕсен “Çамрăклăх кĕвви” кĕнеки пичетленнĕ. 2006 çултах “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра Валериан Мироновичăн “Наша родословная” кĕнеки çапăнса тухнă. Унта В. Васькинăн пултарулăхĕпе унăн тăванĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă.

И. Прокопьев.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 269 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz