Кĕçнерникун, 25.04.2024, 23:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Ака » 19 » “Юррăм пултăр парне”
“Юррăм пултăр парне”
22:37
Сăн ÿкерчĕк
Çак ятпа иртрĕ апрелĕн 13-мĕшĕнче районти халăх пултарулăхĕн çуртĕнче хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн Валентина Рудникован юбилей каçĕ. Ку вăл çуралнăранпа 70 çул çитнипе çыхăннă. 
Валентина Васильевна пирĕн районти Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Красноармейскинче пурăнать. Хăй вăхăтĕнче педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, вĕрентес ĕçре тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан хăйĕн талантне аталантарас енĕпе малалла ĕçленĕ — творчество лаççинче ырми-канми тăрăшать: сăвăсем çырать, юрăсем кĕвĕлет, тĕрлĕ статьясем пичетлет. Ку таранччен 12 кĕнеке çутта кăларнă. Çавăнпа пĕрлех ветерансен хорне çÿрет. Юрă-кĕвĕ ăсти пулнă май, смотрсемпе фестивальсене хутшăнать, шкулсемпе библиотекăсенче вулакансемпе тĕл пулусем ирттерет. 
Юбилей каçĕнчи концерта пĕтĕмпех В. Рудникова кĕвĕленĕ юрăсенчен йĕркеленĕ. Вĕсене районти ветерансен хорĕпе "Трак ен” музыкăпа фольклор ушкăнĕ, уйрăм юрăçсем шăрантарчĕç. Унăн сăввисем те янăрарĕç уявра. Вĕсене хăй тата ыттисем вуларĕç. 
Юбиляра район администрацийĕн культура, спорт, çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ А. Н. Лебедев район администрацийĕн хисеп грамотипе наградăларĕ. "Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. Прокопьев хаçатăн активлă обществăлла корреспондентне хисеп хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Н. Г. Ершов Валентина Рудникова пĕрлĕхĕн пултаруллă хастарĕ пулнине палăртрĕ, кĕнекесем парнелерĕ. Тăванĕсем, юлташĕсем саламларĕç. 
Уяв мĕн пур пултарулăх ушкăнĕсем юбилярăн "Ăсатса яр, тăван” юррине мăнаçлăн юрланипе вĕçленчĕ. 
Валентина Рудникова хăйне çапла хакласа чыс тунăшăн пурне те чĕререн тав турĕ.

Н.Янкер
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 803 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz