Эрнекун, 26.04.2024, 21:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Пуш » 29 » Юрий Сементере халалланă сăвăсем
Юрий Сементере халалланă сăвăсем
14:50
Сăн ÿкерчĕк
Çак ятпа кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кăна Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт” издательствăра пичетленсе тухнă хулăнах мар кĕнеке вулакансем патне çитрĕ. Ку пулăм ăнсăртран мар. Шăпах кăрлач пуçламăшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çавна май Микулай Мăскал сăвăç тăрăшнипе, ку таранччен Юрий Сементере халалланă сăвăсен пуххи кун çути курчĕ. 
Юрий Семенович Семенов-Сементер — пирĕн ентеш. Вăл Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнчи Танăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн Çĕрпÿ культура училищинчен, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Икĕ хутчен çар хĕсметĕнче пулнă. Çĕрпÿ район хаçат редакцийĕнче, комсомол райкомĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче, 30 çул ытла "Ялав” журнал редакторĕнче ĕçленĕ, университетра студентсене вĕрентнĕ. Унăн ку таранччен 30 яхăн кĕнеке тухнă.

Эй, çĕршывăмăр, Чăваш енĕмĕр, 
Аслă уйăмăр, аслă хирĕмĕр! 
Эс саван пире, эс çĕклен пире, 
Ырлăхне курма пил паран пире!

"Юрий Сементере халалланă сăвăсем” кĕнеке хуплашки çинех вырнаçтарнă хăйĕн тăван халăхне юратса çырнă поэт сăввин йĕркисене. Сăмах ăстисем пĕрне-пĕри асăнмалăх сăвă çырса парнелесси авалтанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хăйĕн ĕçтешĕсене парне-сăввисемпе хавхалантарас туртăм Юрий Сементерĕн пултарулăхĕнче те курăмлă вырăн йышăнать-ха. Халĕ вара чăвашсен паллă поэчĕсем, литература çулĕ çине тин çеç тухнисем хăйне сума суса пилленĕ сăвăсене пĕр çĕре пухса кăларнă. Вĕсене вуласан, пирĕн умма Сементер поэтăн сăнарĕ, унăн чăвашлăх туйăмĕ, вăй-халĕ, ăсталăхĕ куç умне яр-уççăн тухаççĕ. Чăнах çапла. Чи малтанах Чăваш халăх поэчĕсем: Ваçлей Давыдов-Анатри, Георгий Ефимов, Александр Галкин, Порфирий Афанасьев, Валери Туркай çырнă парне-сăвăсене асăнмалла. Пĕтĕмпе 60 автор халалĕсем кĕнĕ кĕнекене. Çав шутра вырăс, украина, тутар тата ытти халăхсен поэчĕсем те.
Хамăр районтан тухнă çыравçăсен хайлавĕсене те вырăн панă унта. Юрий Сементерпе пĕр вăхăтра поэзи лаççинче тар тăкнă Юрий Вирьял, Геннадий Трофимов, Шетмĕ Михали, Николай Ершов-Янгер, каярахпа палăрнă Борис Романов, Георгий Тусли, Гурий Дубров, Валентина Рудникова, Николай Ункай тата Юрий Сементерĕн малтанхи сăввисене халăх умне кăларма пулăшнă райхаçатăн ун чухнехи редакторĕ Лука Семенов ентешĕмĕрсен халалĕсем. Çавăн пекех райхаçат редакцийĕнче каярахпа ĕçленĕ Вера Ефимова 2003 çулта Юрий Сементере Тусай ялĕнчи ватăсем епле юратса вулани çинчен ытарлă сăвăлани те пур.

Н.Ершов-Янкер
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 602 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Юрий Сементер | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz