Эрнекун, 26.04.2024, 05:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Çурла » 20 » Юлташа ырăпа асăнса (Ю. В. Шепилов композитор çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май)
Юлташа ырăпа асăнса (Ю. В. Шепилов композитор çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май)
12:05
Сăн ÿкерчĕк
Райĕçтăвкомăн культура пайне ертсе пыма мана 1986 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче район депутачĕсем пĕр саслăн шанчĕç. 
Аякра тус-юлташ пурри çав тери паха, анчах та тăван районта та шанчăклă тĕрек тупмалли шухăш мана яланах шутлаттарнă, канăç паман. Парти райкомĕнче ĕçлекен В. М. Михайлов, В. В. Семенов сĕннипе районта 1989 çулта йĕркеленнĕ те Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕ. Пĕрлĕхе ертсе пынă А. А. Раськин, В.М.Михайлов, Н. Г. Ершов культура пайне яланах кĕрсе çÿренĕ, ĕçре пулăшса пынă. 
Культура пайĕн анлă "хирĕнче” юрă-кĕвĕсĕр май çук, чăваш халăхĕ мĕн авалтан савăнса та, хурланса та юрă пуçланă. Районти музыка тĕнчине тивĕçлĕ шайра тытса тăма, йĕркелеме пултаракан шанчăклă çынна чылай шырарăм, вара тупрăм-тупрăмах. 
Юрий Васильевич Шепилов пултаруллă водитель пулнă. Ашшĕ, Василий Андреевич Шепилов, халăха йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятире водительте ăнăçлă ĕçленĕ. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен автомеханике вĕренсе тухса яваплă ĕçсенче тăрăшрĕ Юрий Васильевич, юрă тĕнчине алăк уçса кĕни те палăра пуçларĕ. Юрий Миронов, Николай Филимонов, Михаил Ильин, Илья Степанов уншăн çывăх çынсем пулнă. Вăл çак юлташсемпе тачă çыхăну тытса хăйĕн пултарулăхне анлăлатнă, профессиллĕ композиторсем патне те час-часах çÿренĕ вăл тĕп хулана. 
Газ уçлакан станци клубĕнче ĕçлекен М. В. Дмитриевпа пĕр чĕлхе тупса "Вирьял” юрă ансамблĕ йĕркеленĕ. Çак ансамбль Ю. В. Шепилов кĕвĕленĕ юрăсене куракансем патне çитерме пултарнă ушкăн пулса тăнă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ чăваш композиторĕсен ассоциацине йышăнчĕç пултаруллă ентеше. Çамрăк юрăç-композитора 90-мĕш çулсенче районти музыка обществине ертсе пыма шантăмăр. Элĕк районĕнче "Вирьял шевлисем”, Комсомольски районĕнче "Кĕтне кĕввисем” юрă фестивалĕ ирттерме пуçларĕç. Тăван районта та çакăн евĕр фестиваль пуçармалла тесе чылай çул асаплантăм, тивĕçлĕ утăм турăмăр. 1997 çулхи январь уйăхĕнче районта пĕрремĕш хут "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль ирттертĕмĕр. Çулран-çул фестиваль аталанса, сарăлса пычĕ. Шетмĕпе Çавал юхан шывĕсем тăрăх вырнаçнă вунă районта та пулса курнă пирĕн артистсем. Кÿршĕллĕ районсенчи пултарулăх коллективĕсене те фестивалĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕсене хамăр пата йыхрав панă. Çак фестивальсенче районта çуралса ÿснĕ хĕрĕхе яхăн пултаруллă хĕрпе яш кĕввисем янăранă фестиваль концерчĕсенче. Уйрăмах куракансем Ю. Шепилов юррисене хапăл туса кĕтсе илни, тăвăллăн алă çупни халĕ те куç умĕнчех. 1996 çулхи çулла Яманакри пултарулăх ушкăнĕпе Тюмень облаçĕнчи чăвашсен Ака туй уявĕнче пулма тÿр килчĕ. Çак уявра аякри чăвашсем Ю. В. Шепилов çырнă юрра çепĕççĕн, ытарлă юрлани чуна тыткăнларĕ. Пĕр çулхине газ уçлакансем Чул хулана "Газпром” акционер обществин юбилейне паллă тума тухса кайнă. Иван Архипов çамрăк юрăç Раççейпе паллă Надежда Бабкина хыççăн Юрий Шепилов çырнă "Шурăмпуç” юрра шăрантарнă, залра куракансем тăвăллăн алă çупнă. Республикăран пынă Э. Аблякимов ертÿçĕ тÿрех Шупашкара, Культура министерствине телефонпа шăнкăравланă, И. Архипов юрăçпа кăсăкланнă. 
Кĕске статьяра Юрий Шепилов композиторăн пултарулăхне тĕплĕн тишкерме тĕллев лартман, анчах та çакна палăртасшăн: юрă-кĕвĕ тĕнчине пăр çĕмрен евĕр кĕрсе кайма çемьери лăпкăлăх, туслăх вăй панă пирĕн ентеше. Енĕшкассинче кун çути курнă Вера Степанова медсестрапа çемье çавăрса икĕ ача ÿстернĕ. Алена 1977 çулта, Алеша 1982 çулта çуралса, вăтам шкул ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе, алла аслă пĕлÿ илни çинчен дипломсем илнĕ. 
Юрий Васильевичăн мăшăрĕ, Вера Степановна, 1976 çултанпа районти санэпидемстанци лабораторийĕнче вăй хурать.
Туслă, пĕр чĕлхерен пурăннă çемьере 2008 çулхи сентябрь уйăхĕнче питĕ пысăк инкек пулса тухать — Юрий Васильевич ĕçре сарăмсăр вилет. Çемьешĕн, тăвансемшĕн, районта пурăнакансемшĕн нимпе тÿрлетейми çухату.
Августăн 21-мĕшĕ — Юрий Васильевич Шепилов çуралнă кун. Унăн 60 çулхи юбилейне хăйĕнсĕрех палăртатпăр, шел... Юрий Васильевич Шепиловăн ячĕ пирĕн тăрăхра нихăçан та сÿнмĕ, ăна ĕмĕрсем иртсен те манмĕç юрра юратакансем.

В.Серафимов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 452 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Юрий Шепилов композитор | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz