Фоторепортаж
Вулав йĕрки
Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче Нестер Янкас ентеш-поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине тата 2019 çулхи ентеш-юбилярсене халалласа “Янкас вулавĕсем” ятлă виççĕмĕш ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ иртрĕ. Ăна иртнĕ çулсенчи пекех район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ пĕр пулса йĕркелерĕç. Кĕмĕл пек янракан юрра Татах та уççăн янратам-и — Телейлĕ, тулăх çĕр-шывра Асран кайми юрăç пулам-и! тенĕ Н. Янкас хăйĕн пĕр хайлавĕнче. Асрах тытаççĕ Трак енрен тухнă поэтсемпе писательсем, композиторсемпе журналистсем хăйсен паллă ентешĕн сăмахĕсене. Районти тĕп вулавăшăн ĕçченĕсем çак мероприятине халалласа фойере пирĕн сăмах ăстисен кĕнекисен выставка-куравне йĕркеленĕ. Унпа конференцие хутшăннисем, уява килнисем питех те туллин паллашрĕç. Конференцие уçса ЧНКан районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова çакна палăртрĕ: “Иртнĕ çул “Янкас вулавĕсем" ятлă пĕрремĕш ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ япăх мар шайра иртнĕччĕ. Ку евĕр мероприятие республика шайĕнче аслă шкулсемпе наука тĕпчев учрежденийĕсем пĕр пулса йĕркелеççĕ. Эпир вара ăна вырăнти хамăр вăйпах йĕркелесе ирттерме пултартăмăр, çапла май уйрăм опыт пухрăмăр. 2017 тата 2018 çулсенчи “Янкас вулавĕсенче” тухса каланисене пĕр çĕре пухса районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем уйрăм брошюрăсем кăларма вăй çитерчĕç. Кăçал та çакна тума палăртатпăр. Кăçалхи конференцие 22 доклад кĕртнĕ. Тухса калаçакансем пурте ентеш-юбилярсен кун-çулне, творчествăри пултарулăхне тĕплĕн тата туллин уçса парĕç. Унта вара композитор та, журналист та, сăвăç та, вĕрентекен те, ỹнерçĕ те, патшалăх деятелĕ те, ăслăлăх çынни те пур. Пирĕн Трак енĕн пултаруллă çыннисемпе мухтанмалла, ỹссе çитĕнекен ăрăва вĕсем çинчен туллин каласа памалла”. Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертỹçи И. Прокопьев-Чураль ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнакансене ăнăçусем сунчĕ. Конференцинче “О.А. Алексеев – писатель» (В.М. Данилов), Ф.А. Андреев – писатель (И.А. Прокопьев), “Л. И. Антонов – поэт» (С.А. Гурьева), Ю.Р. Архипов – профессор» (Н.Г. Ершов), «Г.Е. Дубров – сăвăçă» (В.В. Рудникова), «П.Е. Егоров – çыравçă» (Г.Л. Ефимов-Тусли), «Е.М. Журавлёв – çыравçă» (Л.И. Антонов), «А.Г. Львова – тавра пĕлÿçĕ» (Ю.З. Борисов), «Н.М. Матвеев – çыравçă, ял хуçалăх ĕçченĕ» (Р.И. Яковлева), «З.П. Михайлова – пултаруллă вĕрентекен» (В.М. Михайлов), «В.И. Николаев – патшалăх ĕçченĕ, ăста ертÿçĕ» (Н.С. Семёнов), «В.Е. Петров – паллă юрăçă» (И.Н. Козлова, С.М. Назарова), «Н.П. Петров – чĕлхеçĕ, профессор (С.В. Петрова), «И.А. Прокопьев – пур енлĕ талантлă çын» (З.П. Михайлова), «Л.П. Прокопьев – патшалăх ĕçченĕ» (В.С. Серафимов), «М.П. Прохоров – тавра пĕлÿçĕ» (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Фёдорова), «А.П. Фёдоров – оперăпа балет театрĕн артисчĕ» (М.П. Фёдорова), «К.Ф. Шачкин – тавра пĕлÿçĕ, çыравçă» (И.В. Герасимова, Т.Ю. Григорьева), «И.Е. Шашков – конструктор, профессор» (В.З. Константинов), «А.В. Яковлев – журналист» (А.Ю. Никандрова), «Н.К. Ефимов – Янкас – Трак енĕн мухтавлă çынни, паллă поэт» (Л.А. Тихонова), «Çеçпĕл Мишшин йăх-несĕлĕ Трак тăрăхĕнчен» (В.А. Тихонова) ятлă докладсем пулчĕç. Конференци тăхтавĕнче Н. Никоноров, И. Прокопьев, Ю. Шепилов композиторсем Нестер Янкас, Зинаида Михайлова, Иван Прокопьев, Гурий Дубров, Леонид Антонов сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем янăрарĕç. Вĕсене Н. Филипповăпа С. Васильева, Н. Никоноров, А. Алексеев тата И. Прокопьев шăрантарчĕç. Конференцие район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Р.М. Осипова хутшăнчĕ. Тухса калаçакансем район администрацин пуçлăхĕ А. Кузнецов алă пуснă Дипломне тивĕçрĕç.
Çыпăçтарнисем: |