Вырсарникун, 05.05.2024, 23:31
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2024 » Нарăс » 21 » "Янкас вулавĕсем" 8-мĕш конференци иртрĕ
"Янкас вулавĕсем" 8-мĕш конференци иртрĕ
22:46
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Трак енре Тĕп вулавăшăн илемлĕх пÿлĕмĕнче "Янкас вулавĕсем" 8-мĕш ăслăлăхпа тавра пĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Ăна Нестер Янкас поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă. Йĕркелекенсем Красноармейски муниципалитет округĕн администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен пайĕ, округри Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ тата Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕ пулнă. Хутшăнакансем пурĕ 15 доклад итленĕ: Борисов Ю.З.«Нестер Янкас пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă документсем»; Васильева К.И. «Ентеш-поэтăмăр яланах пирĕн асра»; Гурьева С.А. «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçисем тата Преми лауреачĕсем»; Журавлева М.М. «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх Уставĕ»; Ершова А.Н. «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн Хисеплĕ ертÿçин, Николай Ершовăн, архивĕнчи материалсем»; Козлова И.Н. «Янкасçăсен чыслав паллисем»; Константинов В.З. «Нестер Янкас пĕрлĕхне ертсе пынă самантсем»; Михайлов В.М. «Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн йĕркеленÿ кун-çулĕ»; Михайлова З.П. «Нестер Янкасăн «Шетмĕ шывĕ хĕрринче» сăввинчи сăнлăхпа сăнарсем»; Назарова С.М. «Нестер Янкасăн «Телейлĕ çул» кĕнекинчи хайлавĕсем»; Никоноров Н.М. «Нестер Янкас сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем»; Петрова С.В., Федорова И.М. «Нестер Янкас поэтăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ»; Прокопьев И.А. «Нестер Янкас шăллĕ Григорий Кириллович Кириллов пиччĕшĕ çинчен аса илсе каланисем»; Тихонова В.А. «Нестер Янкасăн синкерлĕ шăпи»; Тихонова Л.А. «Телейлĕ çул» инсценировка (Нестер Янкасăн «Телейлĕ çул» калавĕ тăрăх)». Конференцие Нестер Янкас шăллĕн Григорий Кирилловăн ывăлĕ Александр Кириллов хутшăнни сум кÿчĕ. Конференци кăсăклă та тухăçлă иртрĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 55 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz