Шăматкун, 27.04.2024, 06:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Пуш » 17 » Искей Пайтул ялĕнче (Трак ен паттăрĕ вилнĕренпе 400 çул çитнĕ май)
Искей Пайтул ялĕнче (Трак ен паттăрĕ вилнĕренпе 400 çул çитнĕ май)
21:34
Сăн ÿкерчĕк
Ăçтарах вырнаçнă-ши Сурăмхĕрри? Ăнлантарса парам. Красноармейскинчен Карай ял тăрăхĕн тĕп усадьбине Карая тăхăр çухрăм. Унтан Сурăмхĕррине çитме икĕ çухрăм пулать. Вăл Сурăм юхан шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Хальлĕхе кунти 5 урамра 96 кил. 81-шĕнчен вара мăрьерен тĕтĕм тухать. Кил умĕсене те юртан тасатса тăраççĕ вĕсенче. Ялти хисеплĕ Михаил Илларионович Суриков каланă тăрăх Сурăм хĕрри паттăр чăваш, çар пуçĕ Пайтул Искеев полковник çуралса ÿснипе паллă. Искей Пайтулĕ 1670—1671 çулсенче пăлхав пуç-утаман Степан Разин ертсе пынă аслă хресчен вăрçине хутшăннă паттăртан паттăр çын. Вăл 1671 çулта, Мăн Çавал юхан шывĕн сылтăм енче, патша çарĕсене хирĕç çапăçнă çĕрте вилнĕ. Халь çав вырăн Çĕнĕ Шупашкар хула территорине кĕрет. Ентешĕм сăвăç, юрăç, композитор пулнипе ырă йĕр хăварнă. Унăн пархатарлă, ĕмĕртен-ĕмĕре юлакан ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чăваш халăх писателĕ Михаил Ильин (Юхма Мишши) 2000 çулта 2000 экземпляр тиражпа "Çутă хĕçĕм ялтăратăр” историллĕ, аса илÿсен кĕнекине çырса кăларнă. Мухтав ăна пархатарлă парнешĕн! 
Сурăмхĕррине кайма-килме ансат халь. Красноармейскинчен автобусĕ те, чăпар"Газелĕ” те çине-çинех хутлаççĕ ку тăрăха. Çÿреме çеç ан ÿркен.
— Сирĕн ял Пайтул Искеевпа паллă вĕт? — ыйтрăм Сурăмхĕрринче курнăçнă пĕчĕкрех çан-çурăмлă арçынран. 
— Паллă, паллă... анчах эп ун пирки пĕр сăмах та калаймастăп. Тĕрĕсех пуплет 71 çулхи Геннадий Архипович Фомин. Мăшăрĕпе иккĕшĕ — Галина Алексеевнапа — "Речная” ятлă урамри 25-мĕш çуртра пурăнаççĕ.
— Пирĕн ял çумĕнчи чи çÿллĕ сăрта Вăрçă сăрчĕ теççĕ. Ĕлĕк унта ваттисем каланă тăрăх, питĕ вăйлă вăрçă пулнă, — тет Г. Фомин. — Чăваш çарĕсем патша çарĕсемпе çапăçнă. 
Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра пилĕк-çурăм авнă кил хуçи. Платникре ĕçленĕ. Мăшăрĕ — Еншик Чуллă тăрăхĕнчен. Ĕне усраççĕ. "Гаврушка” ятлă вăл. 
— Ĕне апачĕ туянма анчахрах банк урлă 1000 тенкĕ çăмăллăх кÿчĕç. Ку аван. Эпир "Ял пурнăçĕ”, "Çамрăксен хаçачĕ”, "Пенсионер Чувашии” хаçатсене юратса çырăнатпăр, — пĕлтерчĕç хăйсен шухăшне Фоминсем. — Тепре куриччен...
— Вăрçă сăртĕнчи çапăçу çинчен эпир илтнĕ. Халĕ вара Пайтул пирки çĕнĕрен калаçма пуçларĕç, — калаçăва хутшăнчĕ нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче 79 çул тултаракан Анастасия Павловна Никонорова. — Хамăр авалхи йăх ячĕсене эпир пачах та пĕлми пулнă. 
Сурăмхĕрринчи чи ватă хĕрарăмпа, 1916 çулхи августăн 14-мĕшĕнче çуралнă Агафия Ильинична Ильинапа курнăçрăм. Салтак арăмĕ. 1932 çулта 1912 çулта çуралнă Илларион Прокопьевич Сурикова качча тухнă вăл. И. Суриков 1941 çулхи нарăс уйăхĕнче Ленинград облаçĕнчи Тихвин хулинче нимĕçсене хирĕç пынă тытăçура пуçне хунă. 
— Патша çарĕсем ун чух пирĕн çине Кивкас Юнтапа тата Шуркасси Юнтапа енчен тапăнса килнĕ, — аса илчĕ салтак арăмĕ. 
— Тĕрĕссипе, Пайтул кил-çурчĕ хальхи "Шоссейная” урамра пулнă теççĕ. Тăван-хурăнташĕ пуррине астуматăп.
Укахви кинеми килте вырăнпах выртать. Виçĕ уйăх ытла ĕнтĕ, сентябрĕн (авăн) 20-мĕшĕнче утса çÿренĕ чухне, ÿксе сылтăм урине хуçнă. Юрать-ха çумма-çумăн ывăлĕпе хĕрĕ пур. 
— Тавах, — тет ватă вĕсене. — Тавах, мана пăхнишĕн...

Г.Тусли

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 548 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz