Вырсарникун, 05.05.2024, 08:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2023 » Нарăс » 19 » Гурий Дубров çыравçăна тата юрăçа Н.К.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх орденĕпе чысланă
Гурий Дубров çыравçăна тата юрăçа Н.К.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх орденĕпе чысланă
22:37
Сăн ÿкерчĕк

Дубров Г.Е. ĕç ветеранне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чыслама йышăннă. Сăвăçă, çыравçă, таврапĕлÿçĕ тата юрăç-композитор Гурий Дубров (Кăмакал Куркки) 1934 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мĕшĕнче Кӑмакал ялĕнче ҫуралнӑ. Кĕҫĕн Шетмĕри ҫичĕ класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам, Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕсенче, Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ. Красноармейскинче киномеханикре, райпора кадрсен пайĕнче, райпо председателĕн çумĕнче тӑрӑшнӑ. Потребкоопераци ĕҫӗн отличникĕ (1993). РФ Писателĕсен союзĕн членĕ (2000). М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ. ЧР музыка обществин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ.
Мĕн ачаранпах юрлама, ташлама юратнă. Сасси уçă, янкăс унăн. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче çанă тавăрсах литература лаççине кÿлĕнчĕ ĕçтешĕмĕр.
— Чун юрлать, кăмăл-туйăм иксĕлми манăн, — хăйĕн шалти вĕри туйăмне уçать юрăç-сăвăç. — Тăхăр вунна çитиччен сцена çинчен анас мар...
Г. Дубровăн репертуарĕнче çĕр юрă ытла та пуль... Хăй те сăвăсем çырнипе пĕрлех юрăсем те кĕвĕлет. Ытларах Н. Никоноров, И. Прокопьев, И. Степанов, Г. Яманак, В. Рудникова композиторсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ.
Пичетленнĕ кĕнекисем: : “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” (1999), “Пурнăçăм, телейĕм” (2000), “Вĕсем – Сар Петĕр йăхĕнчен” (2000), «Пирĕн тăрăхри вăрман» (2001), “Районти суту-илỹ” (2001), “Пирĕн тăрăхри вăрман” (2001), “Вĕсем — Сар Петĕр йăхĕнчен” (2003), «Вĕсем, Путене таврашĕ» (2002), «Тăван кĕтес» (2002), “Пирĕн йăх-несĕлсем” (2004), «Çеруш таврашĕ» (2005), “Туя туй пек тăвар-и” (2007), “Кун-çул сыпăкĕсем” (2010), “Асран кайми” (2011), “Тюмень çĕрĕ çинчи чăвашсем” (2014), «Чыс-хисепе тивĕçнисем» (2016), “Кĕçĕн Шетмĕ — шыв юххи” (2017), «Çирĕм пĕрремĕш – вилĕмсĕр çул», “Революци хĕлхемĕ” (2017), “Кăвар чĕреллисем” (2018), «Райпо хĕлхемĕ» (2023). Пурĕ 26 кĕнеке авторĕ. М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ вăл. Гурий Егоровича ĕçри хастарлăхшăн тĕрлĕ медальсемпе, "Суту-илÿ ĕç отличникĕ” паллăпа, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медалĕпе, тав хучĕсемпе чысланă.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 61 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz