Шăматкун, 27.04.2024, 08:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Ака » 19 » Ентешĕмĕрĕн юбилейне университетра уявларĕç
Ентешĕмĕрĕн юбилейне университетра уявларĕç
22:09
Сăн ÿкерчĕкГенадий Юмарт хайлавĕсем
Чăваш — мĕн тери вăл юмарт, çутă кăмăллă, иксĕлми вăй-халлă. Унăн пултарулăхĕ яланах çăлкуç пек тапса тăрать. Чăваш çынни ĕçчен, хастар, яланах ырă ĕçсем тума тăрăшать. Пирĕн ентеш Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов), çакăн пек чăваш йăхĕнчен тухнăскер, кĕçех 75 çул тултарать. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ паянхи кун та чунне парса тăван халăх культуришĕн, чĕлхе аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тăвать. Вăл — чăваш халăх сăмахлăхне пухса тĕпчекен, сăвăçă, куçаруçă.
Пултаруллă ентешĕмĕрĕн юбилейне халалласа, унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшне пĕтĕмлетсе чăваш филологийĕпе культура факультечĕн сумлă вĕрентекенĕсем, студенчĕсем паян, акан 19-мĕшĕнче, К.И.Иванов тĕпелĕнче поэзипе чăваш тумĕн уявне йĕркелерĕç. Уява И.И. Иванов доцент ертсе пычĕ. Г. Юмарт пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки факультет ĕçченĕсем каласа пачĕç. Пĕрремĕш курс студенчĕсем вара поэтăн сăввисене вуларĕç. Геннадий Юмартăн поэзийĕ чăвашăн аваллăхĕнчен тухса тăрать, этемĕн кăмăл-сипечĕ пирки шухăша кайни тĕп вырăн йышăнать унта. Чăваш тумне тăхăннă яш-кĕрĕм хăйсем çырнă сăввисене те вуларĕ уявра, чăваш ташшипе те савăнтарчĕ. 
Факультетра И.Я. Яковлев вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 165 çул çитнине уявланă май чăваш халăхĕн паянхи маттур сăвăçине чыслани те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çавăн пек сăвăçсем, тĕпчевçĕсем тĕнчене килччĕр тесе вăй хунă-çке пирĕн мухтавлă çутлăхçă.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 537 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Юмарт | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz