Эрнекун, 26.04.2024, 17:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Раштав » 15 » “Чĕмсĕрлĕх” йĕрки, е Шыва кĕмесĕр ишме вĕренеймĕн. Тавлашу
“Чĕмсĕрлĕх” йĕрки, е Шыва кĕмесĕр ишме вĕренеймĕн. Тавлашу
21:18
Сăн ÿкерчĕк
Элли ИЛЛЕ ("ХЫПАР")
 Тĕрĕссипе манăн çакăн пирки çырасах та килмест. Анчах ку манăн тивĕç. Ку - кирлĕ! Ара, эпĕ мар тăк тата кам?
Чăваш çырулăхĕнчи "çĕнĕ” текен йĕркене Г.Айхи "7-8 çуллăх правило” тенĕччĕ. Тĕрĕссипе вара чăн пурнăç аслă поэт каланинчен пин хут кăткăсрах. Ю.Виноградов доцентăн "Мăшăр сăмах мар” /"Хыпар”, 2009, юпа, 13/ статйин тĕп шухăшĕ çакăн пек: чăваш чĕлхинче приложени çук. Сăмах кунта "шкул-гимнази”, "шкул-интернат”, "лицей-интернат” йышши конструкцисем пирки пырать. Вĕсенче дефис таврашĕ кирлĕ мар имĕш. Паллах, асăннă ăнлавсен малтанхи компоненчĕсене изафет /паллă ячĕ/ пек те ăнланма пулать. Сăмах май, çакнашкал икĕ енлĕх вырăс чĕлхишĕн те ют мар: мĕнле спортсмен? - летчик спортсмен. Мĕнле интернат? - лицей интернат. Çапах та асăннă тĕслĕхсенче дефис лартаççĕ, мĕншĕн тесен йăли çавнашкал. Çак вăхăтрах "Фадеев çыравçă”, "майор юлташ”, "Виноградов лингвист” йышши майлашусенче дефис çук. Е тата акăлчан чĕлхинчен тата ытти чĕлхерен йышăннă тĕслĕхсене аса илер: "бизнесмен” сăмахпа юнашарах "бизнес-леди”, "бизнес-класс”, "бизнес-меню” евĕр ăнлавсем те пур. Юлашки тĕслĕхе хăш-пĕр чухне уйрăм та çыраççĕ. Тахçан Шупашкарта "Бизнес среда” ятлă хаçат тухса тăратчĕ.
Ю.Виноградов илсе кăтартакан тĕслĕхсене апла та, капла та ăнланма пулать. Ку - чĕлхен хăйне тивĕçлĕ енĕ. Нимĕн те тăваймăн! Çавăнпа та çакнашкал ăнлавсене мĕнле çырассине пĕртен-пĕр логика çине таянса татса пама çук. Кунта чĕлхеçĕсем тата ыттисем пĕр-пĕринпе калаçса татăлни кирлĕ!
Чĕлхен хăйне тивĕçлĕ енĕ тенĕрен - вырăсла пĕр хаçатри тĕслĕхе илсе кăтартам. Демидовский район тени мĕне пĕлтерет? Кулма ан васкăр! Ара, Демидово, Демидовск, Демидовский, Демидов, Демидовка йышши ятсенчен /ойконимсенчен/ пуринчен те паллă ячĕ пĕр тĕрлĕ пулать - Демидовский /-ая, -ое/. "Сабинск районĕ” тенĕччĕ тахçан пĕр чăваш хаçатĕнче. Тĕрĕссипе вара Тутарстанра Сабы /Богатые Сабы/ çеç пур. Вырăс чĕлхинче çак уйрăмлăха çÿлерех палăртнă мелпе кĕскен кăтартма май çук.
Çавна май квант физикин пĕр саккунĕ аса килет. Вырăсла ăна "принцип неопределенности Гейзенберга” теççĕ. Вăл координатсемпе импульса пĕр харăс тĕп-тĕрĕс палăртма май çуккине пĕлтерет. Лешĕ хайхи халапри пек: тяппи хăпăнать те алли çыпçăнать, алли хăпăнсан - тяппи çыпçăнать...
Ю.Виноградов хăйĕн статйинче тата çакнашкал шухăш палăртать: "пирĕн чĕлхере япала ятне ăнлантаракан япала ячĕсем умĕн тăрса хăйсен вырăнĕ-йĕркипе кăна çыхăнаççĕ”. Вырăс чĕлхинче вара приложени е изафет "хăй ăнлантаракан япала ячĕ хыççăн тăрса унпа грамматика енчен килĕшсе тăрать”. Тĕрĕс. Анчах çапла калани изафет - приложенисене çеç мар, хуть те мĕнле паллă ячĕсене те пырса тивет: "хĕрлĕ ялав - хĕрлĕ ялава”, çав вăхăтрах вырăс чĕлхинче: "красный флаг - красному флагу”.
Чĕлхе вĕçĕнчи чĕрĕ чĕлхене пуçра шухăшласа кăларнă нимĕнле чаплă картана та хупса хураймăн: тухса тарать! Çырулăхри нумай-нумай йĕрке хут çинчи правилăсемсĕр йĕркеленнĕ. Хăй тĕллĕн. Никам хушмасăр, никам хистемесĕр. Вырăсла çакнашкал йĕркене "по умолчанию” теççĕ, Чăвашла ăна чĕмсĕрлĕх йĕрки теме пулать пулĕ.
"Ачасем” сăмахри пĕр сасса кăларса пăрахма пулать авă. Кĕскетнĕ варианта вара пурте "ачсем” мар, "атьсем” тесе çыраççĕ. Çак "правилăна” хăш параграфра вуласа пĕлме пулать-ши? Хуравĕ ансат: ниçта та!
Çапла, çырулăхри лару-тăру нумай çыншăн кăткăс курăнать. Кун пек чухне, Ю.Виноградов калашле, ачасене вĕрентме те, кăмăл-сипет енчен лайăхлатма та йывăр паллах. Çапах çакнашкал йывăрлăх чылай чухне иллюзи е мираж евĕрлĕ япала çеç. Чăн-чăн йывăрлăх кунта мар. Педагогсемшĕн тахçанах паллă: ачасене пурнăç тата çут çанталăк кăткăслăхĕсене, амбивалентлăхне курма-туйма вĕрентмелле. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пымалла, анчах страус пек пуçа хăйăр ăшне чиксе мар! Шыва кĕмесĕр ишме вĕренеймĕн. Экзаменсем, тĕрĕслев ĕçĕсем, олимпиадăсем валли ăслă текстсем, ăслă ыйтусем суйласа илмелле. Çакăнта куратăп эпĕ вĕрентÿ çыннисен ăсталăхĕн пĕр пайне. Профессионализм, компетентлăх кирлĕ кунта. Епле-ха вĕсемсĕр!
Ĕнтĕ паянхи информатика тĕнчи çырулăха нумай-нумай çĕнĕлĕх кĕртет. Сăнăр хаçатсене! Пăхăр урамри рекламăна! Тинкерĕр телевизор экранĕсене! Кĕрсе пăхăр интернетри сайтсене! Мĕн кăна çук унта! Пуçпа шухăшламасан çакă арпашу пек те курăнма пултарать.
Ним çук çĕртенех такăнас марччĕ. Пуçран шухăшласа тупнă ыйтусем вырăнне чăн-чăн чăрмавсене шĕкĕлчесчĕ. Приложени пур-и, çук-и - ку ниме пĕлтермен ыйту. Вăтам ĕмĕрсенчи пек пурнăçран уйрăлса схоластикăна кĕрсе каяс марччĕ. Йĕп вĕçĕнче миçе шуйттан вырнаçать тенĕ пек.
Акă ĕнтĕ пурин те тенĕ пек кĕсье телефонĕ пур. Хăш чĕлхепе калаçать вăл? Дисплей çине мĕнле сас паллисем тухаççĕ? Чăвашла СМС яратпăр-и? Нумайăн-и вĕсем? Мобильниксен асĕнче ă, ĕ, ç, ÿ сас паллисем пур-и? Пур тăк ахаль çынсем вĕсене тупма пĕлеççĕ-и?
Акă мĕнлерех ыйтусем сехĕрлентерме тивĕç паянхи чĕлхеçĕсене. Вĕсене çеç те мар!
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 660 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.5/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz