Кĕçнерникун, 02.05.2024, 20:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2023 » Утă » 5 » Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер - янкасçăсем патĕнче хăнара
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер - янкасçăсем патĕнче хăнара
06:01
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Фоторепортаж-2

Красноармейски муниципалитет округӗн Тӗп вулавӑшӗнчи "Илемлӗх пӳлӗмӗнче" хисеплӗ те юратнӑ ентешӗмӗрпе, Чӑваш халӑх поэчӗпе, ятлӑ-сумлӑ сӑмах ӑстипе, Юрий Сементер сӑвӑҫпа питӗ кӑмӑллӑ тӗлпулу иртрӗ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов талантлӑ ҫыннӑмӑрӑн пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне ырласа та мухтаса ӑшӑ сӑмахсем каларӗ. Юрий Семенович Павел Юрьевича хӑйӗн Ҫырнисен пуххин "Ӳнер ӗшни" ятлӑ 4-мӗш томне парнелерӗ. Трак енри янкасҫӑсем вара Юрий Сементере "Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн хисеплӗ пайташӗ" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларӗҫ. Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Сементер сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Талантлӑ та ӑста ентеш-поэтӑмӑр Тӗп библиотекӑна хӑйӗн 200 кӗнекине парнелерӗ. Вулавӑш ертӳҫи Наталия Григорьева пысӑк парнешӗн кӑмӑлтанах тав турӗ. Юрий Сементерӗн ӑслӑ та ӑшӑ калаҫӑвӗ, тарӑн шухӑшлӑ сӑввисем, ырӑ сӑмахӗсем, паха сӗнӗвӗсем чун-чӗрене пуянлатрӗҫ, кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Юрий Сементере те, Шупашкарти "Трак ен" ентешлӗх ертӳҫине Иван Архипов юрӑҫа та Трак ене килнӗшӗн, ӑшӑ калаҫу, кӑмӑллӑ тӗлпулу ирттернӗшӗн чунтанах тав тӑватпӑр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 70 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz