Эрнекун, 19.04.2024, 16:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çу » 6 » Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне - çĕнĕ кĕнеке
Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне - çĕнĕ кĕнеке
20:35
Сăн ÿкерчĕк
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа район хаçачĕн тĕп редакторĕ, нумай çул хушши журналистикăра ăнăçлă ĕçлекен  публицист, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А. Прокопьев (Чураль) çĕнĕ кĕнеке - "Çĕньял Упи салтакĕсем" - кăларчĕ. Кĕнекене Çĕньял Упи ялĕнчен фронта тухса кайнă вăрçă паттăрĕсен  пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă статьясем кĕнĕ. Автор хăйĕн таврапĕлÿ ĕçĕнче Георгий Николаевич Николаев, Вилорик Федорович Романов, Алексей Николаевич Кротов, Иван Семенович Семенов, Нестер Никитич Кольцов, Никандр Маркович Марков, Елизавета Дмитриевна Дмитриева ентеш вăрçă ветеранĕсен сăнарне уçса панă. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри те пирĕнпе юнашар çук. 
Сăмах май, çак пĕчĕк ялтан Аслă Аттелĕх вăрçине 70 ытла ентеш тухса кайнă, вĕсенчен 43-шĕ вăрçă хирĕнчех юлнă.
Кĕнекере Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ĕç ветеранĕсем çинчен те сахал мар ырă сăмах каланă. Кунсăр пуçне çĕр-шыва хÿтĕлес енĕпе суйласа илнĕ професси çыннисем çинчен те материал тупма пулать.


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 681 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz